Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Раҫҫей президенчӗн Владимир Путинӑн ҫуралнӑ кунӗнче, ҫӗршыври 80 яхӑн хулара Алексей Навальный политика хӳтӗлесе акци иртнӗ. Ҫав шутра — Шупашкарта та. Анчах Чӑваш Енӗн тӗп хулинче йӗркелени саккунсӑр иккен, мӗншӗн тесен хула влаҫӗ пикет ирттерме ирӗк паман.
«Мой город Чебоксары» (чӑв. Ман хула Шупашкар) портал пӗлтернӗ тӑрӑх, Алексей Навальныйӑн «Контактра» халӑх тетелӗнчи ушкӑнӗнче Шупашкарти оперӑпа балет театрӗ умӗнче, Хӗрлӗ лапамра тата Ҫӗнӗ Шупашкарти «Гэсстрой» патӗнче пикет ирттерме ирӗк ыйтнӑ, анчах ниҫта та йӗркелеме май паман. Ҫакна кура штаб хастарӗсем пикета халӑх пухӑвӗ евӗр ирттерме йышӑннӑ.
Палӑртса хӑвармалла: Алексей Навальныя хӳтӗлесе Шупашкарта виҫҫӗмӗш хут ҫакнашкал акци ирттернӗ. Ӑна шанса тухнӑ ҫынсене пакунлисем Хӗрлӗ лапамран та, Ехрем купса бульварӗнчен те хӑваласа янӑ. Вара вӗсем Республика лапамне хӑпарнӑ. Никама та айӑпламан, Навальныйӑн Шупашкарти штабӗн координаторне Семен Кочкина ҫеҫ паянхи куна полицие чӗннӗ. Ытти хуласенче ҫынсене куншӑн тытса та чарнӑ. ОВД-Инфо хыпарланӑ тӑрӑх, Раҫҫейри 26 хулара 290 ҫынна тытса хупнӑ.
Кунашкалли республикӑра кӑна мар, Раҫҫейре те пӗрремӗш хут пулӗ. Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче экономика диктанчӗ ҫырма чӗнеҫҫӗ. Акци 12 сехетре пуҫланӗ.
Диктант «Вӑйлӑ экономика – чечекленекен Раҫҫей!» ятлӑ. Ӑна халахӑн экономика пӗлӗвне лайӑхлатас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Диктант тест евӗр пулӗ.
Шупашкарта диктанта 2-мӗш гимназире, 47-мӗш шкулта, 48-мӗш тата 64-мӗш шкулсенче ҫыртараҫҫӗ. Унта ҫитейменнисен онлайн-версие ҫырма май пур. Вӑл пур ӳсӗмрисем валли те пӗрешкел пулӗ, ҫавӑнпа питех йывӑр мар. Акци лапамне килнисене вара икӗ ушкӑна уйӑрӗҫ: шкул ачисем тата аслӑ ӳсӗмрисем.
Ҫӗмӗрлере Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунне халалласа «Аҫу-аннӳ патне шӑнкӑравла» ятпа хӑйнеевӗрлӗ акци ирттернӗ. Ҫапла майпа йӗркелӳҫӗсем аслӑ ӑрӑва тимлӗх кирлине, вӗсем патне уявсенче кӑна мар, куллен шӑнкӑравламаллине аса илтересшӗн пулнӑ.
Эрнекун 3-мӗш вӑтам шкулта 8-мӗш класра вӗренекенсемпе Ҫӗмӗрлери халӑха социаллӑ пулӑшу паракан компекс ӗҫченӗсем урама тухнӑ, иртен-ҫӳрене листовка тата пӗчӗк ялавсем валеҫнӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем иртсе пыракансене ашшӗ-амӑшӗ патне шӑнкӑравлама ыйтнӑ. Хула ҫыннисем ку акцие ырланӑ, ҫывӑх ҫыннисем патне шӑнкӑравлама шантарнӑ. Тӗрӗссипе, паянхи кун кӗсье телефонӗ ҫумра, хамӑра ҫуратса ӳстернӗ ҫынсем патне шӑнкӑравлама пӗрре те кӑткӑс мар. Апла пулсан акци йӗркелӳҫисен сӗнӗвне асра тытар: уявра кӑна мар, ытти чухне те вӗсен сывлӑхӗпе кӑсӑкланар.
Ваттисен кунӗнче ваттисем валли хӑйне евер парне пулӗ ку. 60 ҫултан иртнӗ ҫынсен ҫӳҫе тӳлевсӗр е йӳнӗрех хакпа кастарма май пулӗ.
Николаев урамӗнчи «Овация» тата Декабристсен урамӗнчи «Диана» парикмахерскисем ваттисене хапӑлласах йышӑнӗҫ. Унта аван уйӑхӗн 29-30-мӗшӗсенче тата юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тӳлевсӗр ҫӳҫ касӗҫ. Маларах ҫырӑнас тесен ҫак номерпе шӑнкӑравламалла: 63-39-36.
Ку кӑна мар. Хулари хӑш-пӗр парикмахерски пенсионерсене йӳнӗ хакпа – 100 тенкӗпе – ҫӳҫ касать. Ку акци авӑн уйӑхӗн 29-30-мӗшӗсенче пулӗ.
Ваттисен ӳсӗмне ӗнентерекен документ кӑтартмалла. Каласа хӑвармалла: пенсионерсен ҫӳҫне «Облик» вӗренӳ центрӗнче ӑс пухакан ӑстасем касӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Енре пурӑнакансем географие мӗнле пӗлнине тӗрӗслеме пултарӗҫ. Халӗ акцие ирттермешкӗн хатӗрленеҫҫӗ.
Ку акци Раҫҫейӗпех иртет. Кӑҫал вӑл виҫҫӗмӗш хут йӗркеленет. Ҫавӑн пекех географи диктантне ют ҫӗршывра та ҫырӗҫ. Вӑл вырӑнти вӑхӑтпа 12 сехетре пуҫланӗ.
Диктантра 30 тест заданийӗ пулӗ. Вӗсене виҫӗ блока уйӑрнӑ. Пӗрремӗшӗнче – терминсемпе географи ӑнланӑвӗсем, иккӗмӗшӗнче – карттӑпа ӗҫлесси, виҫҫӗмӗшӗнче ҫулҫӳревҫӗсене кун кӗнкинче тата илемлӗ хайлавсенче ҫырнӑ объектсене палӑртасси.
Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарта диктанта икӗ лапамра ҫыртарӗҫ: Чӑваш наци музейӗнче тата Республикӑри ача-пӑча вулавӑшӗнче.
Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче терроризма хирӗҫ кӗрешмелли куна паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫав кун террор акчӗсенче вилнӗ ҫынсене, хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуҫ хунӑ йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсене аса илеҫҫӗ.
Шупашкарта та ҫак куна паллӑ тумасӑр хӑвармӗҫ. Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче «Астӑвӑм ҫурти» акци иртӗ.
Волонтерсем мероприятие хутшӑнакан ҫынсене ҫуртасем тӳлевсӗр валеҫсе парӗҫ. Унтан пурте колоннӑна тӑрса «Ҫӗнтерӳ» паркӗнчи Мухтав монуменчӗ патне утӗҫ, ҫуртасем ҫутса лартӗҫ.
Акцие кирек кам та хутшӑнма пултарать. «Ҫӗнтерӳ» паркра 19 сехетре пухӑнӗҫ.
«Тавах паттӑрлӑхшӑн» акципе килӗшӳллӗн, Шупашкарта пурӑнакан 98 ҫулти ветерана Хусана илсе кайса килнӗ. Алексей Яковлев унта 40 ҫул пулсаман, хула мӗнле улшӑннине кур тӗлӗннӗ.
Ҫулҫӳреве «АсАвто» автомобилистсен ассоциацийӗн президенчӗ Максим Забалуев йӗркеленӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ветеранпа экскурси ирттернӗ, паллӑ вырӑнсене кайса курнӑ.
Шел те, ытти ветеран сывлӑх хавшанине пула Хусана ҫитсе курайман. Алексей Яковлев вара Хусанта пулнӑшӑн питӗ савӑннӑ. Вӑл ветерансене ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кӑна мар, ахаль чухне те аса илнӗшӗн хӗпӗртенӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкара Хусанта пурӑнакан ветерансем хӑнана килнӗ. Кун хыҫҫӑн пирӗн ветерансене Хусана илсе кайма палӑртнӑччӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкар ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Хусан вара хӑйӗн праҫникне ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче уявлать.
Ҫавна май ветерансем валли пӗчӗк ҫулҫӳрев йӗркелӗҫ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин виҫӗ ветеранӗ, Хусанта пурӑнаканскерсем, Шупашкара килӗҫ. Кунта вӗсем икӗ кун пулӗҫ. Пирӗн хулапа вӑрҫӑ участникӗ Касим Салимгареев, тыл ӗҫченӗ Камиль Тукаев, Ленинградри блокадӑра пурӑннӑ Альберт Комяков паллашӗҫ.
Шупашкарти ветерансем вара Хусанта ҫурлан 24-25-мӗшӗсенче пулӗҫ. Унта кам кайӗ? Ветерансен тӑванӗсем заявка пама пултараҫҫӗ. Ыркӑмӑллӑх акцине хутшӑнас тесен «Контактра» халӑх тетелӗнче Максим Забалуевпа ҫыхӑнмалла.
Пӗлӳ кунӗ тӗлне «Шкула пуҫтарӑнма пулӑш!» акци йӗркелӗҫ. Ӑна патшалӑх учрежденийӗсен профсоюзӗ тата Чӑваш Енри ачасен прависене хӳтелекен уполномоченнӑйӑн аппарачӗ ирттерӗ.
Акцие ҫурла уйӑхӗнче ирттереҫҫӗ. Вӑл 31-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Кӑмӑл пулсан кӗнеке, канцтавар, шкулта кирлӗ хатӗр-хӗтӗр, ача-пӑча пултарулӑхне аталантармалли япаласем илсе килме май пур. Вӗсем Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫул ҫитмен ачасен реабилитаци центрӗнче тата ытти учрежденире пурӑнакан ачасене кирлӗ.
Сусӑр шӑпӑрлансене, нумай ачаллӑ тата сахал тупӑшлӑ ҫемьери ачасене пулӑшас килет-и? Акцие хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Япаласене социаллӑ учрежденисене илсе пымалла.
Шупашкарӑн ҫурланӑ кунӗнче массӑллӑ зарядкӑна тухасси 2011 ҫултанпа йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал та ку йӗркене пӑрахӑҫламӗҫ.
Массӑллӑ зарядкӑна паллӑ ҫӑлтӑра чӗнесси те йӑлана кӗнӗ. Сӑмах май, 2013 ҫулта Шупашкар хули рекордсен Гиннес кӗнекине кӗнӗ. Ун чухне Хӗрлӗ тӳреме 30 пине яхӑн ҫын хускану тума килнӗ.
Кӑҫал массӑллӑ зарядка ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Хӗрлӗ тӳремре ирхи 10 сехетре пулӗ. Хальхинче ӑна кам ертсе пырӗ-ха? Паллах, паллӑ ҫӑлтӑр. Анчах унӑн ятне хальлӗхе вӑрттӑнлӑхра тытаҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ хула ҫыннисемпе хӑнисене зарядкӑна чӗнет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |