Кӑҫал Чӑваш Енре пурӑнакан 230 пин ҫын грипран прививка тунӑ. Ку – халӑхӑн 18,9 проценчӗ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, кӳрсе килнӗ вакцинӑн 97 проценчӗпе усӑ курнӑ ӗнтӗ.
Иртнӗ эрнере 5242 ҫын ОРВИпе чирленӗ. Ку, малтанхи эрнепе танлаштарсан, 1,5 процент сахалрах. Ытти ҫулти вӑтам кӑтартӑва илес пулсан, халӗ чирлекенсен йышӗ 27 процент сахалланнӑ.
Палӑртмалла: ытларах Шупашкар тата Ҫӗмӗрле хулисенче пурӑнакансем чирлеҫҫӗ. ОРВИпе аптӑраса ӳкнисенчен ҫурри ытла – 17 ҫул тултарман ачасем. Каласа хӑвармалла: ку тапхӑрта чирленӗ 112 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ.
Шупашкарти суту-илӳ центрӗсенчен пӗринче ача ҫине аттракцион персе аннӑ. Йӑлтах мар, унӑн ҫӳлти пайӗ.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи утӑ 20-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Аттракционӑн пӗр пайӗ персе аннипе ача пуҫне кӑвакартнӑ, сылтӑм хулпуҫҫийӗ чӗрӗлсе кайнӑ. Ача хытах сиенленмен пулин те аттракцион юсавсӑрришӗн техника айӑплӗҫ. Халӗ ӗнтӗ ун пирки иртнӗ вӑхӑтра калама тивӗ. Вӑл унта тек ӗҫлемест. Арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтерсе суда ярса панӑ.
Пуҫиле ӗҫе РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем тӗпченӗ. Вӗсем тӗрлӗ экспертиза ирттернӗ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йӑлтах йышӑннӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 238-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн. Яваплӑх виҫине суд ҫывӑх вӑхӑтра татса парӗ.
Шупашкар районӗнчи Чаканар ялӗнче пурӑнакансем те малашне ҫӗнӗ ФАПа ҫӳреме пуҫлӗҫ. Унти 250-а яхӑн ҫынсӑр пуҫне кӳршӗллӗ Ырашпулӑхӗнчи 120 ытла ҫын та пулӑшу ыйтма унта кайӗ. Паян ФАПа савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.
Сывлӑх сыхлав учрежденийӗн хӗрлӗ хӑйӑвне каснӑ ҫӗре тӗрлӗ шайри тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Йышра Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫин ҫумӗ —хысна, финанс тата налук енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Альбина Егорова, республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов тата ыттисем пулнӑ.
ФАПа, ҫӗнӗ ытти ҫавӑн пек учреждени евӗрех, ҫӗнӗ йышши оборудованипе тивӗҫтернӗ. Кӳмепе ҫӳрекен сусӑрсене кӗрсе тухма пандус туса хӑварнӑ.
Фельдшерпа акушер пунктӗнче отрасльти пуян опытлӑ Калерия Иванова ӗҫлет. Тухтӑрта вӑл 38 ҫул ытла тӑрӑшать.
Паян Ҫӗрпӳ районӗнче харӑсах икӗ ҫӗрте фельдшерпа акушер пункчӗ ӗҫлеме тытӑннӑ.
Тухтӑр ҫурчӗсене хӗрлӗ хӑю кассах уҫнӑ. Республикӑри тӳре-шараран унта Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов хутшӑннӑ. Районти пуҫлӑхсем те ҫитнӗ. Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Борис Марков, Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Деомидов, Ҫӗрпӳ район пульницин тӗп тухтӑрӗ Валентина Озерова ял ҫыннисене ФАп уҫӑлнӑ ятпа саламланӑ.
Вӑрӑмҫут ялӗнчи ҫав ялтисене кӑна мар, Вӗрмер, Елӳ, Тушмашар, Ҫуткасси ялӗсенче пурӑнакансене йышӑнӗ. Ҫӗнӗ ФАП уҫӑлать тенине илтсе Татьяна Охотина ҫамрӑк фельдшер тӑван яла таврӑннӑ. Унта вӑл «Земство тухтӑрӗ» программӑпа килӗшӳллӗн ӗҫлеме килӗшнӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ӑна хыснаран 500 пин тенкӗ укҫа панӑ.
Энӗшкассинчи ФАП Шуртавӑш тата Ӳречекасси ялӗсенчисене те йышӑнӗ.
Шупашкарти художество салонӗсенчен пӗринче дизайнерта ӗҫлекен хӗрарӑм ҫинчен ТАСС информагентство ҫырса кӑтартнӑ.
Женя ятлӑ дизайнер ҫын пӗверӗпе ҫӳрет иккен. Йывӑр операци тутарнӑ хыҫҫӑн ӑна шӑпа амӑшӗн телейне курма пилленӗ. Паян ҫемьере ҫулталӑкри ача ӳсет. Женя Шупашкарти педагогика университӗнче вӗреннӗ. Операцине ӑна 18 ҫул тултарсан тунӑ.
Пӗчӗкрен йывӑр чирпе нушаланнӑ вӑл. Малтан пӗвер аптӑратнӑ, кайран пӳре ыратнӑ. Сипленнӗ хыҫҫӑн ҫӑмӑлланӑ та, анчах чир хайӗн ҫинчен аса илтерсех тӑнӑ. Мускаври консультацире пӗвер поликистозне тупса палӑртнӑ. Ват хӑмпине касса илме тивнӗ. Кайран Кароли синдромне асӑрханӑ. Ҫавӑнпа Женьӑн пӗверне операци тума тивнӗ. Асӑннӑ органӑн сылтӑм пайне хӗрне амӑшӗ пама килӗшнӗ.
Шупашкарта нумай профильлӗ поликлиника ҫӗкленет. Ленин проспектӗнче вырнаҫнӑскере кӑҫал кӗркунне хута ямалла. Ҫакӑ ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов строительсельство объекчӗпе паллашнӑ хыҫҫӑ палӑрнӑ.
«Хула варринче поликлиника кирлӗ тесе Шупашкарта пурӑнакансем темиҫе хут та ыйтнӑччӗ. Эпир вӗсен сӗнӗвне шута илтӗмӗр, халӗ кунта нумай профильлӗ ҫӗнӗ поликлиника ҫӗкленет. Ӑна тумашкӑн республика бюджетӗнчен 746,6 миллион тенкӗ уйӑрнӑ», — пӗлтернӗ Михаил Игнатьев журналистсене.
Ҫӗнӗ больницӑра хӑвӑрт пулӑшу кӳрекен уйрӑм, клиникӑпа диагностика пӳлӗмӗсем, гинекологи уйрӑмӗпе хӗрарӑмсен консультацийӗ, 35 вырӑнлӑх кӑнтӑрлахи стационар пулӗ, тӗрлӗ специалист йышӑнӗ.
Канаш районӗнчи Вӑрӑмпуҫ ялӗнче карантин тесе йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтерчӗ-ха. Аса илтерер, унта урнӑ чирпе аптӑракан чӗрчуна тупса палӑртнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Чӑваш Ен Элтеперӗ ятарлӑ хушу кӑларсах вӑл тӑрӑхра асӑрханулӑх мерисене ҫирӗплетрӗ.
Ҫак йӗркесен авторне карантинпа ҫыхӑннӑ ҫӗнӗлӗхе пӗлме май килчӗ. Пӑтӑрмахӗ асӑннӑ тӑрӑхра авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Унта кабель хуракан арҫынна урнӑ тилӗ тапӑннӑ. Ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Пӗрле ӗсленӗ тепӗр ҫын та шар курнӑ. Ӑна урнӑ чиртен вакцина тума тивнӗ.
Чирлӗ чӗрчун тапӑннӑ вырӑнта ветеринарсем дезинфекци ирттернӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем ҫынсене хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнмалли пирки ӑнлантарнӑ.
Элӗк районӗнчи Ҫулавӑҫ тата Шуркасси ялӗсенче фельдшерпа акушер пункчӗсем уҫӑлнӑ. Пӗтӗмпе вӗсем 700 яхӑн ҫынна медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерӗҫ.
ФАПсене авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче уҫнӑ. Вӗсем хӑтлӑ: ҫӗнӗ сӗтел-пукан, медицина хатӗр-хӗтӗрӗ вырнаҫтарнӑ. Сусӑрсем те унта ҫӑмӑллӑнах кӗрсе тухайӗҫ, мӗншӗн тесен пандуссем пур.
ФАПра Алевтина Семенова ӗҫлет. Вӑл кунта кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче «Земство фельдшерӗ» программӑпа килӗшӳллӗн ӗҫлеме пуҫланӑ.
Раҫҫейри чылай регионта пӗлтӗр усал шыҫӑпа чирлекенсен йышӗ ӳснӗ. Чӑваш Ен те вӗсен йышне кӗнӗ. Экспертсем лӑплантармаҫҫӗ: ку кӑтарту тата пысӑкрах пулӗ.
Пӗлтӗр Раҫҫейре малтанхи тапхӑрта тупса палӑртнӑ усал шыҫӑ чирӗ 3 процент ӳснӗ. Экспертсем ку кӑтарту мӗншӗн тата ӳсме пултарассине пӗлтернӗ: тухтӑрсем пациентсене тимлӗрех тӗрӗслеҫҫӗ. Диагностика лайӑхланни те усал шыҫҫа малтанхи тапхӑрта тупса палӑртма пулӑшать.
Ытларах ку кӑтарту пӗлтӗр ҫак регионсенче ӳснӗ: Чукотка автономи округӗ, Хабаровск крайӗ, Амур облаҫӗ, Крым, Чӑваш Ен. Калмӑк Республикипе Якутире вара усал шыҫҫа тупса палӑртас ӗҫ япӑх пырать. Унта чире ытларах чухне юлашки тапхӑрта кӑна палӑртаҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗн 15-23-мӗшӗсенче Русфонд Шупашкарта ыркӑмӑллӑх акцийӗ ирттерет. Ӑна шӑмӑ сӑссине паракан донорсен кунне халалланӑ.
Русфонд кулянтаракан статистика хыпарлать: Раҫҫейри кашни 20 минутра пӗр ҫын унӑн юн ракӗ пулнине пӗлет. Шӑмӑ сӑссине куҫарса лартни чылайӑшӗн пурнӑҫне ҫӑлма пулӑшать. Хашӗсемшӗн тӑванӗсем донор пулаяҫҫӗ, теприсемшӗн вара ҫук.
Донора тупма ҫӑмӑл мар. Раҫҫейри регистрта кирлӗ донора тупас шанчӑк 1/400-па танлашать. Шел те, регистр пӗчӗк: пӗтӗмпе те 83 пин ытла ҫын кӑна.
18-45 ҫулсенчи кирек мӗнле ҫын та донор пулаять. Малтанах 9 миллилитр юн илеҫҫӗ, регистра кӗме алӑ пустараҫҫӗ. Анализ чирлӗ ҫынпа пӗр тӗк донора тепӗр хутчен тӗреслеме пултараҫҫӗ. Донор пулма хӑрамалла мар: процедура пӗрре те ыраттармасть. Эсир вара ҫын пурнӑҫне ҫӑлма пултаратӑр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |