Нумаях пулмасть Чӑваш Енре Израильти «Хорев» медицина центрӗн элчисемпе тӗл пулнӑ, хӑш-пӗр ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Тӗлпулӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Светлана Ананьева, Элтепер канашҫи Лев Кураков, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ Андрей Александров, «Хорев» компани президенчӗ Роман Барак хутшӑннӑ.
Компани президенчӗ «Тухтӑрсем – чикӗсӗр» проект пирки каласа кӑтартнӑ. Унпа килӗшӳллӗн Израильти пофессорсем пациентсене тӗрӗслеҫҫӗ, тухтӑрсем валли ӑсталӑх класӗсем ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ ку проекта республикӑра та пурнӑҫлама хатӗррине пӗлтернӗ.
Пӗлтӗр Раҫҫейӗн Сывлӑх сыхлав министерстви «Гериатри» направленипе халӑха пулӑшу кӳрессине ҫирӗплетнӗ. Ҫавна май участокри терапевтсен тата пӗтӗмӗшле практика врачӗсен тата гериатрсен кинеми-мучисемпе ҫине тӑрса ӗҫлемелле.
Паян Чӑваш Енре 60 ҫултан иртнӗ 340 пин ытла ҫын пурӑнать. Статистикӑна ӗненсен, ку вӑл халӑхӑн пӗрре виҫҫӗмӗш пайне яхӑн. Пӗтӗм тӗнчери пекех пирӗн республикӑра та вӑрӑм ӗмӗрлисен шучӗ юлашки ҫулсенче ӳссе пырать. Чӑваш Енре пурӑнакансен ӗмӗрӗ 2006 ҫултанпа вӑтамран 4,5 ҫул нумайланнӑ, халӗ вӑл 71,35-пе танлашать. 85 ҫултан иртнисем — 17 пин ытла ҫын, 100 ҫултан каҫнисем — 98-ӑн.
Медицинӑн чи ҫамрӑк отрасльне аталантарнӑ май пульницӑсенче гериатрсен пӳлӗмӗсем уҫӑлӗҫ, ун пеккисем республикӑра 15 пулӗҫ.
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрне Владимир Викторова лартӗҫ текен сас-хура ҫӳрет. Ун пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫатра Александр Белов журналист та ҫырнӑ.
Аса илтерер, республикӑн сывлӑх сыхлавӗн министрне Алла Самойловӑна ӗҫрен кӑларасси пирки хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче алӑ пуснӑччӗ. Халӗ ку тивӗҫе Светлана Ананьева вӑхӑтлӑха пурнӑҫлать. Унччен вӑл министр ҫумӗ пулнӑ.
Владимир Викторов Шупашкарти стоматологи поликлиникине тӗп врач пулса ертсе пырать. Анлӑ сеть ҫулсерен аталанса пырать. Пӗлтӗр Алькешра тепӗр уйрӑм уҫӑлнӑччӗ.
Хӑй вӑхӑтӗнче Владимир Викторов Шупашкар район пульницинче ӗҫленӗ, унти стоматологи уйрӑмне ертсе пынӑ. Владимир Николаевич Елчӗк ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумне ҫирӗплетнӗ. Иван Моторин премьер-министр алӑ пуснӑ хушупа ку должноҫе Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗн тӗп врачӗ пулнӑ Алексей Кизилова шаннӑ.
Алексей Владимирович 1974 ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Крым облаҫӗнчи Киров районӗнчи Владиславовка ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Мускавра ансетизиологи тата реаниматологи енӗпе аспирантурӑра вӗреннӗ. 2013 ҫултанпа — медицина наукисен кандидачӗ. Шупашкарта пурӑнать. Аслӑ категориллӗ врач. Ӑна пӗлтӗр Ҫӗнӗ Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутатне 12-мӗш суйлав округӗпе суйланӑ. Унта вӑл — хысна тата вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен яланхи комиссисен пайташӗ.
Патӑрьел районӗнчи арҫынсем ашшӗ пулма вӗренни пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. «Пурнӑҫри яваплӑ утӑма хатӗрленекенсене шиклентерекенни чылай. Ҫавна шута илсе унти хӗрарӑмсен консультацийӗ ҫумӗнче «Пулас амӑшӗсен шкулӗ» кӑна мар, «Пулас ашшӗсен шкулӗ» те вӑй илсе пырать», — хыпарланӑ унта.
Патӑрьелти район пульницинче медицинӑпа психологи пулӑшӑвӗ кӳрекен ҫак шкула этемлӗхӗн вӑйлӑ ҫуррийӗ валли ятарласа йӗркеленӗ. Светлана Ибетова психолог каланӑ тӑрӑх, шкула пӗлтӗр уҫнӑ. Халӗ ку заняти вӑй илсе пырать, ҫынсем те ытларах ҫӳреҫҫӗ. Кӑҫал ӑна эрнесерен йӗркелеме пуҫланӑ. «Пулас ашшӗсен шкулне» пыракан арҫынсем хушшинче 20 ҫултан пуҫласа алла ҫитичченхисем таранах пур. Ушкӑна вунна яхӑн ҫын пуҫтарӑнать.
Нарӑсӑн 20-мӗшӗнчен Шупашкарти 1-мӗш ача-пӑча пульници «Контактра» ушкӑнра интернет-йышӑну йӗркеленӗ.
Ҫынсен ыйтӑвӗсене аллерголог-иммунолог хуравлать. Вакцинаципе ҫыхӑннӑ самантсене пульницӑн страницине кӗрсе хускатма пулать. Маларах ыйтса ҫырсан скайп-меслечӗпе те тухтӑрсем ыйтӑва уҫӑмлатма хатӗр. Вакцинӑпа прививка, хальхи вӑхӑтри диагностика тата сиплев меслечӗсемпе паллаштарнипе пӗрлех вакцинаци валли епле хатӗрленмеллине ӑнлантарӗҫ.
«Социаллӑ тетелте ыйтса ҫырнӑ хыҫҫӑн ушкӑн администраторӗ сирӗнпе ҫыхӑнса консультаци вӑхӑтне палӑртӗ. Сӗнӗве врач ҫырса та ӑнлантарма пултарать», — илсе кӑтартнӑ Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин сайтӗнче пульницӑн тӗп врачӗн Светлана Кожевникован сӑмахне.
Медицина профилактики енӗпе ӗҫлекен республикӑри центр офисра ларакансем валли хӑнӑхтарусен комплексне шухӑшласа кӑларнӑ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, медицина учрежденийӗсенче тӑрӑшакансем «Здоровье на рабочем месте «Начни с себя!» (чӑв. «Хӑвӑнтан пуҫла!» ӗҫ вырӑнӗнчи сывлӑх) корпоратив программине пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ.
Чӑн та, пӗр вырӑнта ларса ӗҫлемелли професси паян чылай. Компьютер умӗнче вӑхӑта ирттерекенсене хускану уйрӑмах ҫитмест. Капла чухне физкультура минучӗ ирттерни те тем пек паха тесе шухӑшлаҫҫӗ тухтӑрсем.
Шупашкарти ача-пӑчан 1-мӗш пульницинче, Вӑрҫӑ ветеранӗсен республикӑри клиника госпиталӗнче, Елчӗк районӗнчи пульницӑра шурӑ халатлисем тӗрлӗ хускану тӑвассине йӑлана кӗртнӗ ӗнтӗ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Мускаври 157-мӗш поликлиникӑра ҫӗҫӗ тытнӑ арҫын саркаланнӑ. Тельняшка тӑхӑннӑскер хӑйне кӑнттам тытнӑ. Унӑн аллинче ҫӗҫӗ пурри те ҫынсене шиклентернӗ. Арҫынна Росгварди ӗҫченӗсем тытса чарнӑ.
52 ҫулти арҫын Чӑваш Енрен пулнӑ иккен. Пульницӑна пынӑскер татти-сыпписӗр тем пакӑлтатнӑ, калаҫу темине вӑл вӗҫӗм ылмаштарнӑ. «Тӑванӑм, каллех мӗскӗнлетеҫҫӗ», — кӳренӳллӗн каланӑ хайхискер Росгварди ӗҫченне. Лешӗ вара ӳсӗре ҫӗҫҫе пама ӳкӗтленӗ. Ыррӑн ыйтни сая кайман — арҫын лӑпланнӑ. Йӗрке хуралҫисем ӑна тытса чарнӑ та психиатри экспертизи тутарма илсе кайнӑ.
Мускаври поликлиникӑра ҫӗҫӗпе сулкалашнӑ арҫын Чӑваш Енри хӑш районтан пулни тата унта вӑл мӗнле лекни паллӑ мар.
Шупашкарта ҫурла уйӑхӗнче «Хула сывлӑхӗ – сывӑ туризм» пӗтӗм тӗнчери канашлу иртӗ. Пӗлтерӗшлӗ пулӑма Чӑваш Енӗн тӗп хулине ирттерме шаннӑ.
«Сывӑ хуласем, районсем тата поселоксем» Раҫҫей Ассоциацийӗн пухӑвӗнче Шупашкар сывӑ туризм центрӗ пулассине пӗлтернӗ. Канашлу программипе килӗшӳллӗн, пирӗн пата Ассоциаци пайташӗсем килӗҫ, сиплевпе профилактика туризмӗн, экотуризмӗн, этнотуризмӗн аталанӑвне сӳтсе явӗҫ. Туристсене региона илӗртесси пирки те калаҫӗҫ.
Сӑмах май, Шупашкар сывӑ пурнӑҫ йӗркине саракансен хула йышне кӗнӗ. Халӗ хулара пурӑнакан халӑхӑн 35 проценчӗ спортпа туслӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫӗре Шупашкарти пепкелӗх центрӗнчен ача кӗтекен хӗрарӑм тухса тарнӑ. 39 ҫулти хӗрарӑмӑн варти пепки — тӑватӑ уйӑхра. Пульница тухтӑрӗсем каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑма пулӑшу кирлӗ, ҫавӑнпа вӗсем ӑна кӗтеҫҫӗ.
Хӗрарӑм пӗрремӗш хутри чӳречене уҫнӑ та резин тапочкипех тухса кайнӑ. Ҫийӗнче халат пулнӑ. Вӑл пӗрле пурӑнакан арҫын патне тухса тарнӑ. Хӗрӗ каланӑ тӑрӑх, пульницӑра ҫак хӗрарӑмпа питех лайӑх калаҫман. Вӑл сусӑр пулни пирки аса илтернӗ имӗш. Хӗрарӑм ҫакна чӑтаймасӑр тухса тарнӑ.
Паллах, пульницӑра никама та вӑйпа тытса тӑраймаҫҫӗ. Пепкелӗх центрӗн ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, хӗрӗх чӗрнеллӗ хӗрарӑмсене унта лайӑх пӑхаҫҫӗ, кӳрентермеҫҫӗ.
Тухса тарнӑ хӗрарӑмӑн амӑшӗ Валентина вара суда ҫитесшӗн. Унӑн шухӑшӗпе, медицина ӗҫченӗсем этика нормисене пӑснӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |