Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче «Балерина Надежда Павлова» кӗнеке-альбом пичетленсе тухнӑ. Ӑна XX ӗмӗрти пултаруллӑ балеринӑн, СССР халӑх артисткин, Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Надежда Павлова балеринӑн пултарулӑхне халалланӑ. Надежда Васильевна 1956 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарта ҫралнӑ. Ача чухне вӑл Пионерсен ҫуртӗнчи балет кружокне ҫӳренӗ. Ҫавӑн чухне хӗрачан Турӑ панӑ ӑсталӑхӗ аван сисӗннӗ, кайран вӑл ҫӗршыв шайӗнчи ят-сум ҫӗнсе илнӗ. Балерина Мускавра пурӑнать. Кӑларӑмӑн авторӗ-составителӗ — Светлана Потемкина. Кӗнеке-альбома 1000 тиражпа пичетлесе кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |