Ӗнер, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ − 2020» акци иртрӗ. Диктантӑн тӗп тӗллевӗ ытти ҫулхинчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑман. Чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстерес тесе йӗркеленӗ ӑна.
Диктанта Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси шкулсенче вӗренекенсем те хастар хутшӑннӑ. Ытти ҫулхи евӗр парта хушшине ларса мар. Килте.
Асӑннӑ шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Алина Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, техника енчен чӑрмавсем пулсан та шкул ачисем, ашшӗ-амӑшӗ асламӑшӗсемпе кукамӑшӗсем, вӗрентекенсем Юрий Скворцов ҫырнӑ «Уках хурӑнӗ» хайлав сыпӑкне ҫырнӑ. Текста Владимир Егоров вуланӑ. Ҫыракансем хушшинче Чӑрӑшкасси шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ Серебряковсен асламӑшӗ, 73 ҫулхи Нина Серебрякова, ытти ҫулти пекех хастар пулнӑ. Вӑл хӑй тӗслӗхӗпе ҫамрӑксене хавхалантарнӑ.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче эпир Чӑваш чӗлхи кунне уявлатпӑр. Кӑҫал ӑна ытти ҫулхи пек йышлӑ мероприятисем анлӑ иритерсе уявлаймӗҫ. Сӑлтавӗ паллӑ ӗнтӗ — чылайӑшӗ килтен тухмасӑр ларать. Ытти ҫул акцие ачасене хастар явӑҫтарма тӑрӑшнӑ пулсан кӑҫал шкулсенче, техникумсемпе колледжсенче, аслӑ шкулсенче вӗренекенсем те килсем тӑрӑх сапаланнӑ. Ҫавна кура мероприятисене пӗри те тепри тӗнче тетелне куҫарма тӑрӑшни сисӗнет.
Чӑваш Республикин Вӗренӱ институчӗ ака уйӑхӗн 20-25-мӗшӗсенче «Эпӗ чӑвашла калаҫатӑп» акци ирттерессине пӗлтернӗ. «Акцие чӑвашла калаҫакан кирек кам та хутшӑнма пултарать: чӑваш чӗлхи ҫинчен сӑвӑ вуласа видео ҫине ҫырса илмелле те #эпӗчӑвашлакалаҫатӑп хештегпа Интернетри хутшӑну cӗтелӗсене (социаллӑ сетьсене) вырнаҫтармалла», — тесе ҫырнӑ институтӑн сайтӗнче.
Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ «Чӑваш чӗлхи илемӗ сӑвӑра» акци ирттерет. Ӑна Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ. Унта хутшӑнакансене чӑвашла сӑвӑсем вулама сӗннӗ. Акцие хутшӑнакансем кирек епле сӑвва та суйлама пултарӗҫ. Хӑйсем ҫырнине те вулама юрать. Сӑвӑсене Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗн Электрон вулавӑшӗнчен те илме май туса панӑ.
Килӗшекен сӑвва вуласа видеоролик ӳкермелле. Унта хайлав авторне тата ятне кӑтартмалла. Сӑвва вулакансем хӑйсен ятне-шывне те палӑртма пултараҫҫӗ. Хатӗр видеоролика тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗрне #люблючувашский (чӑв. чӑваш чӗлхине юрататӑп) хештегпа вырнаҫтарма сӗннӗ. Видеороликсене kray@nbchr.ru электрон адреспа та ярса пама пулать.
Муркашри перевозчик тухтӑрсене виҫӗ кун тӳлевсӗр илсе ҫӳреме йышӑннӑ. Ҫапла майпа усламҫӑ ҫак йывӑр тапхӑрта ӗҫлекен специалистсене пулӑшасшӑн.
«Шупашкар – Муркаш» ҫулпа ҫӳрекен 112-мӗш маршрут медицина ӗҫченӗсене ака уйӑхӗн 20-22-мӗшӗсенче тӳлевсӗрех лартса кайӗ. Вӗсен справка ҫеҫ кӑтартмалла.
Палӑртмалла: усламҫӑ Николай Никитин кунашкал акцие пӗрремӗш хут ирттермест. 2006 ҫулта вӑл юбилей ячӗпе мӗнпур пассажира пӗр кун тӳлевсӗр илсе ҫӳренӗ. Ун чухне ҫынсем тӗлӗннӗ. Кайран кун пек акци 2011 тата 2016 ҫулсенче иртнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Муркашран Шупашкара ӗҫлеме ҫӳрекен тухтӑрсем самаях.
Ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта та, Раҫҫейри чылай хулари пекех, Пӗтӗм вырӑссен диктанчӗ пулӗ. Ӑна темиҫе лапамра ирттерӗҫ: Энтузиастсен урамӗнчи 26-мӗш ҫуртра, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 11-мӗш ҫуртра, ЧР Наци вулавӑшӗнче, Шупашкарти тӗп почтӑра, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн ҫӗнӗ корпусӗнче.
Диктант ҫырас тесен малтан регистрациленмелле. Ака уйахӗн 4-мӗшӗнче 14 сехет валли ҫӳлерех палӑртнӑ вырӑнсене килмелле.
Кӑҫал диктант тексчӗ Космонавтика куне халаллани пулӗ. Ӑна логотиплӑ ятарлӑ бланксем ҫине ҫырӗҫ, пурне те пӗрешкел ручка валеҫсе парӗҫ. Фирма ручкисем Чӑваш Ене ҫитнӗ ӗнтӗ.
Диктант пӗтӗмлетӗвне икӗ эрнерен, акан 18-мӗшӗнче, пӗлме май пулӗ. Вӗсене totaldict.ru сайтра пичетлӗҫ.
Чӑваш Енре пурӑнакан Максим Егоров Владивостока чупса ҫитме палӑртнӑ. Вӑл маршрута Питӗртен пуҫланӑ.
29 ҫулти Максим Чулхулана чупса ҫитнӗ. Ҫапла вӑл хальлӗхе 1200 ҫухрӑма хыҫа хӑварнӑ. Малта – пин-пин ҫухрӑм, Владивостока ҫитиччен унӑн 10 пин ҫухрӑм чупмалла.
«Эпӗ пӗр уйӑх чупатӑп. Кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче Питӗрте «Пурнӑҫ ҫулӗ» марафон пулчӗ, ӑна хамӑн ҫул пуҫламӑшӗ пек йышӑнтӑм. Пирӗн ҫӗршыв пысӑк, «Питӗр – Владивосток» маршрут пирки каланӑ чухне ӑна парӑнтарма май ҫук пек туйӑнать. Манӑн вара пачах урӑхла ӗнентерес килет», - каласа кӑтартнӑ Максим. Вӑл кунне 5-6 сехет чупать. Ҫӗрле хӑна ҫуртӗнче е пӗлӗшӗсем патӗнче чарӑнать.
Чӑваш наци музейӗнче ҫулсерен иртекен «Музее парнеле» акци пуҫланнӑ. Ӑна шӑпах музейӑн ҫуралнӑ кунӗ умӗн ирттереҫҫӗ.
Ку йӑла 1998 ҫултанпах пырать. Музейра совет тапхӑрӗнче туса кӑларнӑ япаласене уйрӑмах хапӑлласа йышӑнаҫҫӗ: интерьер япалисем, чашӑк-тирӗк, тумтир, документсем, сӑнӳкерчӗксем, кӗнекесем…
Ҫак акцие пермай хутшӑнакан ҫынсем пур. Вӗсен йышӗнче – Чӑваш Енри, Раҫҫейре паллӑ ҫынсем, политиксем, ӑсчахсем, артистсем, спортсменсем, ӳнерҫӗсем, ветерансем.
Раритет парнелекен ҫынсен ячӗсене музей историне ҫырса хӑвараҫҫӗ. Япаласене ӗҫлемелли кунсенче 10-17 сехетсенче 109-мӗш пӳлӗмре йышӑнаҫҫӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ май Раҫҫей чукунҫулӗ акци пуҫарнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫулталӑк вӗҫлениччен Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе сусӑрӗсем пуйӑссемпе тӳлевсӗрех ҫӳреме пултарӗҫ.
Ветерансен купере те, «люксра» та вырнаҫма май пур. Компанин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен хӑть те миҫе хутчен ҫула тӳлевсӗрех тухма юрать. Ку кӑна мар, ватӑскерсене илсе ҫӳрекен пӗр ҫын билетшӑн укҫа тӳлемӗ.
Сӑмах май, хулаҫум пуйӑсӗсенче те ку акципе усӑ курма пулать.
Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗнче Уйрӑлма чаракан кун пулӗ. Анчах ялан мар.
«День без разводов» (чӑв. Уйрӑлусемсӗр кун) акцие раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, юнкун, ирттерме палӑртнӑ. Ҫав кун тӗллевӗ — уйрӑлакансен йышне чакарасси тата ҫемье статусне ҫирӗплетесси. Ҫапла палӑртнӑ акцие йӗркелекенсем.
Уйрӑлма чаракан кун ЗАГС органӗсенче ӗҫлекенсен кунӗпе пӗр килӗ. Тепӗр майлӑ каласан, Мускав район администрацийӗнче юри ҫапла йышӑннӑ.
Раҫҫейре ЗАГС органӗсем 1917 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗнченпе ӗҫлеҫҫӗ теме юрать. Мӗншӗн тесен шӑпах ҫав кун «О гражданском браке, о детях и о ведении книг актов состояния» (чӑв. Гражданла мӑшӑрлану, ачасем тата тӑрӑм акчӗсен кӗнекине йӗркелесси ҫинчен) йышӑну кӑларнӑ.
Раштав уйӑхӗн 20-21-мӗшӗсенче Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри «Кӗске метражлӑ кино» акци иртет. Палӑртмалла: кунашкал мероприятие пирӗн республикӑра иккӗмӗш хут йӗркелеҫҫӗ.
Акци республикӑри 90 лапамра иртӗ. Кӗске метражлӑ тата анимаци фильмӗсене хуласенче те, ялсенче те кӑтартӗҫ. Шупашкарта вӗсене 9 лапамра курма май пулӗ. Лапамсенчен пӗри – «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ.
Киносене аслӑ ӳсӗмрисем кӑна мар, ачасем те курайӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ильин Александр Моисеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кривов Тимофей Степанович, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |