Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.0 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Чӑваш каччи Раҫҫей чемпионӗ ята тивӗҫнӗ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Таисия Ташней 03.04.2019 20:11 | 569 хут пӑхнӑ
Спорт

Паян Красноярск хулинче Фристайл енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ вӗҫленнӗ. Фристайлӑн программи слоуп-стайлпа вӗҫленӗ. Унта Раҫҫей чемпионӗн ятне чӑваш каччи Дмитрий Мулендеев тивӗҫнӗ.

Дмитрий Мулендеев финалта чи лайӑх кӑтартупа – 86,2 балпа, палӑрнӑ.

Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче кӑҫалхи тапхӑрта Дмитрий Мулендеева пуринчен ытла ӑннӑ тесе палӑртаҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн варринче каччӑ Раҫҫей кубокӗнче ҫӗнтернӗ. Ун чухне вӑл слоуп-стайл тата биг-эйр дисциплинисенче мала тухнӑ. Тӑватӑ тапхӑрта вӑл Раҫҫейӗн абсолютлӑ ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ. Хӗллехи Универсиадӑра арҫынсен хушшинче турнир таблицинче пиллӗкмӗш йӗркене лекнӗ.

Михаил Вансяцкий журналист Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Дмитрий Мулендеев пӗр вӑхӑтра суранланнӑ, халӗ ҫӗнӗрен вӑй илсе пырать.

#Спорт министерстви, #ҫамрӑксем, #Красноярск, #ӑмӑртусем, #спорт

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Шупашкарта велоспорт енӗпе ӑмӑртӗҫ
2018, 06, 02
Чӑваш Енри пикесем Смоленскран ылтӑнпа таврӑннӑ
2018, 08, 13
Европӑран медальсемпе таврӑннӑ
2019, 03, 11
Чӑваш Енри йывӑр атлет виҫӗ медале тивӗҫнӗ
2019, 03, 21
Чӑваш хӗрӗ Европа чемпионатне тухса кайӗ
2019, 04, 01

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org