Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗнче Уйрӑлма чаракан кун пулӗ. Анчах ялан мар.
«День без разводов» (чӑв. Уйрӑлусемсӗр кун) акцие раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, юнкун, ирттерме палӑртнӑ. Ҫав кун тӗллевӗ — уйрӑлакансен йышне чакарасси тата ҫемье статусне ҫирӗплетесси. Ҫапла палӑртнӑ акцие йӗркелекенсем.
Уйрӑлма чаракан кун ЗАГС органӗсенче ӗҫлекенсен кунӗпе пӗр килӗ. Тепӗр майлӑ каласан, Мускав район администрацийӗнче юри ҫапла йышӑннӑ.
Раҫҫейре ЗАГС органӗсем 1917 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗнченпе ӗҫлеҫҫӗ теме юрать. Мӗншӗн тесен шӑпах ҫав кун «О гражданском браке, о детях и о ведении книг актов состояния» (чӑв. Гражданла мӑшӑрлану, ачасем тата тӑрӑм акчӗсен кӗнекине йӗркелесси ҫинчен) йышӑну кӑларнӑ.
Раштав уйӑхӗн 20-21-мӗшӗсенче Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри «Кӗске метражлӑ кино» акци иртет. Палӑртмалла: кунашкал мероприятие пирӗн республикӑра иккӗмӗш хут йӗркелеҫҫӗ.
Акци республикӑри 90 лапамра иртӗ. Кӗске метражлӑ тата анимаци фильмӗсене хуласенче те, ялсенче те кӑтартӗҫ. Шупашкарта вӗсене 9 лапамра курма май пулӗ. Лапамсенчен пӗри – «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ.
Киносене аслӑ ӳсӗмрисем кӑна мар, ачасем те курайӗҫ.
Шупашкарта Русфонд ирттерекен акци пуҫланнӑ. «Пурнӑҫа ҫӑл – шӑмӑ сӑссин донорӗ пул» ятлӑскер малтан Йошкар-Олара иртнӗ. Чӑваш Енре вӑл раштавӑн 13-31-мӗшӗсенче пулӗ.
Акцие Йошкар-Олари 5 ҫулти Мария Капрановӑна пулӑшас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Вӑл чирлет, унӑн шӑмӑ сӑссине куҫарса лартмалла. Раҫҫей регистрӗнче вара кирлӗ донор ҫук.
Хальлӗхе тухтӑрсем Машӑн ашшӗне донор тӑвас шухӑшлӑ, анчах вӗсен пӗрпеклӗх 100 проценчӗпех мар.
Акцие хутшӑнакансен Инвитро лабораторире юн памалла. Е «Промедик» медицина центрӗсен сечӗсене ҫитмелле.
Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул умӗн «Ачана – юратнӑ тетте» ыркӑмӑллӑх акцийӗ ирттересси йӑлара. Кӑҫал вӑл раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пуҫланнӑ.
Тӑлӑх, ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасене Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче асамлӑх парнелес килет-и? Эппин, акцие хутшӑнса ырӑ ӗҫ тӑвӑр, шӑпӑрлансене теттесем парнелӗр.
Акци пирки тӗплӗнрех пӗлес килсен Шупашкар хулин Мускав районӗн администрацине шӑнкӑравласа пӗлӗр. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 23-52-18, 23-52-33, 23-52-29.
Шупашкарта раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ӑнӑҫсӑр ҫемьере пурӑнакан ачасем валли парнесем пухӗҫ. Акци «Юлташа тетте парнеле» ятлӑ.
Сирӗн те ыркӑмӑллӑх акцине хутшӑнас килсен Шкул умӗнхи вӗренӗве аталантармалли центра ҫитмелле. Вӑл ҫак адреспа вырнаҫнӑ: Шупашкар хули, Эгер бульварӗ, 6/1-мӗш ҫурт. Теттесене Шупашкарти кирек мӗнле ача пахчине те илсе килме юрать.
Акци вӑхӑтӗнче пухӑннӑ теттесене йывӑр лару-тӑрӑва лекне ачасене парӗҫ. Вӗсене шӑпӑрлансене ыркӑмӑллӑх елкисенче те парнелӗҫ. Сӑмах май, кунашкал мероприятисем раштавӑн 21-мӗшӗнчен пуҫланаҫҫӗ.
Чӳк уйӑхӗн 2-4-мӗшӗсенче Шупашкарта «Ӳнерсен каҫӗ» акци иртет. Ӑна Халӑх пӗрлӗхӗн кунне халаллӗҫ.
Тӗп мероприятисем ЧР Наци вулавӑшӗнче иртӗҫ. Чӳкӗн 2-мӗшӗнче ӳнер литературин пайӗнче Вырӑс драма театрӗн артисчӗсемпе Борис Кукинпа, Лариса Былинкинӑпа, Татьяна Яфановӑпа тата ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗпе Дмитрий Фадейчевпа тӗлпулу иртӗ.
Акцие хутшӑнакансем «Чӗрене юрӑпа тултарар» ятлӑ концерт курма пултарӗҫ. Докуметлӑ фильмсене юратакансем Виктор Чугаровӑн «Берлинран пуҫласа Париж таран куҫса ҫӳрени» ятлӑ ӗҫне курма пултарӗҫ.
Ҫавӑн пекех вулавӑшра пултарулӑх лапамӗсем, ӑсталӑх класӗсем пулӗҫ. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче те мероприятисем иртӗҫ. Шупашкарти ӳнер училищине те ҫитсе курма май пулӗ.
Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Енри мӗнпур районта этнографи диктантне ҫырӗҫ. Ку акци Раҫҫейре пурӑнакан халӑхсем пирки мӗн пӗлнине тӗрӗслеме май парӗ.
Диктанта Раҫҫейри субъектсенче тата чикӗ леш енче 11 сехетре ҫырма пуҫлӗҫ. Акцие Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунне халаллӗҫ. Палӑртмалла: вӑл Раҫҫейре тӑваттӑмӗш ҫул иртет.
Заданире 30 ыйту пулӗ. 20-шӗ – пурин валли те, 10-шӗ кашни субъектра уйрӑлса тӑрӗ. Ҫак задание пурнӑҫлама 45 минут параҫҫӗ. Мӗнпур ыйтӑва хуравласан 100 балл пухма май пур.
Шупашкар тата Чӑваш епархийӗ сахал тупӑшлӑ ҫемьесене, пӗччен пурӑнкан ҫынсене тӳлевсӗрех ҫӗрулми леҫсе панӑ. Ҫапла майпа ыркӑмӑллӑх акцийӗ ирттернӗ.
Епархи пӗлтернӗ тӑрӑх, ку акцие ватӑ ҫынсем, сусӑрсем, сахал тупӑшлӑ тата нумай ачаллӑ ҫемьесем валли йӗркеленӗ. Вӗсем патне ыркӑмӑллӑх акци йӗркелӳҫисем ҫӗрулми илсе ҫитернӗ.
Чылай ҫемье патне епархи ҫыннисем хӑйсем ҫитнӗ. Аякри районсенче пурӑнакансем патне вара ҫӗрулмине социаллӑ пулӑшу паракан центрсем урлӑ илсе ҫитернӗ.
Чӑваш Енри 25 пин ача «День чтения вслух» (чӑв. Сасӑпа вуламалли кун) республикӑри акци иртнӗ. Унта 25 пин ача, ҫул ҫитмен ҫамрӑксем, шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсенче ӗҫлекен воспитательсем, вулавӑшра тӑрӑшакансем хутшӑннӑ. Мероприятие литературӑна тата кӗнекене халалланӑ.
Сасӑпа вуламалли пӗтӗм Раҫҫейри кунра ҫынсем хӑйсем илемлӗ вуланине кӑтартма, теприсем вуланине кӑтартма пултараҫҫӗ.
Республикӑри акцие ашшӗ-амӑшӗ, ачасем, педагогсем, ӗҫ ветеранӗсемпе вулавӑш ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. Вулавӑшсенче ҫыравҫӑсемпе тӗлпулусем, литература марафонӗсем, кӗнеке паттӑрӗсемпе театрализациленнӗ ҫулҫӳревсем, ӑсталӑх сехечӗсем йӗркеленӗ.
Вулавӑш ӗҫченӗсемпе вулакансем В. Бианкин «Лесная газета» тата «Лесные были и небылицы», Л. Воронкован «Девочка из города», В. Драгунскин «Денискины рассказы», М. Зощенкон «Лёлька и Минька», Н. Ишентейӗн «Ырӑ ӗҫсен команди», Л. Каминскин «Удивительные приключения Вити Бровкина», Л. Кассилӗн «Улица младшего сына», В. Катаевӑн «Цветик-семицветик», Н. Мишутинӑн «Пашкин кораблик», Н. Носовӑн «Живая шляпа», В. Осееван «Волшебное слово», «Динка», «Три товарища», А.
Юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 10 сехетрен пуҫласа 11 сехет ҫурӑччен Шупашкарта ЧР Наци вулавӑшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри экономика диктанчӗ иртӗ, вӑл «Вӑйлӑ экономика – чечекленекен Раҫҫей!» ятпа пулӗ.
Диктанта 10-11-мӗш классенче вӗренекенсем, студентсем, ахаль ҫынсем хутшӑнаяҫҫӗ. Диктант тестировани евӗр иртӗ.
Шкул ачисем, професси пӗлӗвӗ паракан организацисенче ӑс пухакансем, студентсем, аслӑраххисем диктанта тӗрлӗ аудиторире ҫырӗҫ.
Ҫак кун Наци вулавӑшне ҫитейместӗр-и? Апла диктанта онлайн-мелпе ҫырӑр. Юпан 9-мӗшӗнче 12 сехетрен пуҫласа 00.00 сехетчен экономика пӗлевне онлайн-мелпе тӗрӗслеме май пур. Ҫак каҫӑпа усӑ курмалла ҫеҫ: https://diktant.org/.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Макаров Ефим Макарович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |