Чӑваш Енре «Земство тухтӑрӗ» патшалӑх программи ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланса пырать. Вӑл пулӑшнипе ҫамрӑк тухтӑрсем ялсене ӗҫлеме каяҫҫӗ. Куншӑн вӗсене 1 миллион тенкӗ параҫҫӗ.
Ҫак программӑна 2017 ҫул вӗҫӗччен тӑсма йышӑннӑ. Эппин, ҫамрӑк тухтӑрсем ялсене тата кайӗҫ.
Программа пурнӑҫланнӑранпа Чӑваш Енре 315 тухтӑр ялти пульницӑсене ӗҫлеме вырнаҫнӑ. Вӗсенчен 36-шӗ пӗлтӗр ӗҫ вырӑнӗллӗ пулнӑ. Ҫамрӑк тухтӑрсем яла килес енӗпе Канаш районӗ мухтанпа пултарать. Унта 49 медик килнӗ. Патӑрьел районне вара – 39 тухтӑр. Муркаш районне – 32, Шупашкар районне – 30, Комсомольски районне – 19, Красноармейски районне – 18, Хӗрлӗ Чутай районне 18 тухтӑр килнӗ.
Сӑмах май, кӑҫал тухтӑра 1 миллион тенкӗ парас вӑхӑт тӑсӑлать. Унччен календарьти 30 кунра панӑ пулсан халӗ – 30 ӗҫ кунӗнче.