Чӑваш Енре пӗрлехи 103 номерпе килекен шӑнкӑравсем валли call-центр ӗҫлеме пуҫланӑ. Малашне Республикӑри васкавлӑ медпулӑшу станцийӗ Чӑваш Енре пурӑнакан мӗнпур халӑха пулӑшу парӗ.
Халӗ 103 номерпе шӑнкӑравласан пурте пӗрлехи call-центра лекеҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн унта ӗҫлекенсем пациент пурӑнакан вырӑна ҫывӑх вырнаҫнӑ васкавлӑ медпулӑшу бригадине ярӗҫ.
Ҫавӑн пекех программӑпа техника пулӑшнипе Чӑваш Енре пурӑнакансен 95 проценчӗ 30 ҫеккунт хушшинче пӗрлехи call-центра шӑнкӑравласа ҫитме пултарӗҫ.