Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.0 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: Диспансеризаци тухмашкӑн канмалли кун параҫҫӗ

Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Паллашу 45-50 ҫулсенчи арҫынпа паллашатӑп. Аслӑ пӗлӳллӗ, вӗрентекен пулса ӗҫлетӗп.
Сутатӑп Алӑпа тунӑ ҫӗнӗ ача сӑпки сутатӑп.
Софья Савнеш 10.01.2019 16:59 | 46 хут пӑхнӑ
Сывлӑх

Пӗлтӗр кӗркунне РФ Патшалӑх Думи саккун йышӑннӑ: унта палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалтан диспансеризаци тухакан ҫынна ӗҫре канмалли кун параҫҫӗ. Диспансеризацие виҫӗ ҫулта пӗр хутчен тухмалла. Пенси ӳсӗмне ҫывхаракан ҫынна вара ҫулсерен медкомисси тухма икӗ кун параҫҫӗ.

Диспансеризаци – тӳлевсӗр. Пульницӑна кайнӑ чухне ҫумра паспорт, СНИЛС тата страхлав медицина полисӗ пулмалла. Терапевт пациентӑн сывлӑхне тӗрӗслесен анализсем пама направлени парӗ, кирлӗ пулсан ытти специалист патне ярӗ. Диспансеризаци тухнӑ хыҫҫӑн ҫынна сывлӑх паспорчӗ параҫҫӗ, унта пӗтӗмлетӳ тата сӗнӳсем ҫыраҫҫӗ.

Кӑҫал 1920, 1923, 1926, 1929, 1932, 1935, 1938, 1941, 1944, 1947, 1950, 1953, 1956, 1959, 1962, 1965, 1968, 1971, 1974, 1977, 1980, 1983, 1986, 1989, 1992, 1995, 1998 ҫулсенче ҫуралнӑ ҫынсен диспансеризаци тухмалла.

#сывлӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Симӗс ҫутӑпа каҫакан ачана ҫапса хӑварнӑ
2018, 12, 17
Ҫул курки ан парӑр...
2018, 12, 19
Ҫӗнӗ ҫул каникулӗнче пульницӑсем ятарлӑ режимпа ӗҫлӗҫ
2018, 12, 19
Хӗрарӑмсен кӑкӑрне тӗрӗслесшӗн
2019, 01, 01
Тӑхӑр ҫулти ача ватӑ ҫынна ҫӑлнӑ
2018, 12, 27

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org