Культура
![]() Чӑваш Енре чи вуланакан кӗнекесене палӑртнӑ. Вӑл конкурса республикӑн Наци вулавӑшӗ, Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗ тата Чӑваш кӗнеке издательстви ҫулсерен ирттереҫҫӗ. «Поэзи жанрӗпе чӑвашла ҫырнӑ чи вуланакан кӗнеке» чӑваш халӑх поэчӗн Юрий Сементерӗн «Ҫӗнтерӳ ячӗпе» кӗнекине палӑртнӑ. «Проза жанрӗпе чӑвашла ҫырнӑ чи вуланакан кӗнеке» номинацире Анатолий Хмытӑн «Тӗлленмен тӗлӗк» кӗнеки ҫӗнтернӗ, «Поэзи жанрӗпе вырӑсла ҫырнӑ чи вуланакан кӗнеке» — Виталий Захаровӑн «Меженица» кӗнеки, «Чи вуланакан ача-пӑча кӗнекисем — Марина Карягинӑн «Чӗвӗлти чӗкеҫ чӗппи», Ольга Австрийскаян «Пӗчӗкҫӗ шевле», Людмила Симонован «Кукша с Кукшумки». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |