Шупашкарта «Тӑван патруль» акци пуҫланнӑ. Унпа килӗшӳллӗн патшалӑх автоинспекторӗсем водительсене тӗттӗмре ҫутатакан жилет параҫҫӗ. Ку акци икӗ эрнене тӑсӑлӗ.
ЧР ШӖМӗн сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, акцин пӗрремӗш кунхине инспекторсем Шупашкарти Энгельс урамӗнче пулнӑ. Вӗсем вырӑна пӗрремӗш ҫитнӗ водительсене тӗттӗмре ҫутатакан жилет парнеленӗ.
Палӑртмалла: пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа ҫул-йӗр правилисенче улшӑнусем пулӗҫ. Унпа килӗшӳллӗн, ҫул ҫинче инкек пулсан, тавралӑх тӗттӗмленсен ял ҫывӑхӗнче мар чарӑнсан водительсен ятарлӑ жилет тӑхӑнмалла. Унашкал тума Шупашкарти водительсем пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗччен илме пултарӗҫ. Вӗсене акци вӑхӑтӗнче салатӗҫ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ашшӗсемпе аслашшӗ-кукашшӗсене ҫеҫ мар, амӑшӗсемпе кукамӑшӗ-асламӑшне те театра тӳлевсӗр кӗртмелли кунсем туса парать. Ун пек акцие ҫулталӑкра икӗ хутчен йӗркелет вӑл: Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче театра арҫынсене тӳлевсӗр йыхравлать, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче — хӗрарӑмсене. Вӗсене культура учрежденийӗ ывӑл-хӗрӗпе, мӑнукӗсемпе чӗнет.
Ӗнер культура учрежденийӗнче В. Орловӑн хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ «Золотой цыпленок» (чӑв. Ылтӑн чӑх чӗппи) юмах кӑтартнӑ.
Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче черетлӗ акци йӗркелӗҫ — В. Афонин хайлавӗпе калӑпланӑ «Мымренок» юмаха кӑтартрӗҫ. Амӑшӗсемпе асламӑшӗ-кукамӑшӗсен билет туянса тӑкакланма тивмӗ, вӗсен ачасем валли ҫеҫ билет илмелле.
Нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкар хулинче Борис Немцова асӑнса акци ирттересшӗн. Ҫав утӑма тӑвас шухӑшлисем мероприятие йӗркелеме хула администрацийӗнче ирӗк илнине пӗлтернӗ.
Борис Немцова хисеплекенсем йышпа пухӑнса Шупашкар урамӗпе утса тухасшӑн, кайран митинг ирттересшӗн. Ӑна йӗркелеме политика репрессийӗнче шар курнисене асра тытса лартнӑ палӑк умне пуҫтарӑнӗҫ. Шупашкарти мероприятие 150 ҫын патне хутшӑнмалла.
Шупашкарти акци пирки темиҫе кун маларах «Интерфакс-Поволжье» интернет-хаҫатра пӗлтернӗччӗ. Борис Немцова халалланӑ Чӑваш Енри мероприятие йӗркелекенсенчен пӗри Семён Кочкин пулни паллӑ.
ЧР Наци вулавӑшӗ акци ирттерет. Унта сусӑр ачасем валли шӑккалат пухаҫҫӗ. Пылак парнесене кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче парӗҫ. Шӑпах ҫав кун вулавӑшра «Юлташсемпе – Раштав уявӗ» мероприяти иртӗ.
Ҫак кун вулавӑша сусӑр ачасене чӗнӗҫ, вӗсем валли концерт лартӗҫ. Куракансене ача-пӑча ушкӑнӗсем юрри-ташшипе савӑнтарӗҫ. И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн шкул умӗнхи тата коррекци педагогикипе психологи факультечӗн 2-мӗш курс студенчӗсем театрализациленӗ постановка кӑтартӗҫ.
Сусӑр ачасем валли шӑккалат пухас акци паян пуҫланнӑ. Сирӗн те ыркӑмӑллӑх ӗҫне хутшӑнас килет-и? Шӑккалата кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗччен илсе пыма юрать. Сирӗн пӗчӗк парне сусӑр ачана пысӑк савӑнӑҫ парнелӗ.
Чӑваш Енре час-часах авари пулакан ҫулсене храмсемпе чиркӳсенче ӗҫлекенсем ҫветтуй шывпа сапнӑ. Ҫакна ҫул-йӗр ҫинчи инкекре вилнӗ ҫынсене асӑнмалли пӗтӗм тӗнчери кун, чӳкӗн 19-мӗшӗнче, ирттернӗ.
Акци республикӑри мӗнпур районпа хулара иртнӗ. Чиркӳ ҫыннисем ҫул ҫинче асӑрхануллӑрах пулма ыйтнӑ.
Кунсӑр пуҫне республикӑри чылай хулара аварире сиенленнӗ машина тиенӗ эвакуатор ҫӳренӗ. Ҫав машина – ВАЗ-2115, унта аварире ҫул ҫитмен ҫамрӑк вилнӗ.
Ҫул-йӗр ҫинчи инкекре вилнӗ ҫынсене асӑнмалли пӗтӗм тӗнчери кун ҪҪХПИ ӗҫченӗсем тата ахаль ҫынсем хӑмпӑсем тӳпенелле вӗҫтернӗ, унтан пӗр минут шӑп тӑрса аварире вилнӗ ҫынсене асӑннӑ.
Канашра вара ҫын нумай ҫӳрекен вырӑнта ҫӑлавҫӑсем ҫунакан автомобильти ҫынна мӗнле ҫӑлнине кӑтартнӑ.
«Шурӑ вилӗм» ӑҫта сутнине пӗлетӗр-и? Эппин, часрах ун пирки йӗрке хуралҫисене шӑнкӑравласа калӑр. Вӗсемпе ҫак номерпе ҫыхӑнма пулать: 8(8352)8-33-33. «Шанчӑк телефонӗ» анонимлӑ майпа та шӑнкӑравсене йышӑнать. Вӑл талӑкӗпех ӗҫлет.
Республикӑра та, Раҫҫейре те наркотикпа кулленех кӗрешеҫҫӗ. «Вилӗм ӑҫта сутнине пӗлтер» акцие кашни ҫулах йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал вӑл чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗччен иртӗ.
Акцие наркопритонсемпе, наркотикӑн саккунсӑр ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешес тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Йӗрке хуралҫисем ҫынсем айккинче юлмасса, вилӗм ӑҫта сутнине пӗлтерессе шанаҫҫӗ.
Вячеслав Рыбаков ятлӑ ҫынна юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче «Навальныйшӑн» акци йӗркеленӗ тесе айӑпланӑ. Алексей Глухов юрист Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, суд ӗнер пулса иртнӗ.
Раҫҫейре экстремистла тесе йышӑннӑ «Артподготовка» юхӑм хастарӗ халӑхпа ирттермелли мероприятие йӗркелессине иккӗмӗш хут пӑснӑ иккен. Ӑна ятарлӑ приемника 15 талӑклӑха хупса хунӑ. «Навальныйшӑн» акцие кирлӗ пек ирӗк илсе ирттермен-мӗн.
Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ӑна 5 талӑклӑха хупнӑ. Оппозиционерӑн ӗнер ирӗке тухмалла пулнӑ.
Аса илтерер, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн ҫуралнӑ кунӗнче, ҫӗршыври 80-а яхӑн хулара Алексей Навальный политика хӳтӗлесе акци иртнӗ. Ҫав шутра — Шупашкарта та. Анчах Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пикет йӗркелеме хула влаҫӗ ирӗк паманнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Кунашкал акцие тӑтӑшах йӗркелеме пуҫларӗҫ. Ав юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче те экологи мероприятийӗ иртӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн экологи управленийӗ пӗлтерет.
Ҫав кун ҫынсем батарейкӑсене, ртутьлӗ лапмӑсене килсе пама пултарӗҫ. Паллах, усӑ курнисене. Кун валли ятарласа савӑт лартӗҫ. Усӑ курнӑ лампӑсемпе батарейкӑсене ҫак адреспа пырса памалла: Шупашкарти Ленин палӑкӗ умне. Акци 17 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен ӗҫлӗ.
Палӑртмалла: батарейкӑсемпе ртутьлӗ лампӑсем хӑрушсӑрлӑх енӗпе пӗрремӗш класс шутланаҫҫӗ. Вӑл тӑпрана лексен экологие япӑх витӗм кӳрет. Ҫакна шута илӗр, вӗсене кирлӗ пек утилизацилӗр.
Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри «Ӳнер каҫӗ» акци иртӗ. Кӑҫал ӑна музейсем, театрсем, вулавӑшсем, культура ҫурчӗсем «Ӳнер пӗрлештерет» ятпа йӗркелӗҫ.
«Ӳнер каҫӗ» акци иртекен лапамсенче куравсем, ӑсталӑх класӗсем, концертсем, экскурсисем, пултарулӑх квесчӗсем, тавлашу лапамӗсем йӗркелӗҫ, спектакльсем кӑтартӗҫ.
Чӑваш патшалӑх сӑнав драма театрӗнче клоунада пирки ӑсталӑх класӗ иртӗ, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче вара «Юрату пурах иккен» спектакль кӑтартӗҫ. ЧР Наци вулавӑшӗнче «Революци ӳнерӗ, революци – ӳнерте» тавлашу лапамӗ ӗҫлӗ. А.Г.Николаев космонавт ячӗллӗ асӑну комплексӗнче астрономи сӑнавӗ пулӗ.
Чӑваш наци музейӗ, Ӳнер музейӗ, патшалӑх истори архивӗ те акци валли программа хатӗрлӗҫ.
Раҫҫейре Экономика диктантне пирвайхи хут ҫыртарасси пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Акци Чӑваш Ен те хутшӑннӑ.
Шупашкарта 2-мӗш гимназире, 47-мӗш шкулта, 48-мӗш шкулта тата 64-мӗш шкулта диктант ҫыртарнӑ. Унта 9-11-мӗш классенче вӗренекенсем хутшӑннӑ. Диктант тест евӗр иртнӗ. Унта чи нумаййи 100 балл пухма май пулнӑ. 80 балран ытларах пухакансене Пӗтӗм Раҫҫейри «Экономика ӑслӑлӑхӗн фестивалӗ» проект финалне чӗнӗҫ. Ыттисене Пӗтӗм Раҫҫейри Экономика диктантне хутшӑннине ӗнентерекен сертификат парӗҫ.
Чӑваш Енре диктанта 600 ытла шкул ачи хутшӑннӑ. Заданисене экономика енӗпе вӑтам тата аслӑ вӗренӳ программисене тӗпе хурса хатӗрленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |