Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Ывӑлне вӑратас тесе пӳртне чӗртсе янӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 02.06.2015 21:26 | 1569 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Канаш районӗнчи Чакаҫ ялӗнче пурӑнакан арҫын ывӑлне вӑратас тесе хӑйӗн пӳртне чӗртсе янӑ. Инкекӗ Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун пулса иртнӗ. Ирхи 8 сехет иртсен.

51 ҫулти кил хуҫи хӑйӗн вун ҫиччӗри ывӑлне вӑратма хӑтланнӑ. Анчах яш ӳсӗр ашшӗн сӑмахне хӑлхана чикмен — малалла хуп турттарнӑ. Итлемен ывӑлне тӑн кӗртес тесе киккирикне ирех хӗртнӗ ашшӗ хайхи ҫывӑракан пӳлӗме чӗртсе янӑ. Пушар кӑларнӑ вӑхӑтра килте арҫыннӑн арӑмӗ те пулнӑ. Вӗсем виҫҫӗшӗ те ҫунакан пӳртрен тухса тарма ӗлкӗрнӗ, анчах 17-ри каччӑ сулахай енчи хулпуҫҫипе пӗҫҫине пӗҫертсе янӑ. Сурана 1–2-мӗш степеньлӗ тесе хакланӑ тухтӑрсем. Ҫемьери тепӗр ача вӑл вӑхӑтра шкулти уйхӑхра пулнӑ.

Пушара сӳнтерме пырса ҫитнӗ ҫӑлавҫӑсем хуралтӑсене тата ВАЗ–2110 автомашинӑна ҫӑлса хӑварнӑ. Пӳрте вара юсама май килмӗ.

#ҫӑлавҫӑсем, #ӳсӗрсем, #пӑтӑрмахсем, #Чакаҫ, #пушарсем, #Канаш районӗ, #инкексем, #ачасем

 

Комментари:

Пĕр хĕрарăм // 2308.49.2227
2015.06.03 20:25
"Шкулти уйхӑх" мӗн япала вӑл?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем