Чӑваш Енри спортсменсем В.И. Чапаев ячӗллӗ пӗтм Раҫсейри ӑмӑртура тивӗҫлипе ӑмӑртнӑ. Чӑваш Енӗн Спорт министерстви пирӗн пӑхаттирсем 19 медале тивӗҫнине пӗлтерет.
В.И. Чапаева асра тытса турнира 52-мӗш хутчен йӗркеленӗ. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 130 спортсмен пухӑннӑ. Ӑмӑрту Шупашкарти В.Н. Кочков ячӗллӗ олимп резервӗн 5-мӗш спорт шкулӗнче иртнӗ.
Икӗ кунлӑ ӑмӑртура наградӑсен 20 комплектне выляттарнӑ. Чӑваш Ен спортсменӗсем 5 ылтӑн, 6 кӗмӗл тата 8 бронза медале тивӗҫнӗ.
Ылтӑн илнисен ретӗнче — Надежда Матвеева (50 килограмчченхи виҫере), Анна Иванова (59 кг), Алена Тимофеева (68 кг), Владислав Астаков (79 кг) тата Шамиль Исмаилов (97 кг). Вӗсене В.И. Чапаевӑн бронза бюсчӗпе те хавхалантарнӑ. Кӗмӗл медале Иван Филиппов (70 кг), Всеволод Григорьев (79 кг), Игорь Столяров (97 кг), Алена Игнатьева (50 кг), Анастасия Яндушкина (55 кг), Надежда Яндушкина (57 кг) ҫӗнсе илнӗ; бронзӑна — Сергей Албутов (57 кг), Зотик Егоров (65 кг), Александр Ульянов (74 кг), Игорь Николаев (79 кг), Магомед Омаров (92 кг), Марина Николаева (50 кг), Светлана Тарасова тата Вероника Кононова (53 кг).