Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Чӑваш Енре кӗнеке маршӗ иртӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 05.05.2022 05:04 | 702 хут пӑхнӑ
Республикӑра
https://chuvrdub.ru сӑнӳкерчӗкӗ
https://chuvrdub.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Чӑваш Енре «Книжный марш Победы» (чӑв. Ҫӗнтерӗвӗн кӗнеке маршӗ) патриотизм акцийӗ иртӗ. Ӑна Чӑваш Енӗн Ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ ирттерет.

Республикӑри районсемпе хуласенче ҫар пулӑмӗсемпе ҫулӗсене халалланӑ 77 кӗнекепе паллаштарӗҫ. Вӗсене йӑтса Нихҫан сӳнми ҫулӑм тата вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑк патне ҫитӗҫ.

Акцие хутшӑнакан кӗнексен шутӗнче — Юрий Бондаревӑн «Горячий снег», Владимир Богомоловӑн «Иван», Борис Васильевӑн «А зори здесь тихие» тата «В списках не значился», Валентин Катаевӑн «Сын полка», Борис Полевойӑн «Повесть о настоящем человеке», Михаил Шолоховӑн «Судьба человека» кӗнекисем.

Чӑваш авторӗсен кӗнекисем те акцие хутшӑнӗҫ. Ҫав шутра — Леонид Агаковӑн «Солдатские дети», Илпек Микулайӗн «Вӑрҫӑпа ҫӗнтерӳ», Иван Лисаевӑн «Вунпиллӗкре эпӗ, комбат...» тата ыттисем.

#вулавӑшсем, #кӗнекесем, #акцисем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Галина Зотова // 3936.76.6861
2022.05.05 20:57
Ҫар пулӑмӗсемпе ҫулӗсене халалланӑ кӗнекесем татах та нумай. Манӑн килти библиотекӑра Геннадий Михайловӑн "Дети о ветеранах войны и о Родине" - книга Памяти Кукшумского сельского поселени Ядринского района Чувашской Республики в честь 65-летия Победы,Юрий Григорьевскин "Без уважения к прошлому нет настоящего"(К 70-летию Победы,2015)." Подвиг предков бессмертен"(Конкурс детских сочинений, посвященный 70-летию Великой Победы). Кроме этого, 4 сборника работ финалистов, победителей Всероссийского ежегодного литературного конкурса "Герои Великой Победы"(2016,2017,2019,2020). Ҫак кунсенче 2021-мӗш ҫулхи ҫӗнтерӳҫӗсен сборникӗ кун ҫути курма кирлӗ. Ку кӗнекесенче пирӗн Чӑваш Республикинчи авторсен хайлавӗсем ҫулленех пичетленеҫҫӗ. Красноармейски районӗнчи Николай Мудров кашни конкурсах хутшӑнса ҫӗнтерет.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем