Кӑҫалхи кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче вилекенсен йышӗ Чӑваш Енре сахалланнӑ. Статистсем шутласа кӑларнӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчинчен кӑҫалхи ҫак тапхӑрта ҫын вилесси 3,5 процент чакнӑ. Цифра чӗлхипе тата официаллӑ чӗлхепе каласан, ҫын йышӗ естествӑлла майпа чакнин кӑтартӑвӗ 84-па танлашнӑ. Унчченхи тапхӑрпа танлаштарсан, ку вӑл 168 сахалтарах.
Кӑҫалхи кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенчен пӗлтӗрхинчен 2,8 процент ытларах ача ҫуралнӑ: «ҫӗн кайӑксен» йышӗ 2590-пе танлашнӑ. Ҫын шучӗ естествӑлла майпа ӳснӗ хуласен шутӗнче — Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар тата Йӗпреҫпе Красноармейски районӗсем.
Вилекенсен шучӗ — 2674. Ҫынсен 43 проценчӗ юн ҫаврӑнӑшӗсен чирӗпе пурнӑҫран уйрӑлнӑ, тулаш сӑлтавпа — 41 проценчӗ, вар-хырӑм тата сывлӑш ҫулӗсен чирӗпе — 6,4 тата 5,4 проценчӗ.
Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗ — Туберкулезпа кӗрешмелли пӗтӗм тӗнчери кун. Республикӑра ҫак кун тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ.
Паянтан Чӑваш Енре «Шурӑ салтак тӳми» уйӑх пуҫланать. Пуш-ака уйӑхӗсенче республикӑри пульницӑсенче уҫӑ алӑксен кунӗ иртет. Унта флюорографи тума май пур.
Паян Республикӑри туберкулезпа кӗрешмелли диспансерта 17 сехетчен «хӗрӳ» лини ӗҫлӗ. Туберкулезран сипленмелли тата профилактика тӗлӗшӗпе ыйтусем пама юрать. Фтизиатр тухтӑрсем (8352) 58-03-86, (83533) 2-24-02, (8352) 73-28-03, (83544) 3-02-10 номерсемпе шӑнкӑравласан хуравлаҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Даун синдромӗллисен пӗтӗм тӗнчери кунӗ тесе йышӑннине, ҫавна май Ачасен реабилитаци центрӗнче ятарлӑ мероприяти иртнине, унта Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗсенчен пӗри чирлӗ ҫав ачасем валли парнепе пынине эпир пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарта ҫав чирлисене халалласа паян ҫавра сӗтел те ирттернӗ. Унта ку амаклӑ шӑпӑрлансене шкул ҫулне ҫитичченхи пӗлӗве епле кӳрессине сӳтсе явнӑ.
«Берегиня» (Тухӑҫ енчи славян халӑхӗн халапӗсенчи Турӑ) ятлӑ ача пахчине пухӑннисем Даун чирӗпе аптӑракан ачасен ыйтӑвне сӳтсе явма психологсемпе педагогсем, тухтӑрсем, яваплӑ ытти специалист хутшӑннӑ. Ҫавра сӗтеле хутшӑннисем хушшинче ашшӗ-амӑшӗ те пулнӑ. Пултаруллӑ та чӑтӑмлӑ педагогсем пулсан амака пӑхмасӑрах ку ачасене пулӑшмалли майсем пуррине сӳтсе явнӑ вӗсем.
Паян, пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Даун синдромӗллисен пӗтӗм тӗнчери кунӗ тесе йышӑннӑ. Ҫавна май Ачасен реабилитаци центрӗнче ик кун маларах ятарлӑ мероприяти иртнӗ.
Сӑмах май каласан, асӑннӑ чирпе аптӑракансен кунне уйӑхӑн 21-мӗшӗнче тесе ахальтен йышӑнман. Даун синдромӗ 21-мӗш хромосомӑн виҫӗ копийӗпе ҫыхӑннӑ.
Асӑннӑ амакпа аптӑракан ачасене пурнӑҫри хӑйсен вырӑнне тупма ҫӑмӑл мар. Кун сӑлтавне пирӗн обществӑра шырамалла теҫҫӗ. Тепӗр майлӑ каласан, пирӗн ҫӗршывра вӗсене тӗрӗс йышӑнма пӗлмеҫҫӗ темелле. Анӑҫрисенче ун йышши ачасене «урӑхла майпа пултаруллисем» тесе хаклаҫҫӗ. Педагогсем ҫине тӑрса тата тӗрӗс пулӑшсан чирлӗ ачасене тӗкӗ кӳме пулать.
«Йӗркеллӗ кашни ҫынах ун пек ачасене пулӑшма тивӗҫ», — тесе каланӑ реабилитаци центрӗнчи мероприятие хутшӑннӑ Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Фармация» унитарлӑ предприяти пуҫлӑхӗ Валерий Филимонов. Ачасене вӑл аталанмалли теттесем, йӑлара кирлӗ япаласем, гигиена хатӗрӗсем уйӑрса панӑ.
«Чӑваш Ен» ПТРК тата Русфонд ыркӑмӑллӑх фончӗ виҫӗ ҫулти Катя Дудкинӑна пулӑшасшӑн. Ӑна хаклӑ операци тумалла. Ашшӗ-амӑшӗ ун чухлӗ пухаяс ҫук. Катьӑна пулӑшас текенсен 5542 номер ҫине «ДЕТИ» сӑмах ямалла.
Хӗрачан чӗри яланах ыратать. Ӑна операци ҫеҫ ҫӑлма пултарать. Чире Катя ҫуралсан иккӗмӗш кунхинех тупса палӑртнӑ. Унтанпа вӑл кардиолог патӗнче тӗрӗсленсех тӑрать. Хӗрача аталанассипе ыттисенчен юлать, начаркка.
Халӗ Катя ача пахчине каять. Анчах ыттисем чупма, сикме пултараймасть вӑл. Тухтӑрсем Катя хӑйех сываласса шаннӑ. Анчах кӗтмешкӗн вӑхӑт ҫук.
Катьӑна операци тумашкӑн 411 пин те 703 тенкӗ кирлӗ. «Чӑваш Ен» ПТРК ун валли 49 пин тенкӗ пухма палӑртнӑ. Ыттине «Коммерсант» хаҫат тата Русфонд пухать.
Пӗчӗк Ксюша мӗн ҫуралнӑранпах пурнӑҫшӑн кӗрешет. Йӗкӗреш хӑраххи ҫуралнӑ чухне вилнӗ. Ксюша, 950 грамм пулнӑскер, реанимацире икӗ уйӑх выртнӑ.
Пульницӑран тухсан та ачана ҫӑмӑл килмен. Халӗ вӑл тантӑшӗсене хӑваласа ҫитнӗ. Анчах калаҫаймасть вӑл. Унашкал чире Раҫҫейри темиҫе клиникӑра сиплеҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри — Йошкар-Олара. Унта Ксюшӑна ака уйӑхӗнче йышӑнӗҫ. Сиплев курсӗ валли 75 пин тенкӗ кирлӗ.
Ксюшӑна кашниех пулӑшма пултарать. 3434 номер ҫине «ВЕРА… КСЮША» тесе ҫырса ямалла. Пӑнчӑсем вырӑнне куҫарма палӑртнӑ укҫа хисепне ҫырмалла. Ксюшӑна халалланӑ страницӑра та (http://itchudo.ru/pudova-kseniya) укҫа куҫарма май пур.
Шупашкарти юн илекен станцире 18 ҫул тултарнисем паян юн панӑ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Акци паян, пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, иртнӗ. Унта 150 ҫын хутшӑнасшӑн пулнӑ, анчах вӗсенчен 96-шне кӑна юн пама ирӗк панӑ. Паян 18 ҫул тултарнӑ ҫамрӑксем 50 литра яхӑн юн пухнӑ.
18 ҫул тултарнӑскерсем паян юн пӗрремӗш хут панӑ. Вӗсене ятарлӑ свидетельствӑпа тата сувенирпа хавхалантарнӑ.
Чӑваш Енри ялсем валли федераци хыснинчен кӑҫал 110,25 миллион тенкӗ килӗ. Ял территорисене ҫирӗппӗн аталантарма текен ятарлӑ программӑпа пӗтӗмпе ҫӗршыв хыснинчен 7,2 миллиард тенкӗ уйӑрмалла. Асӑннӑ хисепрен пӗр пайӗ пирӗн тӑрӑха та лекессине палӑртрӑмӑр ӗнтӗ.
Мускавран регионсене каякан «кӗмӗле» ӑҫта мӗн чухлӗ ӑсатассине те палӑртса хунӑ. 3,7 миллиарчӗ ялта пурӑнакансен, ҫав шутра ҫамрӑк специалистсемпе ҫамрӑк ҫемьесене, ҫурт-йӗр условине лайӑхлатма кайӗ. Чӑваш Енре ҫак тӗллевпе 76,07 миллион уйӑрӗҫ.
Федераци хыснинчен килекен тупра Каҫал тӑрӑхӗнчи Чӑваш Элпуҫ ялӗнче тума пуҫланӑ вӑтам шкула хӑпартма та чухах пулӗ — ун валли 12,04 миллион тенкӗ лекӗ.
Фельдшерпа акушер пункчӗсене малашне те тумалла. Кӑҫал ун валли 3,04 миллион тенкӗ тивӗҫӗ. Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра «Халӑхсен туслӑхӗ» парка тума валли 0,68 миллион тенкӗ ӑсатмалла.
Республикӑри пульницӑсем ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пуҫарнӑ «Хӑвӑнтан пуҫла» проекта хутшӑнма пуҫланӑ. Ӑна медицина ӗҫченӗсене сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнтарас тӗллевпе йӗркеленӗ.
Тӗп пульницӑри тухтӑрсем халӗ ирхине пӗрле пухӑнса хусканусем тӑваҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри ӗҫе ҫуран утать. Валентина Мясникова тухтӑр ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче пурӑнать. 20 ҫул ӗнтӗ вӑл ӗҫе ҫуран ҫӳрет. Валентина Леонидовна — тухтӑр-инфекционист. Эпидеми вӑхӑтӗнче вӑл чирлисемпе хутшӑнать. Анчах юлашки 11 ҫулта вӑл хӑй чирлесе курман.
Тӗп пульницӑри тухтӑрсем тепӗр проекта та хастар хутшӑнаҫҫӗ. Вӑл — тулли кӗлеткеллисем валли. Ҫур ҫулта вӗсем начарланасшӑн. Вӗсем ҫак ырӑ тӗслӗхпе сывӑ пурнӑҫ йӗркине кирек хӑҫан та пӑхӑнма май пуррине палӑртнӑ.
Чӑваш Республикин суккӑрсен вулавӑшӗ хӑйӗн пулӑшӑвне районсенче те сарма тӑрӑшать. Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче вӑл сусӑрсене пулӑшмалли йӗркене ахаль вулавӑшсенче сарас тӗллевпе йӗркеленӗ тифлотура тухнӑ май Вӑрмар районӗнче пулнӑ.
Республикӑри Лев Толстой ячӗллӗ ятарлӑ вулавӑшра стационар тулашӗнче пулӑшу кӳрекен библиотекарӗсем Вӑрмар районӗнчи тӗп вулавӑшра тӑрӑшакансене суккӑрсене кӗнеке вулама хӑнӑхтармаллине ӑнлантарнӑ.
Вӑрмарти район вулавӑшӗнче куҫ япӑх куракансем валли вулавӑш пункчӗ йӗркеленӗ. CD-диск, магнитлӑ кассета тата флэш-карта ҫине ҫырнӑ кӗнекене итлеме пулать. Рельефпа пӑнчӑ меслечӗпе тата шултра шрифтпа кӑларнӑ кӗнекесем пур вулавӑшра. Фондра пӗтӗмпе 236 кӑларӑм тесе пӗлтереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |