Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.0 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Ыран ӗҫе велосипедпа каймалла

Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Сутатӑп Алӑпа тунӑ ҫӗнӗ ача сӑпки сутатӑп.
Таисия Ташней 16.05.2019 18:51 | 136 хут пӑхнӑ
Спорт

Чӑваш Енре пурӑнакансене ыран ӗҫе велосипедпа кайма сӗнеҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра ҫулсерен иртекен «На работу на велосипеде» (чӑв. Ӗҫе велосипедпа) акци пулӗ. Унта пирӗн республика та хутшӑнӗ.

Чӑваш Енӗн Физкультура тата спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, акци тӗллевӗ — пӗр-пӗр ӗҫпе велосипедпа кунсерен ҫӳреме меллине кӑтартса парасси. Ун валли ятарлӑ ҫипуҫ та, спортзалта хатӗрленни те кирлӗ мар.

Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, велосипедпа кашни кун ҫур сехет ярӑнниех сывлӑхшӑн усӑллӑ. Велосипедпа вӗҫӗм ҫӳрекенсем пульница хучӗпе ыттисенчен 15 процент сахал лараҫҫӗ тесе ӗнентереҫҫӗ. Велосипедпа 5 ҫухрӑм таран инҫӗше кайма уйрӑмах меллӗ. Ҫитменнине тата вӑл — экологи енчен сиенсӗр транспорт.

#сывлӑх, #акцисем, #спорт, #Спорт министерстви

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ҫуна ҫинчи хоккей ушкӑнӗ йӗркеленӗ
2018, 05, 22
Урамсенче спорт лапамӗсем пулӗҫ
2019, 04, 06
Чӑваш хӗрӗ Европа чемпионатне тухса кайӗ
2019, 04, 01
Чӑваш каччи Раҫҫей чемпионӗ ята тивӗҫнӗ
2019, 04, 03
Чӑваш Ен пӑхаттирӗсем 19 медале тивӗҫнӗ
2019, 04, 08

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org