Халӑх фрончӗн эксперчӗсем Раҫҫейри васкавлӑ медпулӑшу машинисем мӗнле лару-тӑрура пулнине тишкернӗ. Вӗсен пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, 1\3 пайӗ наци стандарчӗпе килӗшсе тӑмасть.
Наци стандартӗнче конструкци, машинӑсене медицина хатӗр-хӗтӗрӗпе тивӗҫтерес требованисене палӑртнӑ. Чӑваш Енре ку енӗпе васкавлӑ медпулӑшусен 15 проценчӗ килӗшсе тӑмасть.
Ҫакӑ савӑнтарать: кӑҫал пирӗн республикӑна вӗр ҫӗнӗ 13 васкавлӑ медпулӑшу машини ҫитнӗ. Тепӗр улттӑшӗ ҫулталӑк вӗҫлениччен килмелле. «03» автопарка тӗпрен ҫитес ҫулхи пӗрремӗш ҫурринче ҫӗнетесшӗн.
Ку енӗпе чи япӑх лару-тӑру — Чукотка автономи округӗнче. Унта машинӑсен 80 проценчӗ стандартпа килӗшсе тӑмасть. Раҫҫейри 26 регионта ҫеҫ васкавлӑ медпулӑшу автопаркӗ ГОСТпа 100 проценчӗпех килӗшсе тӑрать.
Паллӑ политик Владимир Жириновский Чӑваш Енри васкавлӑ медпулӑшу ӗҫченӗсем ташланине ырланӑ. Кун пирки ldpr.tv портал пӗлтерет.
Владимир Вольфович РФ Патшалӑх Думинче журналистсем умӗнче тухса калаҫнӑ. Хӑйӗн калаҫӑвӗнче вӑл Кӳкеҫри тухтӑрсем флешмоб ирттерни пирки сӑмах хускатнӑ.
— Манӑн шухӑшпа, ку тӗрӗс. Ташша пропагандӑламалла, ҫынсем ан ывӑнччӑр, хускану пултӑр, — тенӗ политик. Жириновский Совет Союзӗнче пурӑннӑ ҫынсем кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче производство гимнастикине туни пирки аса илнӗ.
Чӑваш парламенчӗн депутачӗ, ачасен экс-хӳтӗлевҫи, унччен тата маларах Шупашкар районти пульницӑн экс-тӗп тухтӑрӗ сайра тӗл пулакан ушкӑнри юн кирлӗ ҫынна пулӑшма килӗшнӗ. Республикӑн Патшалӑх Канашӗнче социаллӑ политика, наци ыйтӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ырӑ кӑмӑлӗ пирки парламентӑн сайтӗнче хыпарланӑ. Вячеслав Рафинов — нумай ҫул тухтӑрта ӗҫленӗ ҫын. Специальноҫпа вӑл — анестизиолог.
Депутат пулӑшнӑ ҫын Шупашкар хула администрацийӗнче МИХсемпе тата ҫамрӑксен политики енӗпе ӗҫлекен управлени пуҫлӑхне Александр Жукова юн кирлине маларах тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗччӗ. Хӗрӗх урлӑ тӳре-шарана пӗрремӗш ушкӑнри ҫуклӑ резуслӑ юн кирлӗ, ырӑ кӑмӑллисене пулӑшма ыйтатпӑр тесе ҫырнӑччӗ.
Шупашкар районӗнчи Шорккари ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакансем утса сывлӑха ҫирӗплетесшӗн. Скадинави утти текен меслетпе вӗсем паян пурте пӗрле пулса уҫӑлма тухнӑ. Икӗ алла пӗрер туя тытни организмри мӗнпур мышцине ӗҫлеттерет тенӗрен мучи-кинемисем хулӑ касса тунӑ патаксем ҫине таянса асфальт ҫулпа утса ҫаврӑннӑ.
«Утса ҫӳресен чӗре те лайӑхрах ӗҫлет, юн та лайӑхрах чупать, апат та лайӑхрах анать», — теҫҫӗ Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн Шорккари уйрӑмӗнче канлӗх тупнӑ ватӑсем. Уҫа сывлӑша кинеми-мучисене ваттисен ҫурчӗн ӗҫченӗсем эрнере 3—4 хутчен илсе тухаҫҫӗ. Пӗччен ларса юласран урапапа ҫӳрекен сусӑр та ыттисемпе пӗрле уҫӑлма хаваспах тухать.
Шупашкарти 43-мӗш шкулти наркӑмӑшланнӑ ачасене тухтӑрсем пулӑшаҫҫӗ. Хӑсӑк килнипе, температура хӑпарса кайнипе, хырӑм ыратнипе ӗнер шкулти медицина пӳлӗмне сакӑр ача пынӑ. Тухтӑр тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн вӗсене сипленме киле янӑ.
Юпа уйӑхӗн 25-мӗш—26-мӗш каҫхине Хулари ача-пӑчан иккӗмӗш пульницине маларах асӑннӑ шкулта вӗренекен икӗ ачана вырттарнӑ. Ӗнер кӑнтӑрла тата тепӗр ачана унти тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тарӑх, тухтӑрсем тата Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗ ачасем чирленӗ тӗслӗхсене тӗрӗслеҫҫӗ.
РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ ку фактпа тӗрӗслев пуҫарнине эпир ӗнер ҫырнӑччӗ. Маларах Ҫӗнӗ Шупашкарти ача пахчинче те шӑпӑрлансем наркӑмӑшланнӑччӗ. Ку факта унта пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарти 43-мӗш шкулта харӑсах темиҫе ача наркӑмӑшланнӑ.
— Ҫиччӗмӗш тата пӗрремӗш классенче вӗренекенсенчен паян чылайӑшӗ шкула килмен. Пӗтӗмпе 50-а яхӑн ача. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, вӗсем шкулти столовӑйра апатланнӑ хыҫҫӑн аптӑраса ӳкнӗ, — пӗлтернӗ «PRO Город» портала ача амӑшӗсенчен пӗри.
Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче шкулти пӑтӑрмаха эпидемиологсем, ачасен сывлӑхне тухтӑрсем тӗрӗсленине пӗлтернӗ. Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ те ку фактпа тӗрӗслев пуҫарнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти 40-мӗш ача пахчинче шӑпӑрлансем наркӑмӑшланни, учреждение юсамашкӑн хупни, ача пахчинче 140 шӑпӑрлан пулни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Тухтӑрсенчен ун чух 58 ачапа 27 ҫын пулӑшу ыйтнӑччӗ.
Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗ Инсультпа кӗрешмелли пӗтӗм тӗнчери кун шутланать. 2006 ҫулта календаре кӗртнӗ ҫав кун республикӑри пульницӑсенче профилактика кунӗсем иртмелле.
Васкавлӑ пулӑшу пульницинче 8 сехетрен 12-ччен «хӗрӳ лини» йӗркеленӗ. 41-04-17 номерпе шӑнкӑравласа вӑл е ку ыйтӑва уҫӑмлатма май килӗ. Унпа паян шӑнкӑравлама пулать. Юпан 29-мӗшӗнче Уҫӑ алӑксен кунӗ иртмелле. Ҫынсене унти тухтӑрсем йышӑнӗҫ.
Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницинчи Сывлӑх центрӗнче юпан 27, 28, 29-мӗшӗсенче чире палӑртма скрининг-диагностика ирттереҫҫӗ. Унта кирек кама та йышӑнасса шантараҫҫӗ.
Юпан 28-мӗшӗнче тухтӑрсем МТВ-центра ҫитсе 12 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен скрининг-диагностика тата грипран вакцинаци ирттерӗҫ.
Чӑваш Енре 50 ытла ҫын норовируспа чирленӗ. Ку – кӑҫалхи 9 уйӑхри кӑтарту. Тухтӑрсем сывлӑх тӗлӗшпе тимлӗрех пулма ыйтаҫҫӗ.
Ку вирус Чӑваш Енре 2011 ҫултах палӑрнӑ. Кӑҫал Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫын уна чирленӗ. Патӑрьел районӗнче – 6 тӗслӗх. Тухтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: норовирус ерет. Вӑл – пыршӑлӑх инфекцийӗ. Пӗрремӗш хутчен ӑна АПШри Норволк хулинче 1972 ҫулта тупса палӑртнӑ.
Юлашки ҫулсенче Раҫҫейре ку вируспа ҫынсем ытларах аптӑраҫҫӗ. Вӑл ҫуман пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла, чашӑк-тирӗк урлӑ ерет. Пӗр-пӗрне алӑ тытсан та вӑл организма лекет. Кун пек чухне кӑмӑл пӑтранать, хӑстарать, вар витти пуҫланать, ӳт температури ӳсет.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри васкавлӑ пулӑшура ӗҫлекен хӗрарӑмсем чирлисем патне кайма кӗтсе ларнӑ вӑхӑтра авкаланса та хуҫакаланса ташланине, ҫав видео халӑх тетелне лекнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Кӗтмен-туман ҫӗртен аптӑраса ӳкнисене хӑвӑрттӑн пулӑшма хатӗр профессие суйланӑскерсене шансон шӑрантаракан Катерина Голицынан «Какая дама пропадает» юрри килӗшнӗ.
Черчен чунлӑ хӗрарӑмсене унта чуна тивмелле сӑмахсем пур: «Красива, умна, но только одна, одна на свете. Свободная, как птица. Себе-то цену знаю. У всех на виду, по жизни иду, но пропадаю. А целый мир еще не знает, какая дама пропадает!». Чӑвашла каласан, хӗрарӑмӗ хитре, ӑслӑ тет, анчах пӗччен. Хӑй тата кайӑк пекех ирӗклӗ. Пӗтӗм ҫын умӗнче тӗнче тӑрӑх утса пынӑ чухнех пӗтетӗп тет.
Ҫак сӑмахсен тарӑн пӗлтерӗшне ӑнланса илейменнисене юрӑҫ: «Оглянитесь вокруг, и поймете вы вдруг, что я — одна такая!» — тесе калать. Тепӗр майлӑ каласан, суккӑр арҫынсене ҫаврӑнса пӑхма ыйтать. Лешсем, хайхи тӑнкӑр-тӑнкӑр этемккесем, мӗн тери чаплӑ хӗрарӑм пӗтнине пӗлмеҫҫӗ те курӑнать.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри васкавлӑ пулӑшура ӗҫлекен хӗрарӑмсем Катерина Галицына юррипе авкаланса ташланӑ. Видео халӑх тетелне лекнӗ. Ӗҫ тумтирӗпе пулнӑран тухтӑрсем службӑра пулнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫынсене васкавлӑ пулӑшма хатӗр тухтӑрсенчен пӗри, ҫӳллӗ кӗлӗллӗ хитре пушмак тӑхӑнни, самай хуҫкаланать. Тепӗр ӗҫтешӗ те унпа ташлать. Виҫҫӗмӗшӗ видео ӳкерет. Хӑйсен ташшине пысӑка хурса хакланӑ май видеона курсан пурте тӳнсе кайӗҫ тесе калаҫҫӗ. Видео ӳкеренни: «Секси-хырӑмӑрсене кӑтартӑр», — тесе сӗннӗрен тухтӑрсенчен пӗри тумтирне ҫӗклесе хырӑмне кӑштах кӑтартса илет. Видеоролик вӗҫӗнче хӗрарӑмсем: «Секси скорой помощи, кугесинская подстанция!» (чӑв. Васкавлӑ пулӑшу сексийӗ, Кӳкеҫ подстанцийӗ!) — тени илтӗнет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |