Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.0 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Панкратов Николай Иванович

Панкратов Николай Иванович — Социалистла Ӗҫ Паттӑрӗ. 1940 ҫулхи юпан 18-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Кивӗ Эйпеҫре ҫуралнӑ.

Пурнӑҫӗ

1960-63 ҫулсенче Совет Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ. 1963-64 ҫулсенче Казахстан ССРӗн Караганда облаҫне кӗрекен Сарань хулинче 101№ шахтӑра шахтёр-проходчик пулса ӗҫленӗ. 1965-94 ҫулсенче «Победа» (Елчӗк районӗ) колхозра комплекслӑ бригадӑна ертсе пынӑ.

1982 ҫулта СССР профсоюзӗсен 17-мӗш пухӑвне, 1988 ҫулта Петӗм союзри колхозниксен 4-мӗш пухӑвне делегат пулса хутшӑннӑ.

Чыславӗсем

1981 ҫулта 10-мӗш пиллӗкҫуллӑхӑн ял хуҫалӑх продукчӗсен тухӑҫлӑхне ӳстермелли тӗллевсене пурнӑҫа вӑхӑтра кӗртсе пынишӗн ӑна Социалистла Ӗҫ Паттăрӗ ятне панӑ. Унсӑр пуҫне Ленин орденне (2 хут), Ӗҫлӗ Хӗрлӗ ялав орденне, медальсене тивӗҫнӗ.

1979 ҫулта Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ятне панӑ. Унӑн хушаматне-ятне Елчӗк районӗн Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑх Кӗнекине ҫырса кӗртнӗ.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-09-23 17:52:28 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2120 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org