Питӗрти метрора ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пулса иртнӗ сирпӗнӳ ӑслӑ-тӑнлӑ пур ҫынна та ҫӳҫентерчӗ. Пысӑк хуласенче пурӑнакан тата вӗренекен хӑш-пӗр ҫын каланӑ тӑрӑх, инкек пирки илтсенех вӗсене метрона анса хӑпарма та кӑмӑллах пулман.
Шӑматкун, ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, пирӗн ҫӗршывра вун-вун хулара терроризма хирӗҫ акци иртмелле. Халӑх йышлӑ пуҫтарӑнасса шанакан ҫак мероприяти Шупашкарти Республика лапамӗнче 11 сехетре пуҫланмалла. Унта кирек кам та кайма пултарать. Акцие, малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, парламентри мӗн пур парти хутшӑнмалла.
Аса илтерер, метрори сирпӗнӗве пула 14 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, алла яхӑн ҫыннӑн тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтма тивнӗ. Инкек хыҫҫӑн Питӗр хулинче виҫӗ кунлӑх траур тесе пӗлтернӗ.
Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 11 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен Чӑваш Енре вулавӑш диктанчӗ иртет. Ӑна республикӑри патшалӑх символӗсене йышӑннӑранпа 25 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
ЧР Наци вулавӑшӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ диктанта йӗркелеме хатӗрленеҫҫӗ. Наци вулавӑшӗн сайтӗнче, «Контактра» халӑх тетелӗнче истори факчӗсене, патшалӑх символӗсемпе ҫыхӑннӑ ҫынсен историйӗсемпе паллӑ кунсене пичетлӗҫ.
Акцие республикӑри вулавӑшсем, вӗренӳ учрежденийӗсем хутшӑнӗҫ. Вӗсем истори урокӗсем, тӗлпулусем, лекцисем йӗркелӗҫ. Диктанта ЧР Наци вулавӑшӗн сайтӗнче онлайн-мелпе те ҫырма май пулӗ.
Ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче «Архиври каҫ» Пӗтӗм Раҫҫейри акци иртет. Ҫак кун ЧР хальхи истори пташалӑх архивӗ хӑйӗн алӑкне пурин валли те уҫӑлӗ.
Ҫак кун патшалӑх архивӗ пурне те хапӑлласа кӗтет. Чӑваш Енӗн патшалӑх символӗсене йышӑннӑранпа 25 ҫул ҫитнине халалласа архивпа паллаштарӗҫ. Акцие хутшӑнакансене символсем мӗнле пулса кайни пирки пӗлӗҫ.
Фойере чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ ҫынсем кӗтсе илӗҫ. Хӑнасемпе ӑсталӑх класӗсем, «Пирӗн вӑйӑ» викторина ирттерӗҫ. Ҫавӑн пекех документлӑ тата кӗнеке куравӗ ӗҫлӗ. Хӑнасемпе экскурси ирттерӗҫ.
Архив Шупашкарта Гладков урамӗнче 6-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Ыйтса пӗлмелли телефон: 56-10-78.
Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта каллех кино курма май пур. Ака уйӑхӗн 20–28-мӗшӗсенче унта наци киновӗсемпе паллӑ мультфильмсене экран ҫине кӑларӗҫ.
«Кино таврӑнать!» акци вӑхӑтӗнче Чӑваш чӗлхи кунне халалласа «Киремет кати» илемлӗ фильм кӑтартӗҫ. Ӑна чӑваш кинорежиссерӗ тата «Чӑвашкино» киностуди пуҫаруҫи И.С.Максимов-Кошкинский ӳкернӗ.
Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 12 сехетре ырӑ мультфильмсем экран ҫине тухӗҫ. Ҫавӑн пекех программӑна Совет Союзӗнче, Раҫҫейре ӳкернӗ мультфильмсене кӗртнӗ: «Ну, погоди!», «Мальчик-с-пальчик», «Муха-цокотуха», «Лиса и Заяц», «Шапокляк» тата ыттисем.
Чӑваш Енре пурӑнакансене флюорографи тӑвӗҫ. Ҫак кунсенче мобильлӗ флюорограф ӗҫлеме тытӑннӑ.
Халӗ Чӑваш Республикинче туберкулезпа кӗрешмелли «Шурӑ салтак тӳми» акци пырать. Унпа килӗшӳллӗн, республика ҫыннисене флюорографи тӳлевсӗр тӑвӗҫ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, мобильлӗ флюорографи пӳлӗмӗ ака уйӑхӗн 24-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Сывлӑхне тӗрӗслеме кашни ҫыннах пултарать. Пациентсене ирхи 8 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен йышӑнаҫҫӗ.
Сӑмах май, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин даннӑйӗсене ӗненес тӗк, республикӑра юлашки 10 ҫулта туберкулезпа чирлисен йышӗ 2 хут чакнӑ. Ку чирпе вилекенсен хисепӗ вара 3 хут пӗчӗкрех.
Флюорографие тӳлевсӗр ӑҫта тума май пуррине ведомство сайтӗнче пӗлме пулать.
Раҫҫейре чи ырӑ кӑмӑллӑ хуласен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Унта ҫынсем Пӗтӗм Раҫҫейри марафона хутшӑннине шута илнӗ.
Акцие Раҫҫейри Общество палати, Волонтер центрӗсен ассоциацийӗ, Роспатриотцентр, Раҫҫейри тӗнче фончӗ йӗркеленӗ. Ӑна ҫынсене ырӑ ӗҫ тӑвас ӗҫе ытларах хутшӑнтарас тӗллевпе йӗркеленӗ.
Ҫӗршыври «Ырӑ ӗҫсен марафонӗ» акцие пӗтӗмлетнипе килӗшӳллӗн, Шупашкар танлаштарӑмра пӗрремӗш теҫеткене кӗнӗ. Малти йӗркене Якутск йышӑннӑ, унтан — Мускав. Питӗр виҫҫӗмӗш вырӑна лекнӗ. Пӗрремӗш теҫеткене Шупашкарсӑр пуҫне Новочеркасск, Чӗмпӗр, Омск, Вологда, Екатеринбург кӗнӗ.
Шупашкарта виҫӗ ача пахчи валли, кӗҫех хута каяканскерсем валли, ят суйлани пирки хыпарланӑччӗ. Ҫак кунсенче «Ҫӗнӗ ача пахчисене — ҫӗнӗ ят» акцие пӗтӗмлетнӗ. Акци вӑхӑтӗнче ҫынсем ҫӗнӗ ача пахчисем валли ятсем сӗннӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, сасӑлава пӗтӗмпе 300 яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем хута каякан ача пахчисем валли 800 яхӑн ят сӗннӗ. Вӗсен йышӗнче ҫаксем пулнӑ: «Мамонтенок», «Умка», «Капитошка», «Эврика», «Алые паруса», «Асамат», «Шевле», «Цветик-семицветик», «Золушка»…
Чылайӑшӗ суйланӑ ята ача пахчисене парӗҫ. «Радужнӑй» микрорайонти — «Радуга детства», «Новый город» микрорайонта — «Новоград», Алькешра «Антошка» ятлӑ пулӗҫ. Шел те, чӑвашла ятсенчен пӗрне те суйламан.
Нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Йӗлтӗр йӗрӗ» спорт уявӗ иртнӗ. Кӑҫал, пӗлтӗрхи пекех, Шупашкарта вӑл аэропорт ҫывӑхӗнче йӗркеленнӗ. Хальхинче спорт уявне 13,5 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.
Чи малтан VIP-чупу пулнӑ. Унтан ыттисем старта тухнӑ. Финиша ҫитичченех вӗсемпе пӗрле хаски йытӑсем чупнӑ.
Спорта юратакансем 3, 5 тата 10 ҫухрӑмлӑ дистанцисене парӑнтарнӑ. Чи аслӑ тата чи кӗҫӗн спортсменсем те парнеллӗ пулнӑ. Кӑҫал чи аслисем 84-ри Леонид Никифоровпа Вера Орлова пулнӑ. Чи пӗчӗкки вара — Шупашкарти 144-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Дарья Иванова. Вӑл 2,5 ҫулта кӑна.
Сӑмах май, кӑҫал пирӗн республикӑра «Йӗлтӗр йӗрӗ» старта пӗтӗмпе 60 пин ытла ҫын тухнӑ.
Кашни ҫулах вырӑс чӗлхипе диктант ҫыртараҫҫӗ. Вӑл Раҫҫейре тата ют ҫӗршывсенче иртет. Кӑҫал унта 800 хулапа ял хутшӑнасса шанаҫҫӗ.
Пирӗн республикӑра акцие И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ, «Советская Чувашия» хаҫат йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал диктанта хӑш автор тексчӗпе ҫырасси хальлӗхе паллӑ мар-ха. Ӑна пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пӗлтерӗҫ.
Кӑҫал вырӑс чӗлхи диктантне ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫыртарӗҫ. Пӗлтӗр акцие 732 Раҫҫейри тата ют ҫӗршывсенчи 732 хула хутшӑннӑ. Пирӗн республикӑра 478 ҫын хӑйӗн пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ ҫеҫ «5» паллӑ илнӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри акци иртесси пирки, шкулта вӗренекен ачасен ашшӗ-амӑшӗ Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытасси ҫинчен сайтра пӗлтернӗччӗ.
Малтан ППЭ тытасси пирки 30 ҫын ытла пӗлтернӗ, регистрациленнӗ. Экзамена вара пурте килмен, 23 ҫын кӑна хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗсленӗ.
Чӑваш Енре акци Олимп резервӗсен Шупашкарти училищинче иртнӗ. Экзамена вырӑс чӗлхипе тытнӑ. Унта хутшӑнакансем документсене тӗрӗсленине те, экзамена пӗтӗмлетнине те хӑйсен куҫӗпе курнӑ. Ҫапла майпа ашшӗ-амӑшӗ ППЭ мӗнле иртнине туйса курнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |