Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ржанов Василий Тимофеевич

Ржанов Василий Тимофеевич — драматург, ҫыравҫӑ. 1915 ҫулхи акан 16-мӗшӗнче Муркаш районне кӗрекен Вӑрманкассинче ҫуралнӑ. 1945 ҫултан Пӗтӗм Раҫҫейри театр пӗрлешӗвӗнче, 1952 ҫултан СССР ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗнче тӑрать.
Чӑваш АССРӑн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.

Хӗрлӗ Ялав, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр, Тӑван Ҫӗршыв Вӑрҫин 1 степеньлӗ (икӗ хут) орденӗсене тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех ӑна Пӗтӗм Тӗнчен Туслӑх Совечӗн кӗмӗл медалӗпе, Советсен Туслӑх фончӗн «Туслӑхшӑн кӗрешекен» ылтӑн медальпе чысланӑ.

Кун-ҫулӗ

1940 ҫулта Ленинградри театр институтне пӗтернӗ. 1941-1945 ҫулсенче Тӑваш Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. 1940, 1955-1961 ҫулсенче Шупашкарти халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗнче ӗҫленӗ. Ҫавӑн пекех Чӑваш АССРӑн министсен совечӗн ӳнер ӗҫӗсен управлениӗн пуҫлӑхӗ, Чӑваш патшалӑх академи театрӗнчи литература пайӗн заведующиӗ вырӑнсене йышӑннӑ. 1969-1978 ҫулсенче Туслӑха Сыхлакан комитетӑн Чӑваш уйрӑмӗн яваплӑ секретарӗ пулнӑ.

Ӗҫӗсем

Литература анине 1949-1950 ҫулсенче ҫырнӑ «Энтип» драмипе кӗнӗ. Ун хыҫҫӑн вӑл тата темиҫе драма, комеди ҫырнӑ.

Чӑвашла тухнӑ кӗнекесем:

  • «Сӗм вӑрманта» (драма, 1958);
  • «Мистер Кент шикленет» (комеди, 1958)
  • «Пӗр пайлӑ пьесӑсем» (1962);
  • «Тӗнче ҫаврӑнать» (драма, 1968)

Вырӑсла тухнӑ кӗнекесем:

  • «Эндип» (драма, 1952, 1964);
  • «Поёт чувашский народ» (очерксем, 1962);
  • «Своими глазами» (фронтра ҫырнӑ дневникран, 1970, 1985).

Каҫӑсем


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-04-20 14:11:10 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6609 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем