Санкт-Петербургри гидрометеорологи университетӗнче вӗренекен каччӑ реанимацие лекнӗ. Вӑл тӑрӑхри «Фонтанка.ру» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, нумай пулмасть ҫеҫ 18 ҫул тултарнӑ яша Купчинӑри 5-мӗш ача-пӑча пульницине илсе кайнӑ. Шӑмми-шаккине аванах хуҫса пӗтернӗскере реанимаци уйрӑмне вырттарнӑ.
Тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырнине ӗненсен, ҫамрӑк Фрунзе районӗнче хӑнара пулнӑ. Хӑй вӑл аслӑ шкулӑн Большевиксен проспектӗнчи общежитийӗнче регистрациленнӗ.
Каччӑ мӗн сӑлтавпа пиллӗкмӗш хутран персе аннине (е, тен, такам тӗксе янине) тӗпчевҫӗсем палӑртасса шанас килет.
Тӗнче тетелӗнчи эпир маларах асӑннӑ хаҫатра хыпарланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре ҫуралнӑ каччӑ ӳсӗр пулнӑ, унтан эрех шӑрши аванах кӗнӗ.
Чӑваш Енре туберкулезпа кӗрешмелли «Шурӑ салтак тӳми» уйӑхлӑх пуҫланнӑ. Туберкулезпа кӗрешмелли диспансерта вара тухтӑрсем пациентсене кашни шӑматкун уҫа алӑксен кунӗнче кӗтеҫҫӗ.
Юлашки ҫулсенче республикӑра ҫак чирпе нушаланакансен йышне 11 процент чакарнӑ. Чи пӗлтерӗшли – тухтӑрсем флюорографи тухмалли пирки мӗншӗн ҫине тӑрса асӑрхаттарнине ҫынсем ӑнланнӑ.
Халӗ куҫса ҫӳрекен флюорографсем республикӑри районсем тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ. Вӑл Шупашкарта та пур.
Уйӑхлӑх пынӑ чухне диспансерта тӗрӗсленме, унти тухтӑрсемпе канашлама май пур. Унта уҫӑ алӑксен кунӗ шӑматкунсерен ака уйӑхӗн 24-мӗшӗччен иртӗ.
Ӗнер Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче Пӗтӗм тӗнчери хӗрлӗ-кӑвак куна палӑртнӑ. Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗ эпилепсипе чирлисен кунӗ шутланать.
Хӑйне евӗр куна 2008 ҫулта Канадӑри тӑхӑр ҫулти Кессиди Меган пуҫарса янӑ. Эпилепсипе чирлекенскертен аслисем те, тантӑшӗсем те тӑрӑхланӑ. Хӗрачан хӑй ыттисенчен нимпе те кая маррине кӑтартас килнӗ. Пӗчӗкшерӗн ҫак акци тӗнче шайне тухнӑ.
Чӑваш Енре 1998 ҫултах Ачасемпе ҫамрӑксен эпилепси центрне йӗркеленӗ. Тухтӑрсем ҫине тӑрса сипленине кура пациентсен 80 проценчӗ сывӑ ҫынсемпе танах пурнӑҫпа киленме пултарать. Ку цифрӑна республикӑн Сывлӑх сыхлав центрӗнчен пӗлтереҫҫӗ. 2004 ҫултанпа пирӗн республикӑра эпилеписпе чирлӗ 2500 яхӑн ачана шута илнӗ. Ку йыша ҫулсерен 230-240 ача хушӑнса пырать.
Шупашкарти тухтӑрсем ҫынна сусӑра тухасран ҫӑлса хӑварнӑ. Нумаях пулмасть онкологи диспансерӗн специалисчӗсем кӑткӑс технологиллӗ операци тунӑ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, операцие тӗп тухтӑрӑн ҫумӗ Сергей Гамаюнов, кӑкӑрпа вар-хырӑм онкологи уйрӑмӗн тухтӑрӗсем Владимир Каров тата Сергей Климин тунӑ, Ирина Салмина анестезиолог, Татьяна Карова медсестра хутшӑннӑ.
Пациентӑн ӳпкере усал шыҫӑ пулнӑ. Операци вӑхӑтӗнче унӑн сулахай ӳпкин аялти пайне сыхласа хӑварнӑ. Унччен унашкал пациентсен ӳпкине касса кӑларнӑ, кун хыҫҫӑн вӗсем сусӑр пулса юлнӑ. Халӗ пациента ахаль палатӑна куҫарнӑ ӗнтӗ.
Чӑваш Енри ватӑсем валли Мускавран укҫа уйӑрма йышӑннӑ. Ӗҫлӗ хута РФ Правительствин сайтӗнчи «Документы» ярӑмра ӗнер 14 сехет те 30 минутра пичетленӗ.
РФ Правительствин ертӳҫи Дмитрий Медведев пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 427-мӗш номерпе алӑ пуснӑ хутра Раҫҫейӗн сыхлӑх фондӗнчен РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерствине 4,35 млрд тенкӗ укҫа уйӑрассине каланӑ. Вӑл паллиативлӑ (йывӑр чирлисен асапне ҫӑмӑллатмалли) пулӑшу валли кайӗ.
Ҫак суммӑран Чӑваш Ене те укҫа лекӗ. Пурӗ 49,88 миллион тенкӗ. Сӑмах май каласан, укҫан пысӑк пайӗ — 148 миллион тенкӗ — Пушкӑртстана кайӗ.
Пульницӑсенче паллиативлӑ пулӑшу уйрӑмӗсем уҫнине тата гериаторсем ӗҫлеме пуҫланине специалистсем ҫӗршывра пурӑнакансен кун-ҫулӗ вӑрӑмланнипе сӑлтавлаҫҫӗ.
Комсомольски районӗнчи пульницӑн хирурги уйрӑмне тӗплӗн юсама тытӑннӑ. Юсав ӗҫӗ епле пынине учрежденин тӗп тухтӑрӗ Николай Васильев хӑй тӗрӗслесе тӑрать. Строительсем тӑрӑшакан уйрӑмра шурӑ халатли тахҫан та пӗрре мар, кунсерен пулать иккен.
1985 ҫулта хута янӑранпа пульницӑна тӗплӗн пӗртте юсаман. Палатӑсемпе пӳлӗмсем хальхи вӑхӑтри йӗркепе килӗшсе тӑман. Ку хыпара Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби паян пӗлтернӗ.
Каҫал тӑрӑхӗнчи хирургсене хӑтлӑ тата унта сипленекенсене меллӗ пултӑр тесе республика хыснинчен 30 миллиона яхӑн укҫа куҫарса панӑ. Вӑл тупрапа пӳлӗмсене юсаса ҫӗнетнипе пӗрлех унти ҫутӑ пӑралукӗсене, шывпа канализаци пӑрӑхӗсене, сантехникӑна, ӑшӑтмалли тытӑма ылмаштарӗҫ.
Питӗр хулинче пуш уйӑхӗн 15-16-мӗшӗсенче «Витреоретиналлӑ патологири сиплевӗн паянхи меслечӗсем» ятпа ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. Унта пирӗн республикӑри куҫ тухтӑрӗсем те хутшӑннӑ.
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтерӗшлӗ ҫак мероприятире Республикӑн офтальмологи пульницин тӗп тухтӑрӗ Дмитрий Арсютов, уйрӑмсен ертӳҫисем Татьяна Николаевӑпа Александр Васильев пулнӑ. Чӑваш Енӗн тӗп офтальмологӗ Дмитрий Арсютов конференцие пухӑннисене икӗ докладпа паллаштарнӑ, унсӑр пуҫне Шупашкарти офтальмологи пульницинче ҫеҫ усӑ куракан ӗҫ меслечӗсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Палӑртса хӑвармалла, конференци вӑхӑтӗнче паллӑ тухтӑрсем лекцисем вуланӑ, хальхи оборудованипе ӗҫ хатӗрӗсен куравӗ ӗҫленӗ.
Ҫак шӑматкун, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, республикӑри виҫӗ пульницара уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Ҫак кун республикӑри кардиологи тата наркологи диспансерӗсенче тата Шупашкарти 2-мӗш ача-пӑча клиника пульницинче тухтӑрсенчен канаш ыйтма май килӗ.
Ҫапла майпа шӑматкун наркологи диспансерӗнче тухтӑрсем эрех-сӑра тата наркотик серепинчен епле хӑтӑлмалли пирки каласа кӑтартӗҫ, пациентсене Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Ҫӗмӗрлери диспансерсенче йышӑнӗҫ. Кардиологи диспансерне ҫав кун 8 сехетрен 13 сехетчен ҫитсен чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсем ҫинчен ытларах пӗлме май пулӗ тата артери юн пусӑмне килте епле виҫмеллине ӑнлантарӗҫ. Эгер бульварӗнчи 49-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ ача-пӑча поликлиникинче вара педиатртан, неврологран, офтальмологран, кардиологран, отоларингологран, акушер-гинекологран сӗнӳ ыйтма пулать тата пӗтӗмӗшле анализсем пама юрать.
Паян, пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарта республикӑн ача-пӑча клиника пульницин поликлиникине тӗпрен юсанӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗрен уҫнӑ. Юсав ӗҫӗсене кунта иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче кӳлӗннӗччӗ.
Ҫак пысӑк ӗҫе Раҫҫей президенчӗн сыхлӑх фондӗнчен республика валли 26,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑран тума май килнӗ. Ҫак укҫа пӗтӗмпех поликлиника ҫуртне юсама кайнӑ. Палӑртса хӑварар, ку сыватмӑша 1986 ҫулта хӑпартнӑ, тӗплӗ юсав пӗрре те пулман.
Халӗ юсав ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ май сывлӑх тӗлӗшӗнчен хавшак ачасем валли уйрӑм условисем тунӑ: залсене, кӑритурсене, пулӑшу памалли лаптӑка ҫӗнетнӗ, сусӑр ачасене куҫса ҫӳремешкӗн меллӗ пултӑр тесе ятарлӑ майсем тунӑ, сарлака алӑксем лартнӑ, туалет пӳлӗмне хӑтлӑлатнӑ, пандуссем вырнаҫтарнӑ. Курман-илтмен пациентсем валли Брайль шрифчӗллӗ кӑтартмӑшсем ҫакса хунӑ.
Республикӑри 28 шкулта куҫ ҫивӗчлӗхне сыхлакан пунктсем ӗҫлеме пуҫлӗҫ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлернӗ тӑрӑх, вӗсем ачасен куҫ ҫивӗчлӗхӗ чакнине тупса палӑртма, сиплеме пулӑшӗҫ.
Шкулсенчи медицина пӳлӗмӗнче офтальмомиотренажер-релаксатор, аккомодацие ҫирӗплетмелли аппарат, куҫлӑх-тренажер, Сивцев-Головин таблици вырнаҫтарӗҫ. Ачасем унашкал пунктра 10 кун сипленӗҫ. Вӑтамран 1 ҫынна валли ҫур сехет кирлӗ. Пӗр сехетре 5 ача сипленме пултарӗ.
Шкул ачисен куҫ ҫивӗчлӗхне тӗрӗслемелли проекта икӗ ҫул каялла пуҫарнӑ. Ҫак вӑхӑтра 4 пин ачан куҫне тӗрӗсленӗ, вӗсенчен ҫуррине сипленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |