Ҫӗнӗ Шупашкарти 40-мӗш ача пахчинче шӑпӑрлансем наркӑмӑшланни пирки республикпех калаҫрӗҫ. Халӗ учреждение юсамашкӑн хупнӑ, ачасем унта ҫӳремеҫҫӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ача пахчинче 140 шӑпӑрлан пулнӑ. Тепӗр кунхине пульницӑна 16 ачана илсе ҫитернӗ. Аслӑ ҫын та тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Анчах чирлисен йышӗ ӳссех пынӑ. Пӗтӗмпе 85 ҫын тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсенчен 58-шӗ – ачасем, 27-шӗ аслӑ ӳсӗмрисем.
Роспотребнадзор малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑх какайӗнчен пӗҫернӗ суфлере тата хӗрлӗ кӑшман салатӗнче микроб тупнӑ. Лабораторире 35 сальмонеллез тупса палӑртнӑ. Чашӑк-тирӗк ҫинче пыршӑлӑх патакне тупнӑ. Ку чашӑксене йӗркеллӗ ҫуманнине, апат-ҫимӗҫе тивӗҫлипе хатӗрлеменнине ҫирӗплетет.
Ку лару-тӑрӑва ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви сӑнасах тӑрать. Халӗ наркӑмӑшланнӑ ачасем хӑйсене йӗркеллӗ туйма тытӑннӑ.
Республика кунне Шупашкарта кӑна мар, пӗр-пӗр районта та йӗркелесси тахҫанах ырӑ йӑлана кӗчӗ. Кӑҫал вӑл Элӗк районӗнче пулчӗ.
Уява хатӗрленнӗ май элӗксем самай тӑрӑшнӑ. Ҫав шутра района пыракан ҫула ҫине тӑрса юсанине те палӑртмалла. Унта ҫав кун пулса курнисем пӗлтернӗ тӑрӑх, тӳре-шара, ҫав шутра Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та, вӑл тӑрӑха пырса ҫитнӗ ҫӗре асфальт хытса илеймен имӗш. Юрӗ, ку вӑл тем мар тейӗпӗр: чи пахи — ҫулӗ вырӑнтисем валли юлать.
Уявсенче тӗрлӗ объект хута ярасси пирки сӑмах пуҫартӑмӑр та, Республика кунӗнче Элӗк районӗнчи Йӑлкӑш ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ те уҫнӑ. Ку пулӑма республикӑн Патшалӑх Канашӗн вице-спикерӗ Николай Малов пысӑка хурса хакланӑ май ФАП ял ҫыннисемшӗн тивӗҫлӗ парне тесе палӑртнӑ.
Шӑла ҫирӗплетме услам ҫу пулӑшать. Куллен тасатса тӑнипе, тухӑр патне кайса тӗрӗслеттерсе тӑнипе пӗрлех куллен мӗн ҫини те сывлӑха витӗм кӳрет. Сиен кӳрекен апат-ҫимӗҫ те пур. Шӑлшӑн сахӑр песукӗ тата сахӑр песукӗллӗ, йӳҫӗ ҫимӗҫ, газлӑ тата спортсменсем ӗҫекен шыв сиен кӳрет.
Тухтӑрсем шӑлшӑн усӑллӑ тесе пилӗк ҫимӗҫ пирки калаҫҫӗ: кунта ыхра, гвоздика, куркума, симӗс чей тата услам ҫу кӗрет.
Юлашкинчен каланине маларах чӗрешӗн тата юн тымарӗсемшӗн сиенлӗ тесе шухӑшланӑ. Халӗ вара ӑсчахсем услам ҫу усси пирки калаҫма тытӑннӑ. Вӑл организмшӑн пӗтӗмӗшле лайӑх. Унсӑр пуҫне шӑла та ҫирӗплетет. Ҫак ҫимӗҫре тутлӑхлӑ япаласем нумай, A, D, E, K2 ҫура ирӗлекен витаминсем пур. Кунта курӑкпа тӑрантарнӑ ӗне сӗтӗнчен туни пирки каланине палӑртмалла. Услам ҫура кальци тата линолевӑй кислота пур. Ҫимӗҫе кирек епле апата та хушма юрать, анчах ӑна ытлашши ирӗлтерсе ямалла мар.
Шупашкарти Гладков урамӗнче вырнаҫнӑ Республикӑри ача-пӑча пульници умӗнче Станислав Николаев ача-пӑча хирургне халалласа ӗнер бронза палӑк уҫнӑ.
Станислав Николаев тухтӑр ача-пӑча хирургинче тарӑн йӗр хӑварнӑ. Вӑл 1950 ҫулта Шупашкар районӗнчи Анаткас Тӑрӑн ялӗнче ҫуралнӑ. Хусанти медицина институтӗнчи педиатри факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Пӗр вӑхӑт вӑл Республикӑри клиника пульницинче хирурги уйрӑмне ертсе пынӑ, Республикӑри ача-пӑча пульницинчи пӗрремӗш хирурги уйрӑмӗн заведующийӗнче ӗҫленӗ.
Станислав Николаевӑн ывӑлӗ Николай Николаев та халӗ — республикӑри паллӑ хирург тата Чӑваш Енӗн Патшалӑх канашӗн депутачӗ. Вӑл Федерацин ортопедипе травматологи центрӗ уҫӑлнӑранпах унта тӗп врачра тӑрӑшать.
Итали нейрохирургӗ Серджио Канаверо ҫитес ҫулхи Сурхури тӗлӗнче Раҫҫей программисчӗсенчен пӗрин пуҫне ылмаштарса лартасшӑн.
Тӗнчере халиччен туман операцие пурнӑҫлас ҫак ҫутӑ ӗмӗт мӗнпе вӗҫленессине калама хӗн. Чӑваш халӑх сайчӗ кун пирки пуҫласа пӗлтернӗ чух Италири клиникӑсенчен пӗринче ӗҫленӗ хирург 30 ҫулти Валерий Спиридонова урӑх пуҫ лартса парасшӑннине, каччӑ хӑй кун пирки унран скайп урлӑ ыйтнине асӑннӑччӗ-ха. Аса илтеретпӗр, донор пуҫа клиника вилӗмӗ тӳссе ирттернӗ ҫынӑнне е вӗлермелле айӑпланӑ ҫынӑнне касса илмелле теҫҫӗ.
Хирург ҫӗҫҫи айне пуҫ кастарма выртма хатӗр каччӑ ҫурӑм амиорофийӗ текен усал чирпе мӗн пӗчӗкрен аптӑрать иккен. Тӗлӗнмелле операцие нейрохирург Германире ирттерессине пӗлтернӗ. Пуҫ вырӑнне пуҫ лартасси 36 сехет таран тӑсӑлмалла.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр ача пахчинче шӑпӑрлансем наркӑмӑшланнӑ. Вӗсене пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Ачасемпе пӗрле аслӑ ӳсӗмри пӗр ҫын та лекнӗ. Пӗтӗмпе 13 ача наркӑмӑшланнӑ. Ку 40-мӗш ача пахчинчи пӗр корпусра пулнӑ.
Ача пахинче ун чухне 147 шӑпӑрлан пулнӑ. Эрнекун, канмалли кунсенче пульницӑна наркӑмӑшланнӑ ачасене илсе килме тытӑннӑ. Халӗ вӗсен пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар. Ку лару-тӑрӑва ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова сӑнаса тӑрать.
Халӗ ача пахчине хупнӑ. Унта следовательсем ӗҫлеҫҫӗ. Ачасем килте лараҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрине урӑх ача пахчине ӑсатнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Лиза Петровӑна пӗр тӑхтаса тӑмасӑр операци тумалла. Вӑл 7-ре кӑна-ха, нушине вара пайтах курать.
Лиза усал шыҫӑпа чирлет. Амӑшӗ пилӗк ачана ура ҫине тӑратать, ҫавӑнпа унӑн операци валли укҫа ҫук. Кун валли 3,5 миллион тенкӗ кирлӗ.
Ҫемьене инкек пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче килнӗ. Амӑшӗ Любовь Степанова каланӑ тӑрӑх, ҫав ҫул хӗрачан сулахай ури хытӑ ыратма тытӑннӑ, кайран шыҫӑннӑ. Амӑшӗ ӑна тухтӑра кӑтартнӑ.
Тухтӑр пӑхнӑ хыҫҫӑн ку онкологи пулма пултарнине каланӑ. Вӗсене Хусана тӗрӗсленме янӑ. Биопси илнӗ хыҫҫӑн диагноз ҫирӗпленнӗ. Ҫитменнине, ӳпкинче метастаза пулни палӑрнӑ. Ун чухне Лиза химиотерапие ҫӳреме пуҫланӑ.
Мускав тухтӑрӗсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн Лизӑн урине сыхласа хӑварма йышӑннӑ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче вӗсем каллех Хусана таврӑннӑ. Халӗ амӑшӗпе хӗрӗ кашни виҫӗ эрнере Мускав сипленме ҫӳреҫҫӗ. Сиплев хаклӑ.
Мускаври Блохин ячӗллӗ онкологи центрӗ Лизӑна йышӑнма хатӗр. Анчах 3,5 миллион тенкӗ кирлӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви 1 миллион тенкӗлӗх квота уйӑрнӑ. Ку ҫитмест. Лизӑна кашни ҫыннах пулӑшма пултарать.
Вӑрнар районӗнчи Ершепуҫӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ ҫӗкленет.
Тухтӑр пӳртне тӑвассине "Чӑваш Республикинче ял ҫыннисене медицинӑпа санитари пуҫламӑш пулӑшӑвӗ кӳрессипе хушма мерӑсем ҫинчен" республика Элтеперӗн 2012 ҫулхи хушӑвне пурнӑҫланӑ май тытӑннӑ.
ФАПа вӑрнарсем ҫак уйӑх вӗҫӗччен туса пӗтересшӗн. Ӗҫе пурнӑҫлакан "Анкер" строительство организацийӗ никӗс ярса пӗтернӗ, халӗ стенасене хӑпартать. Апла пулин те ӗҫ хӑвӑртлӑхӗ кирлӗ шайра пырать тееймӗн. Вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, строительство графикран юлса пулса пырать.
Ӗҫе хӑвӑртлатассишӗн епле мерӑсем йышӑнассине каламан-ха район администрацийӗн сайтӗнчи хыпарта. Ӗҫе пурнӑҫлама республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви ыйтнине вара палӑртса хӑварнӑ.
ЛДПР депутачӗ Александр Шерин автозаправкӑсенче аптека тума сӗнет. Унта кашни водитель чи кирлӗ эмелсене туянма пултартӑр.
«Мускав» агентство пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗлӗхе ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑхшӑн тӑвасшӑн. Ӑна хӑҫан тӑвассине тата аптека мӗнле пулмаллине каламан-ха. Ку ӗҫе Правительствӑна тума сӗнеҫҫӗ.
Аптека гильдийӗн ертӳҫи Елена Неволина ку ҫӗнӗлӗхе кӗртме хирӗҫ мар. «Пӗрремӗшӗнчен, унта специалист ӗҫлемелле. Иккӗмешӗнчен, препаратсене упрамалли условисене пӑхӑнмалла. Виҫҫӗмӗшӗнчен, аптекӑсем валли хатӗрсем тата лаптӑк кирлӗ. Ҫаксене йӑлтах пӑхӑнсан мӗншӗн ку проекта пурнӑҫа кӗртсе мар?» — тенӗ вӑл.
Ялти тухтӑрсене ипотекӑпа пулӑшӗҫ тени, тен, тӗрӗсех те мар-тӑр-ха. Сӑмахӗ кунта, тӗпрен илсен, ипотекӑн процент ставкин пӗр пайне хысна шучӗпе саплаштарасси пирки.
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ялти тухтӑрсене ҫӑмӑллӑх кӳрекен хушӑва алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ҫурт-йӗр хӑпартма е туянма тесе банкран илнӗ кивҫен укҫан процент ставкине бюджетран 4 процент саплаштарӗҫ. Кун пирки Михаил Игнатьев Элтепер Министрсен Кабинечӗн ӗнерхи ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Чӑваш Енри ялсенче медицинӑра тӑрӑшакансене пулӑшу кӳрессипе йышӑннӑ пур мерӑна та сыхласа хӑварнине палӑртнӑ Михаил Игнатьев.
«Врачсене социаллӑ пулӑшусемпе тивӗҫтерессине хамӑр ирӗкпе йышӑнтӑмӑр. Апла пулсан, малашне ялсенче пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗсемпе тивӗҫтересси кирлӗ пек шайра пулса пырассине иккӗленместпӗр», — тенӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |