Шупашкарта пурӑнакансем урамра ырӑ мар шӑршӑ кӗнӗшӗн кӑмӑлсӑрланнине сайтра пӗлтернӗччӗ. РФ Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ тӗрӗслев ирттернӗ. Специалистсем хулара мӗншӗн шӑршӑ кӗнин сӑлтавне пӗлтернӗ.
Роспотребнадзор хулари сывлӑша пробӑна илнӗ. Канаш урамӗнчи 1-мӗш ҫурт тата Республикӑри клиника офтальмологи пульници умӗсенче сывлӑшра аммиак нумай пулни палӑрнӑ.
Халӗ специалистсем «Океан» тулли мар яваплӑ общество тӗлӗшпе плана кӗмен тӗрӗслев ирттересшӗн. Вӑл Канаш урамӗнчи 27-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.
Специалистсем шӑршӑ урӑх сӑлтава пула тухнине те тунмаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем тӗрӗслеве малалла ирттереҫҫӗ.
Шупашкрати тата Ҫӗнӗ Шупашкарти ӳсӗрсене Республикӑри наркодиспансерта урӑлтарӗҫ. Унта вӗсем валли 20 вырӑнлӑх урӑлтаркӑч уҫӗҫ.
Хӗрӗнкӗ ҫынсене юлашки ҫулсенче пульницӑсене илсе кайма пуҫларӗҫ. Анчах унта илсе ҫитернисенчен 6 процентне кӑна медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ иккен. Ҫак цифрӑна республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Татьяна Богданова правӑна пӑсассин профилактикипе ӗҫлекен республикӑри комиссин ӗнерхи ларӑвӗнче илсе кӑтартнӑ. Министр ҫумӗ эрех-сӑрапа сиенленнисен шучӗ пӗлтӗр унчченхи ҫулхинчен 1 процент чакнине те пӗлтернӗ. Ҫапах та спиртлӑ хутӑшсемпе наркӑмӑшланнӑ тӗслӗхсен шучӗ ӳснӗ.
Ӳсӗрсене урӑлтармалли ятарлӑ вырӑн кирлине Чӑваш Енре тахҫанах палӑртнине эпир унччен те ҫырнӑччӗ. Ку ыйтӑва 2014 ҫултах Раҫҫей правительстви хускатнӑччӗ. Унта 100 пин ытла ҫын пурӑнакан хуласенче урӑлтаркӑчсем кирли пирки калаҫнӑччӗ.
Шупашкарта ырӑ мар шӑршӑ кӗни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑччӗ. Сывлӑш таса маррине Шупашкар районӗнче пурӑнакансем те сисеҫҫӗ. Роспотребнадзор ӗҫченӗсем ӗнер 19 сехет тӗлӗнче асӑннӑ районти Арккасси ялӗн хӗвеланӑҫ районӗнчи сывлӑша тӗрӗслеме илсе пӑхнӑ. Роспотребнадзорӑни республикӑри управленийӗ хальтерех пӗлтернӗ тӑрӑх, сывлӑшри аммиак виҫи виҫерен 4 хут, сероводород 2 хут пысӑкраххи палӑрнӑ. Специалистсем ҫакӑнта «Юрма» агрохолдинг витӗм кӳрет тесе шухӑшланӑран асӑннӑ кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнче паян планпа пӑхман тӗрӗслев пуҫарнӑ.
Ӗнер тата виҫӗмкун, сӑмах май каласан, Кӳкеҫӗн Советски урам вӗҫӗнчи ҫӗнӗ ҫуртсем патӗнче те ырӑ мар шӑршӑ самай тӑчӗ, паян та халӗ сӑмсана ҫуракан ҫав шӑршӑ килет. Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекен пысӑк комплекссем пур ытти тӑрӑхра та тислӗк шӑрши сарӑлмасӑр пулмасть-тӗр. Шупашкар районӗнчи Мамӑш ялӗ ҫывӑхӗнчи ялсенче пурӑнакансем те вырӑнти сысна ферминчен шӑршӑ сарӑлни пирки каланине час-часах илтме тивет.
Шупашкар ҫыннисем темиҫе кун ӗнтӗ нимӗн те ӑнланмаҫҫӗ: урамра мӗн шӑрши кӗрет? Ирхине урама тухсан тӳрех ырӑ мар шӑршӑ сӑмсана ҫурать. Ӑҫтан килет вӑл? Ҫак ыйту чылайӑшне канӑҫ памасть. Ҫавна май ҫынсем РФ Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри упраленине шӑнкӑравланӑ.
Ведомство ӗҫченӗсем паян хулари тӗрлӗ кӗтесре сывлӑша пробӑна илнӗ. Роспотребнадзор та, пӗрлӗхлӗ диспетчер служби те ырӑ мар шӑршӑ пирки нумай ҫӑхавланине ҫирӗплетнӗ.
Хӑшӗ-пӗри ку Лапсарти чӑх-чӗп хапрӑкӗнчен кӗрет тесе шухӑшлать. Чӑнах та-и? «Пулма пултарать», — хуравланӑ Роспотребнадзор ӗҫченӗсем.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ҫӗршыв ертӳҫи Владимир Путин Резерв фондӗнчен Ӗҫлев, Сывлӑх сыхлав тата Вӗренӳ министерствисем валли хушма укҫа уйӑрма йышӑннӑ. Социаллӑ тӗллевлӗ «кӗмӗл» пирӗн республикӑна та лекӗ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн тӑрӑхри сывлӑх сыхлавӗпе вӗренӳ учрежденийӗсем пӗтӗмпе 24 млн тенкӗ ытла укҫа илӗҫ.
Мускавран, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн резерв фондӗнчен, уйӑракан тупран пӗр пайне — 10 миллион тенкине — Ачасен Шупашкарти 2-мӗш номерлӗ пульницине тӗпрен юсаса ҫӗнетме уйӑрасшӑн. Юлнӑ укҫа Ачасен Канашри вӗренӳ центрне йӗркене кӗртме кайӗ. Ӗҫе хӑҫан кӳлӗнесси пирки хальлӗхе каламан. Ун валли конкурс иртсе юсавҫӑсене палӑртмалли куҫкӗрет.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствинче кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра диспансеризаци мӗнле иртнине пӗтӗмлетнӗ. Ҫак тапхӑрта 13 пин ытла ҫынна тӗрӗсленӗ. Вӗсенчен пӗрре виҫҫӗмӗш пайне диагноза тӗрӗс лартмашкӑн тӗплӗнрех тӗрӗслеме янӑ.
Республикӑри ҫынсем ытларах мӗнле чирпе тертленеҫҫӗ-ха? Ведомство ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева диспансеризаци пирки доклад тунӑ чухне тӳрех палӑртнӑ: ҫынсем сахалрах чирлеме тытӑннӑ.
Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, вӑраха кайнӑ чирсене сахалрах тупнӑ. Пӗлтӗр 22275 ҫынна шута илнӗ пулсан кӑҫал – 16276. Ытларах чухне ҫынсем чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсемпе, вар-хырӑм чирӗсемпе нушаланаҫҫӗ.
Ӗҫлеме пултаракан 9 пине яхӑн ҫыннӑн вӑраха кайнӑ чирне тӳрех тупса палӑртнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ытларах чухне чир-чӗр пирус туртсан, эрех-сӑра ӗҫсен, хускану сахал тусан ҫыпӑҫать.
Халӑхӑн 32,3 проценчӗн юн пусӑмӗ пысӑк, 7,1 проценчӗн юнри сахӑр шайӗ нумай, 14 проценчӗн холестерин шайӗ ытлашшипех.
«Земство тухтӑрӗ» федераци программине аякри районсемпе ялсене тухтӑрсем кайманранах ӗҫлеттерсе янӑччӗ хӑй вӑхӑтӗнче. Программӑна йышӑнакансем тата сывлӑх сыхлавӗнчи тӳре-шара Мускавра йышӑннӑ хут шурӑ халат тӑхӑнса ҫынсене сиплеме ирӗк паракан диплом илнисем хуласенче кӑна тӗпленес туртӑма чакарасса тем пекех шанчӗҫ.
Программа пурнӑҫа кӗме тытӑннӑ хыҫҫӑн та кӑлтӑксем курӑнчӗҫ. Хӑйсем аякра вырнаҫнӑ пулин те хӑш-пӗр район центрӗсем ку программӑна лекеймерӗҫ. Хула евӗр шутланакан поселоксене (пирӗ республикӑрисенчен кунта Вӑрнара, Вӑрмара, Йӗпреҫе, Кӳкеҫе кӗртмелле) Обязательнӑй медицина страхованийӗ ҫинчен калакан саккуна улшӑну кӗртнӗ хыҫҫӑн ҫитменлӗхе пӗтерчӗҫ.
Кӑҫал республикӑри яллӑ вырӑнсенче ӗҫлеме 24 врач куҫса кайнӑ. Земство тухтӑрӗсем хушшинче пӗтӗмӗшле практика врачӗ, терапевт, педиатр ытларах тӗл пулаҫҫӗ. Вӗсен хушшинче акушер-гинекологсем, рентгенологсем тата ытти хӑш-пӗр специалист та пур.
Иртнӗ уйӑх тӗлне илсен, земство тухтӑрӗсем Вӑрнар, Канаш тата Муркаш районӗсене ытларах кайнӑ. Вӗсенче тӑватшар тухтӑр ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑрмар районне виҫҫӗн суйланӑ.
Евразири хирургсен IX ӑсталӑх класӗпе килӗшӳллӗн, Венгрири ӑсчах, онколог Ласло Унгар Шупашкарта Раҫҫейри ӗҫтешӗсене йывӑр усал шыҫӑ аталансан мӗнле операци тумаллине кӑтартнӑ. Ӑна курмашкӑн ют ҫӗршывсенчи онкологсем килнӗ.
Ласло Унгар профессор Будапештра вӗреннӗ, Аслӑ Британире практика тухнӑ. Вӑл усал шыҫӑ сиенлетнӗ органсене сыхласа хӑварас енӗпе нумай ӗҫлет.
- Пациент вырӑнӗнчен хӑвӑрӑн тӑван тесе шухӑшлӑр. Тухтӑра унпа ытларах ӗҫлеттерес, ӑна хӑйӗн ӗҫне тӗплӗ тутарас килет-ҫке. Чылай япалана литература вуласа пӗлме пулать, анчах кун пек операци тума вӗренеймӗн. Ҫавӑнпа ӑсталӑх класӗсенче эпир хирургири чи лайӑх техникӑна кӑтартатпӑр, - тенӗ профессор.
Тӗрлӗ ҫӗршыври тухтӑрсем вӑл ирттернӗ операцие сӑнаса пӗлӗвне тарӑнлатнӑ, опыт пухнӑ. Ют ҫӗршывра кунашкал мероприятие лекес тесен пин-пин евро кирлӗ. Кунта вара – тӳлевсӗр тенӗ пекех.
Чӑваш Енре медицинӑна тимлӗх нумай уйӑрма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫавна май тӗрлӗ программӑсем хатӗрлеҫҫӗ, тухтӑрсене хавхалантараҫҫӗ.
Кӗҫех Чӑваш Ене васкавлӑ медпулӑшӑвӑн 13 урапи ҫитмелле. Вӗсем хальхи йышшисем. Унчченхисемпе танлаштарсан, вӗсем лайӑхрах. Вӗсене ЧР Промышленноҫ тата суту-илӳ министерствипе ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин республикӑри васкавлӑ медпулӑшу станцийӗ килӗшӗве алӑ пуссан авӑн уйӑхӗнче илсе килӗҫ. 12 урапа В класлӑ («Газель») пулӗ, пӗри — С класлӑ реанимобиль («Форд транзит»).
Сӑмах май, Чӑваш Енре халӗ фельдшерсемпе тухтӑрсен 100 бригади васкавлӑ медпулӑшу кӳрет. Хуласенче медӗҫченсем чирлӗ ҫын патне 12,5 минутран ҫитеҫҫӗ, ялсенче — 15,7 минутран.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Апакасси ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ ҫӗкленет. Унта халӗ те тухтӑр ҫурчӗ пур, анчах вӑл кивелсе кайнине кура ӑна юсаса ҫӗнетме те май килмен. Модульлӗ ҫурта кӗске вӑхӑтрах хӑпартса лартас шанчӑк пур.
ФАП апакассисемсӗр пуҫне таврари тата тепӗр пилӗк ял ҫыннисене йышӑнӗ. Район центрне ҫитме ҫынсене ҫывӑхах мар: 15 километр таран каймалла, врач амбулаторийӗ 20 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.
Сӑмах май каласан, юлашки ҫулсенче Чӑваш Енре 100 фельдшерпа акушер пункчӗ ҫӗнӗрен туса лартнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр 50 хӑпартса лартма планланӑ, вӗсенчен 24-шне кӑҫал хута ямалла.
Вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, Апакассинчи ФАП строительстви епле шайра пынине район администрацийӗ тата районти тӗп пульница ҫирӗп тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |