Шупашкар хулинче килти профилактори уҫӑлнӑ. Унӑн тӗллевне тӗп хулан Халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен комплекслӑ центрӗ ҫулланнисен тата сусӑрсен сывлӑхне тытса тӑрассипе тата ҫирӗплетессипе, вӗсен кун-ҫулне вӑрӑмлатассипе сӑлтавлать. Профилактори вӑрҫӑ тата ӗҫ ветеранӗсене, пӗччен пурӑнакансене пулӑшать.
Килти профилакторие центрӑн ҫынсене кӑнтӑрла пулӑшу кӳрекен уйрӑмӗнче уҫнӑ. Унта тӗрлӗ мероприяти ирттерме шухӑшлаҫҫӗ. Профилакторие ҫӳрекен ватӑсене сиплев физкультури кӗтет, тренажерпа занятисем, ингаляци, курӑк чейӗ, тӑм терапийӗ, скандинави мелӗпе утасси. Юн пусӑмне те виҫеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ватӑсене сӑваплӑ ҫӑлкуҫсене, музейсене, театрсене, кинотеатрсене илсе кайӗҫ. Тата ҫынпа чухне вӑхӑт та хаваслӑрах иртет.
Сӑнсем (7)
ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫех Чӑваш Ене теплоход ҫитмелле. Ахальли мар. Унпа Раҫҫейри паллӑ медицина центрӗсенчи тухтӑрсем ҫитӗҫ.
Теплоход Шупашкарта авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче чарӑнӗ. Вӗсем йывӑр чирпе аптӑракан 170 ачана пӑхӗҫ. Хӑшӗ тухтӑр патне лекӗ? Вӗсене суйланӑ ӗнтӗ. Вӗсем пурте йывӑр чирлеҫҫӗ.
Тухтӑрсем чӗре, куҫ, пӳре, ӳпке, сывлав органӗсен чирӗсемпе аптӑракан, хусканупа тӗрев енчен сывӑ мар тата ытти чирпе нушаланакан ачасен пӑхӗҫ.
Сывлӑха ҫирӗплетмелли «Сывлӑх хумӗ» акци Раҫҫейре кӑҫал вуннӑмӗш хут иртет. Шупашкарта вара – пиллӗкмӗш хут. Унччен вӑл 2006, 2007, 2008 тата 2011 ҫулсенче иртнӗ.
«Сывлӑх хумӗ» ҫурлан 31-мӗшӗнче старт илӗ, «Чулхула – Хусан – Сарӑту – Самар – Чӗмпӗр – Шупашкар – Чулхула» маршрутпа кайӗ.
ПТРК тата «Русфонд» чирлӗ ачасене пулӑшас тӗллевпе ҫанӑ тавӑрса ӗҫлет. Вӑрнарта пурӑнакан Ваня Латухина та пулӑшу кирлӗ. Ача сахӑр диабечӗпе аптӑрать. «Русфонд» помпа лартмашкӑн укҫа уйӑрнӑ. Анчах укҫа татах кирлӗ, малалла сипленме.
Ваня сахӑр шайне 4 ҫул тӗрӗслесех тӑрать. Вӑл 13-ре чухне чирлеме тытӑннӑ. Ача пӗр самантрах начарланнӑ, ӳчӗ шуралнӑ. Малтанах сахӑр шайне тытса пынӑ-ха, анчах ача ӳснӗҫемӗн чир те вӑйлӑрах аталаннӑ. Ваня хӑйне укол тума хӑнӑхнӑ ӗнтӗ. Кунне 10 укол таранах тума лекнӗ.
Латухинсем «Русфондран» пӗлтӗр пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем туяннӑ аппаратпа ача юнри сахӑр шайне тытса пырать. Халӗ Ваня хастартарах, спортпа та туслашнӑ.
Помпа терапине малалла тӑсмалла. Ун валли материалсем темиҫе уйӑхлӑха ҫеҫ юлнӑ. Вӗсем 136 пин тенкӗ ытла тӑраҫҫӗ. Ҫемьешӗн ку укҫа пысӑк. «Коммерсант» хаҫат вулаканӗсем тата «Русфонд» 101 157 тенкӗ пухӗҫ. 35 пин тенкӗ ҫеҫ ҫитмест. Ваньӑна пулӑшма май пур: 5542 номер ҫине «ДЕТИ» тесе СМС-ҫыру ямалла.
Ӗнер Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Чӑваш бройлерӗ» акционерсен обществинче Чӑваш Енӗн Конкурентлӑ политика тата тариф енӗпе ӗҫлекен патшалӑх службин ертӳҫи Альбина Егорова тата Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров пулнӑ. Республика тата район шайӗнчи пуҫлӑхсем кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗн ӗҫченӗсемпе курнӑҫнӑ.
Альбина Егорова Чӑваш Ен аталанни пирки каласа кӑтартнӑ май экономика ӳсӗм хыҫҫӑн ӳсӗм тунине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, республикӑра ҫӗнӗрен ҫӗнӗ производство вырӑнӗсем уҫаҫҫӗ, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем туса параҫҫӗ. Шкул ҫулне ҫитменнисем валли ача пахчисем уҫнине те асӑнса хӑварнӑ Альбина Егоровна. Ҫынсен пурнӑҫне лайӑхлатас тесе тӑвакан ӗҫсен шутӗнче фельдшерпа акушер пункчӗсем уҫнине асӑнса хӑварнӑ.
Георгий Егоров вара Шупашкар районӗнчи лару-тӑру пирки чарӑнса тӑнӑ.
Хапрӑкра тӑрӑшакансем ҫул-йӗрпе, тӗплӗ юсавпа, ҫӗнӗ урамсене ҫутӑ кӗртессипе тата ҫӳп-ҫаппа ҫыхӑннӑ ыйтусене хускатнӑ.
Сӑнсем (11)
Чӑваш Енре диспансеризаци ирттернӗ май ҫакна палӑртнӑ: республикӑра пурӑнакан кашни улттӑмӗш ҫыннӑн чир шала каяс хӑрушлӑх пур. Чӑваш Енри ҫынсен 26,4 проценчӗ ҫеҫ хӑйсене сывӑ теме пултараҫҫӗ.
ЧР Сывлӑх министерствин официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кашни улттӑмӗш ҫыннӑн сывлӑхӗ иккӗмӗш ушкӑна кӗрет. Ку мӗне пӗлтерет-ха? Вӗсен чир шала каяс хӑрушлӑх пысӑк. Кашни иккӗмӗш ҫыннӑн сывлӑхӗ виҫҫӗмӗш ушкӑнри шутланать. Вӗсен шала кайнӑ чиртен сипленмелле, тухтӑр патӗнче тӗрӗсленсе тӑмалла.
Диспансеризаци витӗр тухнӑ 476 ҫынна усал шыҫҫа тӗрӗслеме янӑ. Вӗсенчен 141-шӗн диагнозӗ ҫирӗпленнӗ. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, ҫынсем ытларах эндокрин тытӑмӗн чирӗсемпе аптӑраҫҫӗ. Иккӗмӗш вырӑнта — чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсем. Виҫҫӗмӗш вырӑнта вара — хырӑмлӑхпа пыршӑлӑх чирӗсем.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа диспансеризацин планне 53 процент пурнӑҫланӑ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен тепӗр 100 пин ҫынна тӗрӗслеме палӑртнӑ.
Ҫапла шухӑшлать Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова.
Ҫынсен сывлӑхне диспансеризацилеме пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре пурӑнакан ҫитӗннӗ ҫынсен 80 проценчӗ (22 пин ҫын) хӑйӗн сывлӑхне тӗрӗслеттернӗ. «Пӗтӗмӗшле илсен халӑх сывлӑхне тӗрӗслесси йӗркеллӗ тата кал-кал пулса пырать», — тесе пӗлтерет кун пирки республикӑн Правительство ларӑвӗнче сӳтсе явни тӑрӑх «Хыпар» хаҫат.
Ҫапах та пульницӑна кайман ҫынсем те пур. Эп чирлӗ мар тесе шухӑшлаканскерсенне каярах тухтӑрсем вӑраха кайнӑ чирсем тупса палӑртаҫҫӗ.
Комсомольскипе Красноармейски районӗсем диспансеризаци тухассипе ыттисенчен юлса пыраҫҫӗ-мӗн. Ҫак ӗҫе шурӑ халатлисен кӑна мар, ӗҫ паракансен те хастартарах хутшӑнасса шанать республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова.
Сӑмах май каласан, хӗрарӑмсем хӑйсен сывлӑхӗшӗн ытларах тӑрӑшни палӑрать. Вӗсем тухтӑрсем патне ытларах ҫӳреҫҫӗ.
Тӗрӗслев кӑтартнӑ тӑрӑх республикӑра пурӑнакан кашни улттӑмӗш ҫыннӑн вӑраха кайнӑ чир пур. Уйрӑмӑн илсен, 1-мӗш вырӑнта — эндокрин тытӑмӗн чирӗсем. Самӑр ҫынсен йышӗ те самаях пысӑк.
Васкавлӑ медпулӑшу ураписен — улшӑнусем. Нумаях пулмасть вӗсен автобази ҫӗнелнӗ. Вӗр ҫӗнӗ 23 урапа Чӑваш Ери ҫынсене пулӑшу кӳме васкӗ.
Ҫӗнӗ урапа уҫҫисене ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ. Ку мероприяти Ҫӗмӗрлере иртнӗ.
Ҫӗнӗ урапасем Ҫӗмӗрлере, Улатӑрта, Улатӑр, Йӗпреҫ, Шупашкар, Вӑрнар районӗсенче пурӑнакансене пулӑшу кӳрӗҫ. Михаил Васильевич уҫӑсене панӑ чухне Чӑваш Енре медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхӗ ӳссе пынине палӑртнӑ.
Михаил Игнатьев палӑртнӑ тӑрӑх, юлашки ҫулсенче республикӑра сывлӑх сыхлавне ҫӗнетмешкӗн 5 миллиарда яхӑн тенкӗ тӑкакланӑ. Унпа ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗр туяннӑ, пульницӑсене юсанӑ, ялсенче фельдшерпа акушер пункчӗсене хута яраҫҫӗ. Михаил Васильевич ҫитес ҫулла валли мелдпулӑшу ураписен паркне тӗпрен ҫӗнетме шантарнӑ.
Нумаях пулмасть Канаш районӗнчи Шӑхасанти психиатри пульницине тӗрӗсленӗ. Йӗркене пӑснӑ чылай тӗслӗх ҫиеле тухнӑ.
Шӑхасанти психиатри пульницине ҫынсен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑйӑн пулӑшуҫи Сергей Тихонов комиссипе пӗрле тӗрӗсленӗ. Тӗрӗссипе, ҫав пульницӑра 2014 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчех йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Вӗсене пӗтернӗ-и? Комисси ҫакна та тӗрӗсленӗ.
Пульницӑра ҫуртӑн пайӗ япӑх лару-тӑрура-мӗн. Канализаци те, тасатакан сооружени те ҫук. Кунсӑр пуҫне пульницӑра чирлисене вырнаҫтарма пӳлӗмсем ҫителӗксӗр. Ҫавна май чирлисене коридорта кравать лартса вырттарнӑ. Тӑванӗсемпе курнӑҫмалли пӳлӗм вара — апатланмалли зал.
Пульница уйрӑмӗсенче механика вентиляцийӗ, видесӑнав те ҫук. Уҫӑлса ҫӳремелли картише те хӑтлӑлатман.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, пациентсемпе сиплевпе ӗҫ терапине ирттермешкӗн укҫа-тенкӗ сахал-мӗн. Тумбочка та ҫителӗксӗр, ҫавна май пӳлӗмсенче «казарма» пекех.
Тӗрӗслев пӗтӗмлетӗвне прокуратурӑна ярса панӑ.
ЧР Сывлӑх министерствин ӗҫченӗсем Чӑваш Енри халӑхӑн сывлӑхӗ пирки пӗтӗмлетӳ тӑваҫҫӗ. Ку 2014 ҫулхи кӑтартусене пырса тивет.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр республикӑра наркологи служби 21180 ҫынна тӗрӗслесе тӑнӑ. Вӗсенчен 13640-шӗ хуласенче пурӑнать. Теприсем — ялсенче.
Ведомствӑн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, алкоголизм чирӗпе аптӑракансен йышӗ Канашра тата Вӑрмар районӗнче нумай. Унта 100 пин ҫын ҫине ку чирпе 168,2 тата 197,1 ҫын аптӑрать. Алкоголизм психозӗпе чирленисенчен 90,4 проценчӗ виҫӗ ҫул ниҫта та ӗҫлемен. 70,2 проценчӗн вӗренӳ статусӗ пӗчӗк.
Алкоголизм психозӗпе чирлекенсенчен ытларахӑшӗ вӑйпиттисем — 40 ҫултан пуҫласа 59 ҫулччен. Чӑваш Енре, шел те, алкоголизм чирӗпе аптӑранӑ ачасем те, 18 ҫул тултарманнисем, пур. Вӗсем 303 ҫын. Юлашки виҫӗ ҫулта республикӑра ҫул ҫитменнисен хушшинче алкоголизм психозӗпе аптӑракансем пулман.
Ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗсем уҫӑлнӑ май вутӑпа хутмалли кӑмакасем иртнӗ вӑхӑтра тӑрса юлаҫҫӗ. Сывлӑх сиплев учрежденийӗпе ӑшӑтмалли ҫав хатӗр хушшинче епле ҫыхӑну пур текенсене пӗлтерер: кивӗ ФАПсенчен хӑшӗсене вутӑпа хутса ӑшӑтса пурӑннӑ. Вӑрнар районӗнчи Чӑрӑш Ишек ялӗнче те ҫавӑн пек пулнӑ. Паянтан унта ҫӗнӗ медпункт ӗҫлеттерсе янӑ. Халӗ тухтӑр ҫуртӗнче ӗҫлеме тата ҫынсене йышӑнма мӗнпур услови пур.
Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма ҫитнӗ Чӑваш Республикин парламенчӗн спикерӗ Юрий Попов ФАПсем медицина учрежденийӗ ӑна мар, вӗсем ҫынсене туртаҫҫӗ тата пӗрлештереҫҫӗ тесе те палӑртнӑ. Ялти тухтӑр ҫурчӗсем ват ҫынсемшӗн уйрӑмах меллӗ. Юн пусӑмне виҫтермелле-и, укол тутармалла-и — ҫын унта ҫул тытать. Юлашки икӗ ҫул ҫурӑ хушшинче республикӑри кашни пиллӗкмӗш ФАПа ҫӗнетнӗ.
Вӑрнар районӗнчи тепӗр ялта та паян фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Вӑл маларах ҫынсене йышӑнма тытӑннӑ-ха. Хӗрлӗ хӑйӑва халь кӑна каснӑ.
Сӑнсем (44)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |