Пӗтӗм вырӑссен диктантне Чӑваш Енре пурӑнакансем мӗнлерех ҫырни паллӑ. Тӳрех палӑртар: кӑҫал акцие 749 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче – шкул ачисем, студентсем, вӗрентекенсем, журналистсем.
Кӑҫал диктанта 75 ҫын «5» паллӑлӑх ҫырнӑ. Ҫичӗ ҫул хушшинче кунашкалли республикӑра пулман. Диктанта йӑнӑшсӑр ҫырнисен хушшинче 10-ри ача та пур. Акцие хутшӑннӑ чи аслӑ ҫын – Тихон Сергеев историк, профессор.
Диктант йӗркелӳҫисем каллиграфи почеркӗпе таса та йӑнӑшсӑр ҫырнӑ икӗ текста та палӑртнӑ. Кӑҫал ют ҫӗршывран Чӑваш Ене вӗренме килнӗ студентсем те хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. Унашкаллисем 14-ӑн пулнӑ. Вӗсем диктанта TruD тест мелӗпе ҫырнӑ.
Чӑваш Енӗн тӗп хуллинче Туслӑх аллейи пулӗ. Паян унта йывӑҫ хунавӗсене лартнӑ.
Тавралӑх ешерессипе ҫыхӑннӑ акцие Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне йӗркеленӗренпе кӑҫал 25 ҫул ҫитнипе ҫыхӑнтарнӑ. Алла перчеткепе алса тулӗ тӑхӑнса, кӗреҫе-витре йӑтса тухнисем ҫавна май — чӑваш парламенчӗн депутачӗсем тата ветерансем. Вӗсенчен Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та юлман. Вӑл та Шупашкарти Президент бульварӗнче йывӑҫ лартнӑ. Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Альбина Егорова та акцие хутшӑннӑ. Вӑл, сӑмах май, парламентарисене Патшалӑх Канашне йӗркеленӗренпе чӗрӗк ӗмӗр ҫывхарнӑ ятпа саламланӑ.
Республика ертӳҫи Михаил Васильевич шухӑшланӑ тӑрӑх, Туслӑх аллейи республикӑн тӗп хулине илем кӳрӗ.
Республикӑра Ҫӗнтерӳ кунне паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ. Уяв умӗн тӗрлӗ акци иртет. Тӗслӗхрен, Шупашкарта Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене тӳлевсӗрех ҫӳҫ касса ярӗҫ.
Парикмахерскире вӑрҫӑ сусӑрӗсене, ветерансене тата вӗсен тӑлӑх арӑмӗсене кӗтеҫҫӗ. Пурин ҫӳҫне те тӳлевсӗр касӗҫ.
Анчах акцие пур парикмахерски те хутшӑнмасть. Ҫӳҫ тӳлевсӗр касас тесен ҫакнашкал ятлӑ парикмахерскисене ҫитмелле: «Алла», «Локон», «Мечта», «Моя мечта», «Людмила», «Орхидея», «Камея», «Монголия», «Ботэ», «Багира», «Глория», «Семейная», «Модница».
Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Раҫҫейре Пӗтӗм вырӑссен диктантне ҫырнӑ. Паллах, пирӗн республика та ку акцирен айккинче юлман. Чӑваш Енре пилӗк лапам ӗҫленӗ: Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Ҫӗмӗрлере (унта лапам кӑҫал пӗрремӗш хут пулнӑ).
Кӑҫал диктант ҫырма 750 ытла ҫын хутшӑннӑ, вӗсенчен 749-шӗ ҫеҫ ӗҫӗсене тӗрӗслеме панӑ. Хальхинче акцие куҫ курман ҫын та хутшӑннӑ. Вӑл диктанта Брайль шрифчӗпе ҫырнӑ.
Вырӑсла диктанта 75 ҫын «5» паллӑлӑх ҫырнӑ. Пӗлтӗр унашкаллисем 32-ӗн кӑна пулнӑ. 2017 ҫулта вара диктанта 44 ҫын пӗр йӑнӑшсӑр ҫырнӑ.
Кӑҫал Чӑваш Енре кураксене шутлӗҫ. Ку ӗҫе республикӑра пурӑнакансене те хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Акцие Чӑваш наци музейӗ Раҫҫейри кайӑксене сыхлакан пӗрлӗхпе пӗрле ирттерет.
Акцие кирек кам та хутшӑнаять. Кун валли анкета тултармалла. Кайран ӑна электронлӑ адреспа, пӗринпе, ямалла: chnm8@cap.ru, yakovlev_volodya@mail.ru.
Палӑртмалла: акцие Чӑваш Енре тӑваттӑмӗш хут ирттереҫҫӗ. Кураксене кашни 20 ҫулта шутланӑ. Юлашкинчен «Эткер» 1999 ҫулта шута илнӗ. Ҫакӑ паллӑ: 1979 ҫултан пуҫласа 1999 ҫулччен кураксен йышӗ 178 пинрен 73 пин мӑшӑр таран чакнӑ.
Чӑваш Енӗн хальхи вӑхӑтри историйӗн патшалӑх архивӗ «Ночь в архиве» (чӑв. Архиври каҫ) республикӑри акцие хутшӑнса ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче хӑйсем патне 16 сехетрен пуҫласа 21 сехетчен пыма чӗнет.
Кӑҫал пирӗн ҫӗршывра Театр ҫулталӑкӗ тесе йышӑннине пурте пӗлетпӗр. Мероприятисен никӗсӗнче ҫавна май — республикӑри театр ӗҫченӗсемпе паллаштарасси.
Архив, сӑмахран, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш пашалӑх академи драма театрӗн актрисипе, СССР халӑх артисчӗпе, Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннипе Вера Кузьминапа; Чӑваш АСССР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе Василий Богданов балетмейстерпа; Чӑваш АССР тата Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗпе, Чӑваш АССР халӑх артисчӗпе, К.С. Станиславский ячӗллӗ Раҫҫей патшалӑх премийӗн лауреачӗпе Геннадий Терентьев драматургпа паллаштаракан архив докуменчӗсене тишкерме май туса парӗ.
Паян, ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, «Ачана чӑвашла кӗнеке парнеле» акци пуҫланать. Ӑна йӗркелме Чӑваш Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Альбина Егорова сӗннӗ. Ыр кӑмӑллӑх акцийӗ Чӑваш чӗлхи кунӗнче, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, вӗҫленӗ.
«Ашшӗпе амӑшӗ чӑваш ҫемьесенче те ачасем чӑвашла калаҫманни тӗл пулать. Чӑваш Енри халӑхӑн 67е яхӑн проценчӗ – чӑвашсем. Тӑван чӗлхене. йӑла-йӗркепе культурӑна упраса хӑвармалли пӗртен-пӗр меслет вӗсене чӑвашла вуласа пани», – тесе шухӑшлать Альбина Егорова.
Ыр кӑмӑллӑх акцине Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем хутшӑнӗҫ. Вӗсем ача пахчисене ҫӳрекенсене, шкулта вӗренекенсене, нумай ачаллӑ ҫемьесенчи ачасене чӑвашла кӗнекесем парнелӗҫ. Акцие уҫӑ кӑмӑллӑ ытти ҫынна та хутшӑнма сӗнеҫҫӗ вӗсем.
Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Раҫҫейри регионсенче «Вӑрмана упрар» акци иртӗ. Унӑн пуҫаруҫи – «Молодежка ОНФ» команда.
Ҫак кун пур регионта та хут, картон, хаҫат йышӑнакан ятарлӑ пунктсем ӗҫлӗҫ. Кашниех кирлӗ мар хутсене унта илсе пыма пултарӗ. Чи хастаррисене хаклӑ парнесем кӗтеҫҫӗ. Пухӑннӑ макулатурӑна хута тепӗр хутчен пурнӑҫ парнелекен регионти операторсене парӗҫ.
Шупашкарта ятарлӑ пунктсем 11-17 сехетсенче ӗҫлӗҫ. Макулатурӑна ҫак адресемпе илсе пыма пулать: Ял хуҫалӑх академийӗ умӗнчи лапам, Шупашкарти электромеханика колледжӗ умӗнчи лапам (Ленин проспекчӗ, 9-мӗш ҫурт), «Роза мира» скульптура умӗнчи лапам («Студгородок» чарӑну», Трактор тӑвакансен культура керменӗ умӗнчи лапам, «Салют» культура умӗнчи лапам.
Паянтан, ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, вырӑнти ял хуҫалӑх продукцине сутмалли «Ҫуркунне – 2019» уйӑхлӑх пуҫланнӑ. Акципе килӗшӳллӗн, суту-илӳ точкисем тӑватӑ вырӑнта ӗҫлӗҫ.
Мускав районӗнче ял хуҫалӑх продукцине икӗ адреспа туянма май пур, Ленин тата Калинин районӗсенче пӗрер вырӑнта сутӗҫ. Акци ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пырӗ.
Вырӑнти хуҫалӑхсен продукцине туянас килсен Шупашкарта ҫак вырӑнсене ҫитмелле: «Николаевски» суту-илӳ комплексӗ, Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗн урамӗнчи «Дар» тулли мар яваплӑ общество, «Ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ» суту-илӳ комплексӗ, «Ҫурҫӗр» суту-илӳ комплексӗ умӗнчи лапам.
Пӗтӗм вырӑссен диктантне ҫыракансем авточупу йӗркеленӗ. Вӗсем ҫула пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тухнӑ. 219 кунта 10 пин километра парӑнтарма, 27 хулана ҫитме палӑртнӑ. Проекта хутшӑнакансем ҫав вӑхӑтра Владивосток, Уссурийск, Хабаровск, Биробиджан, Благовещенск, Чита, Улан-Удэ, Иркутск, Красноярск, Кемӗр, Ҫӗнҫӗпӗр, Омск, Ялуторовск, Курган, Челябинск, Ӗпхӳ, Ижевск, Хусан, Шупашкар, Пенза, Саранск, Чулхула, Ярославль, Вологда, Питӗр, Нарва, Таллин хулисенче пулӗҫ.
Шупашкара ушкӑн пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 19 сехете ҫитмелле. Виҫӗ «ГАЗ» автомобильпе вӗсем «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗ патӗнчи стоянкӑна пырса чарӑнӗҫ. Вӗсемпе тӗл пулма кашнинех май пур. Курма пыракансемпе проекта хутшӑнакансем тӗрлӗ акци ирттерӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |