Муркаш районӗнчи Ахмане ялӗнче фельшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Ял ҫыннисем куншӑн савӑнса пӗтереймеҫҫӗ. Унта 500 яхӑн ҫын сипленме ҫӳрӗ.
Ахмане ялӗнчи кивӗ медпункт темиҫе ҫул ӗҫлемен ӗнтӗ, унта медӗҫчен пулман. Ҫӗнӗ ФАПра вара медицина колледжӗнчен кӑҫал вӗренсе тухнӑ специалист ӗҫлӗ. Унта ҫӳрекен 477 ҫынран 75-шӗ ачасем.
Кивӗ медпункт ӗҫлемен чухне вырӑнти халӑх Москакассине медицина пулӑшӑвӗ илме кайнӑ. Вӑл вара ҫывӑхра мар, 2 ҫухрӑм утмалла.
Палӑртса хӑварар: юлашки виҫӗ ҫулта Муркаш районӗнче пилӗк ФАП уҫӑлнӑ.
Иртнӗ эрнекун РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ ҫӗршыври ҫак ведомствӑна йӗркеленӗренпе 10 ҫул ҫитнине халалласа савӑнӑҫлӑ пуху ирттернӗ. Уява тухтӑрсене те чӗннӗ. Анчах ӳпке-пӗвер, ал-ура тӗрӗслекенсене мар. Республикӑри психиатри пульницинче тӑрӑшакансем пухӑвӑн хаклӑ хӑнисенчен пӗрисем пулнӑ.
Следстви управленийӗнче ӗҫлекенсем пӗрлехи ӗҫшӗн тав тунӑ май вӗсен профессионализмне пысӑка хурса палӑртнӑ. Хальхи вӑхӑтри технологисемпе усӑ курнине те ырӑпа асӑнса хӑварнӑ.
Пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗнче управленипе пульница пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене медицинӑпа психологи пулӑшӑвӗ парасси ҫинчен килӗшӳ алӑ пуснӑ. Преступление пула шар курнӑ 53 ачана пулӑшнӑ та иккен.
Тӗпчевҫӗсен Тав ҫырӑвне пульницӑн тӗп врачӗ Елена Калинина, патопсихологи лабораторийӗн заведующийӗ Оксана Рындина тата Елена Николаева медицина психологӗ тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енри медицина порталӗ пӗр вӗҫӗм социаллӑ тӗпчевсем ирттерет. Асаннӑ сайтпа куллен усӑ куракансем тӗрлӗ ыйтӑма хутшӑнса хӑйсен шухӑшне палӑртаҫҫӗ. Нумаях пулмасть, ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, вӗҫленнӗ интернет-ыйтӑм кӑсӑклӑх ҫуратать. Хальхинче вӗсем Чӑваш Енре пурӑкансене «Эсир ҫын пурнӑҫне ҫӑлассишӗн хӑвӑрӑн органна пама хатӗр-и?» ыйту панӑ.
Республикӑра тӗпленнисен пысӑк пайӗ хӑйсен вӑл е ку органне тепӗр ҫынна пама хирӗҫ мар, анчах вӑл ҫывӑх тӑванӗ пулсан ҫеҫ. Ҫак шухӑша респондентсен 32% каланӑ. «Хирӗҫ мар, анчах эпӗ хам палӑртнӑ условсемпе» хурава ыйтӑма хутшӑннисен 29% панӑ. Хӑйӗн органне ют ҫынна панӑшӑн Чӑваш Енре пурӑнакансен 5% пысӑк укҫа илесшӗн. Тепӗр 7% нихӑҫан та никама та хӑйӗн пӳрине е урӑх органне памӗ. «Кун пирки нихӑҫан та шухӑшламан», — ҫӑмӑллӑн хуравланӑ ытти 27%.
Апла пулсан хальлӗхе Чӑваш Енре пурӑнакансем ҫичӗ ют пурнӑҫне ҫӑлассишӗн хӑйсен органне пама хатӗр мар.
«Ылтӑн кӗркунне поэтсемпе писательсен кӑна мар, вируссен те юратнӑ тапхарӗ», — палӑртнӑ ӗнер, авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Енри Сывлӑх сыхлавӗн министерствинче ирттернӗ селекторлӑ канашлура. Унта сыватмӑшсен тӗп тухтӑрӗсем ҫывхарса килекен грипп тата ОРВИ тапхӑрӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ. Ҫак амаксенсен хӳтӗленме вӗсем прививка туса хӑтӑлмаллине аса илтернӗ, кун пирки халӑха май пур таран ытларах пӗлтермеллине палӑртнӑ.
Вакцинаци — паянхи кун чи витемлӗ мел, прививка тунисен 80-90% гриппа вуҫех чирлемест. Аптӑраса ӳксен те темччен нушаланмасть. Унсӑр пуҫне прививка ҫынна 12 уйӑх таран гриппа ОРВИрен упрать. Палӑртма кӑмӑллӑ: ӗнерхи кун тӗлне республикӑри 182 пин те 372 ҫын прививка туса сезон чир-чӗрӗнчен хӳтӗленнӗ. Тепӗр самант: пӗлтӗр Чӑваш Енре пурӑнакансен 42,3% прививка тунӑ, кӑҫал ку йыша 43% ҫитерме палӑртнӑ.
Канаш районӗнчи икӗ ялта фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Ку ял ҫыннисемшӗн чӑн-чӑн савӑнӑҫ пулнӑ.
Калининри тата Сухайкассинчи ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗсене авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. ФАПсене кунта питӗ хӑвӑрт ҫӗклесе лартнӑ. Вӗсене кӑҫал ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче ҫеҫ хута яма тытӑннӑ.
Кӗҫех кунашкал савӑнӑҫ Тӑрӑн ялӗнче пурӑнакан ҫынсем патне ҫитӗ. Кӑштахран унта та ҫӗнӗ ФАП уҫма палӑртнӑ.
Сӑмах май, юлашки виҫӗ ҫулта Канаш районӗнче республикӑра пурнӑҫланакан тӗллевлӗ программӑпа килӗшӳллӗн 12 фельдшерпа акушер пункчӗ уҫнӑ. Ку – хальхисене, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫнисене, шутламасӑр.
Кӑҫалхи ултӑ уйӑхри кӑтарту пӗрре те лӑплантармасть: ВИЧ-инфекциллисен йышӗ 12,9 процент ӳснӗ. Кун пирки ВИЧ профилактики енӗпе иртнӗ канашлура ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн ҫумӗ Алексей Кизилов пӗлтернӗ.
Кӑҫалхи ҫур ҫулта ВИЧ-инфекциллисен йышӗ 100 пин ҫын пуҫне 13,34-пе танлашнӑ. Пӗлтӗр ку кӑтарту 22,4-па танлашнӑ. Чӑваш Енре ВИЧ-инфекциллисен йышӗ виҫӗ ҫул ӳссе пырать ӗнтӗ. Ҫапах пирӗн регион ку чир кӑтартӑвӗпе малтисен йышне кӗмест.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ВИЧ-инфекциллисен 57 проценчӗ – арҫынсем. Юлашки ҫулсенче ку чир аслӑраххисене ерет. Ҫак ушкӑна 30-39 ҫулсенчисем тата аслӑраххисем кӗреҫҫӗ.
Республикӑри клиника онкологи диспансерӗн реабилитаци уйрӑмӗнче Чӑваш Енри хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗн грант проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланакан "Тимлӗхпе сывататпӑр" куравӗ уҫӑлнӑ. Тӳрех палӑртар: ку ахаль выставка мар, арт-терапилли.
Выставкӑра Клавдия Виноградовӑн хӑйне евӗр картинисем вырӑн тупнӑ. Автор хӑй те ӑна уҫма хутшӑннӑ, хӑйӗн чун киленӗҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ.
Клавдия Виноградова мӗн ӗмӗр тӑршшӗпех «Электроприбор» савӑтра ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Пенсие кайсан вӑл флористсен курсӗнче вӗреннӗ, батикпе кӑсӑкланса кайнӑ. Хӑйӗн картинисене чунне парать, вӗсене ҫамӑллӑн ӳкерет. Усал шыҫӑ тупса палӑртнӑ пациентсене унӑн картинисем илем тӗнчине илӗртеҫҫӗ, чире парӑнтарма шанӑҫ кӳреҫҫӗ, хавхалантараҫҫӗ.
Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, арт-терапи паянхи кун реаблитацири чи лайӑх меслетсенчен пӗри пулса тӑнӑ. Онкологире вара вӑл — сыватакан пултарулӑх, вӑл этем чунне илемлӗ ӳнер урлӑ витӗм кӳрет.
Кӗҫех Шупашкарти пӗр пульницӑна юсӗҫ. Кун валли ятарласа укҫа уйӑрнӑ. Хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ.
Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ хушура палӑртнӑ тӑрӑх, РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерствине Мӑкшӑ тата Чӑваш республикисенчи сывлӑх сыхлавӗн организацисене юсамашкӑн Президентӑн резерв фондӗнчен укҫана — 103 миллион та 523 пин тенке — уйӑрӗҫ.
Уйӑрнӑ укҫа-тенкӗрен 26 миллион та 523 пин тенки Чӑваш Енри Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине юсамашкӑн кайӗ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче
«композици» специальноҫа алла илме вӑтамран миллиона яхӑн тухса кайнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: «Композици» специальноҫне суйласа илнисен вӗренсе тухиччен 716 пин тенкӗ тухса кайӗ. Ку вӑл — хамӑр ҫӗршыврисен. Чикӗ леш енчен килнисен 1,2 миллион тенкӗ шӑкӑрт кӑна кӑларса хума тивӗ.
Кӑҫал ЧПУра хысна вырӑнӗсене 900 ытла пӑхса хӑварнӑ. Анчах вӗсен шутӗнче медицина факультетӗнчи специальноҫсем ҫук. Ҫав вӑхӑтрах пирӗн республикӑра тухтӑрсем ҫитменни вӑрттӑнлӑх мар. Ҫурла уйӑхӗ тӗлне Чӑваш Енре 46 фельдшерпа акушер пунктне тухтӑрсем ҫитменнине эпир те пӗлтернӗччӗ. Ку ыйтӑва ҫак уйӑхӑн 3-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин коллегийӗн ларӑвӗнче хускатнӑччӗ.
Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу ӗҫченӗсем планшетпа ӗҫлеме пуҫланӑ. Малашне вӗсем пациентсем пирки планшет урлӑ хыпар илӗҫ.
Планшетсем васкавлӑ медпулӑшу подстанцийӗсене кӑҫалхи ака уйӑхӗнче килме пуҫланӑ. Ҫулталӑк вӗҫне пӗтӗм подстанцие ҫак хатӗрпе тивӗҫтерме палӑртнӑ. Ҫавна май тухтӑрсене ятарласа унпа усӑ курма вӗрентеҫҫӗ.
Гаджетсем информацие онлайн-мелпе илме май параҫҫӗ. Ҫавӑн пекех кӗске маршрут суйлама пулӑшаҫҫӗ.
Хальлӗхе кунашкал мелпе Мускаври, Питӗрти, Тутарстанри, Сарӑту облаҫӗнчи васкавлӑ медпулӑшу подстанцийӗсем усӑ кураҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |