Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри мӑнаҫлӑ пулӑмсемпе тата ҫынсемпе ятарлӑ хэштегсем кӑтартса тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче мӑнаҫланма чӗнсе каланӑ. Республика Элтеперӗн Инстаграмри странцинче #ВместеГордимся #ПерлеМухтанатпар хэштегсемпе усӑ курма сӗннӗ. Телефонти айсарӑмра чӑваш саспаллийӗсем пуррисем (ун пек шрифтпа усӑ курма паян нумайӑшӗ пӗлет пулӗ), пирӗн шухӑшпа, #ПӗрлеМухтанатпӑр тесе ҫырма пултараҫҫӗ.
Олег Николаев пирӗн тӑрӑх мӑнаҫланмалли пулӑмсемпе пуяннине палӑртнӑ. Сӑмахне ҫирӗплетме вӑл темиҫе тӗслӗх илсе кӑтартнӑ. Сӑмахран, Хусанта иртнӗ марафонта ылтӑн медале ҫӗнсе илнӗ Алина Прокопьева. Экологи нимеҫисем канмалли кунсенче Йӑлӑмра чӑрӑш хунавне лартнине те асӑннӑ.
Паян Атӑл леш енче «Вӑрмана упрар» пӗтӗм ҫӗршыври акци иртнӗ. Унта студентсем, «Симӗс хула» экологи организацийӗн пайташӗсем тата ыттисем хутшӑннӑ.
Шупашкар вӑрман хуҫалӑхӗн Йӑлӑмри 22-мӗш кварталӗнче икӗ гектар ҫине 10 пин хыр хунавӗ лартнӑ.
Хальхи вӑхӑтра 2010 ҫулхи пушарта ҫунса кайнӑ лаптӑкран 95 процентне ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратнӑ.
Йӑлӑмра паян пулнӑ Чӑваш Ен Элтеперне Олег Николаева Шупашкар вӑрман хуҫалӑхӗн директорӗ Александр Воробьев хунав туса илеҫ ӗҫ епле пынипе паллаштарнӑ. Республика ертӳҫи теплица тума сӗннӗ. Ҫӗнӗлле ӗҫлеме пуҫласан хамӑра ҫеҫ, ытти региона та хунавпа тивӗҫтерме пултарӑпӑр тесе шухӑшлать вӑл.
Пӗтӗм вырӑссен диктанчӗ ҫуркунне иртмеллеччӗ. Анчах кӑшӑлвируса пула ӑна кӗркуннене куҫарма тивнӗ.
Йӗркелӳҫӗсем диктанта хӑҫан ирттерссине палӑртнӑ. Вӑл юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, шӑматкун, иртӗ. Ҫак кун Раҫҫейӗпех акци иртӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри акцин штабӗнче лару-тӑру мӗнле аталанма пултарнине шута илсе виҫӗ сценари хатӗрленӗ: аудиторире, проектӑн сайтӗнче онлайн-мелпе, тата килте (#пишемдома хэштегпа, кун пекки пӗрремӗш хут пулать) ҫырма пулать.
Аудиторире маскӑпа пулмалла, ҫынсене дистанице пӑхӑнса лартса тухӗҫ.
Юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Ен те Пӗтӗм Раҫҫейри утмалли куна ирттерӗ. Тӗп лапам Шупашкарта Мускав ҫыранӗ хӗрринче пулӗ.
Акцие пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ. Раҫҫейри Олимп командине хавхалантарас тесен тӗп пляжа пухӑнмалла. Унта 1 ҫухрӑм дистанцие парӑнтарӗҫ.
Уяв 11 сехет ҫурӑра пуҫланӗ, 11 сехет те 45 минутра, разминка хыҫҫӑн, уява савӑнӑҫлӑ-лару-тӑрура уҫӗҫ. Хӑнасем умне, сцена ҫине, Чӑваш Енри паллӑ спортсменсем, хӑвӑрт утас енӗпе палӑрнисем, тухӗҫ: Елена Николаева, Олимпиада Иванова, Владимир Андреев, Алина Иванова, Александра Деверинская.
Старт 12 сехетре пулӗ.
Ыран – Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ. Ҫавна май Чӑваш Енри юристсен пӗрлӗхӗ акци ирттерӗ – тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ҫынсене юридици пулӑшӑвне тӳлевсӗрех парӗҫ. Анчах ку ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма пултаракан ватӑ ҫынсене ҫеҫ пырса тивет.
Ыран ваттисем, ҫӑмӑллӑхпа усӑ куракансем, юридици пулӑшӑвӗ илме килмешкӗн пултараҫҫӗ. 1-мӗш тата 2-мӗш ушкӑнри сусӑрсене, сахал тупӑшлӑ ҫынсене ӑна тӳлевсӗрех парӗҫ.
Консультаци ыран, юпан 1-мӗшӗнче, 12-15 сехетсенче иртӗ. Ҫак адреспа пымалла: Шупашкар хули, Ярославль урамӗ, 76-мӗш ҫурт, 515-мӗш офис. Телефон номерӗ: 8(8352)60-55-44.
Чӑваш Ен наци музейӗ оринитологие аталантарма пулӑшакан «Птицы и Люди» (чӑв. Кайӑксем тата ҫынсем) коммерцилле мар юлташлӑхпа, ҫавӑн пекех Кайӑксен хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери союзпа (унӑн акӑлчанла ячӗ — BirdLifeInternational) пӗрле кайӑк шутлама чӗнет. Ҫунатлӑ туссене авӑн уйӑхӗн 3-4-мӗшӗсенче шута илӗҫ.
Акцин тӗллевӗ — нимеҫӗсемпе пӗрле кайӑксен йышне палӑртасси. Кайӑксене ятарлӑ маршрутпа шутламалла. Проекта Чӑваш Ен наци музейӗ йӗркеленӗ май кӑсӑклантаракан мӗнпур ыйтӑва унтисем патне шӑнкӑравласа (8352) 62-41-24 е chnm4@rchuv.ru электрон ҫырупа уҫӑмлатма пулать.
Авӑнӑн 1-мӗшӗнче ачасем вӗрентекенсене чечек ҫыххи парнелес вырӑнне йывӑр чирлӗ, нихӑҫан сывалайман шӑпӑрлансене пулӑшнӑ. Аня Чижова ячӗпе хисепленекен фонд пӗлтернӗ тӑрӑх, «Чечек вырӑнне – ачасем» акцие кӑҫал 32 шкулти 72 класс, 1 ача пахчи хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе – 2 пин ытла ача, 4 пин ытла ашшӗпе амӑшӗ, 71 вӗрентекен тата 1 воспитатель. Пушкӑртстанри тата Новокузнецк облаҫӗнчи икӗ класс та пулӑшнӑ.
Кӑҫал 272046 тенкӗ пухма май килнӗ. Ырӑ ӗҫе коммерци компанийӗсем те хутшӑннӑ. Ҫапла 605 пин таранах пухӑннӑ. Ку укҫапа йывӑр чиртен нихӑҫан сывалайман 48 ачана пулӑшнӑ: эмелсем, апат-ҫимӗҫ, хатӗр-хӗтӗр туяннӑ.
Палӑртмалла: ку акци Чӑваш Енре тӑваттӑмӗш хут иртнӗ. Ҫак тапхӑрта 1 миллион ытла тенкӗ пухнӑ.
Ыран, авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Раҫҫейре Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине халалланӑ акци – «Ҫӗнтерӳ диктанчӗ» - иртӗ. Унта кашниех хутшӑнма пултарать.
Чӑваш Енре диктанта 34 лапамра ҫырӗҫ. Вӗсенчен 16-шӗ Шупашарта пулӗ. Тӗп лапам – И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн ҫӗнӗ корпусӗ /Университет урамӗ, 38-мӗш ҫурт/.
Акцие хутшӑкансен Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫипе ҫыхӑннӑ 25 ыйтӑва хуравламалла. Задание пурнӑҫлама 45 минут уйӑраҫҫӗ.
Регистраци 13 сехетре пуҫланать, интруктаж – 13.30 сехетре. 14 сехетре диткант ҫырма тытӑнӗҫ.
Ҫак кунсенче Чӑваш Енре «Асӑрханӑр – ачасем!» акци иртет. Вӑл ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пуҫланнӑ, авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Профилактика мероприятине ҫак вӑхӑтра ҫулсеренех ирттереҫҫӗ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем машинӑсем шкулсем ҫывӑхӗнче правилӑна пӑхӑннине тӗрӗслеҫҫӗ. Ачасене турттарнӑ чух йӗркене пӑхӑнмаллине те аса илтерӗҫ.
Акцие йӗркелекенсем ашшӗ-амӑшне те ачасемпе тимлӗрех пулма, ывӑл-хӗрне ҫул-йӗр правилисемпе паллаштарма ыйтаҫҫӗ. Ачасене ҫул ҫинче асӑрханса ҫӳреме вӗрентмелле. Ҫи-пуҫ ҫинче аякранах курӑнакан хӑю пулмалла.
Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Атӑл ҫыранне тасатмалли пӗрлехи кун пулӗ. Акцие йӗркелекенсем аслӑ юханшывӑн тӑрӑмӗ пирки шухӑшламалли пирки аса илтересшӗн. Вӑл — ҫӗршывӑн мӑнаҫлӑхӗ ҫеҫ мар, стратегилле хаклӑ ҫут ҫанталӑк пуянлӑхӗ те.
Акцие йӗркелекенни — экохастарсен «Чистая среда» (чӑв. Таса тавралӑх) юхӑмӗ.
Атӑл ҫыранне тасатма кирек кам та хутшӑнма пултарать. 5-7 ҫынран тӑракан ушкӑнпа калаҫа татӑлса тухма сӗнеҫҫӗ. Ушкӑнӑн кураторӗ е кординаторӗн экохастарсен «Контактра» тата «Инстаграм» халӑх ушкӑнӗсенчи официаллӑ аккаунтсенче хӑйӗн йышӗпе паллаштармалла.
Паянхи куна виҫӗ ушкӑн пухӑннӑ. Акцие хутшӑнакансене пӗрлехи чата пухӗҫ, тирпейленӗ вӑхӑтра унта тӗрлӗ ӗҫ хушса ҫырӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ильин Александр Моисеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кривов Тимофей Степанович, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |