Шупашкарта тӑхӑр ҫулти ачана ватӑ ҫынна ҫӑлнӑ. Ютскере мар-ха. Хӑйӗн ват асламӑшне (тен, ват кукамӑшне-ши... Вырӑсла пурне те прабабушка теҫҫӗ те) пулӑшнӑ вӑл.
Ватӑ хӗрарӑм урамра персе аннӑ. Ҫӗр ҫине вӑл пуҫӗпе шаплатнӑ. Ача ҫухалса кайман: ӑна пӗрремӗш пулӑшу кӳнӗ, тухтӑрсене чӗнсе илнӗ.
Пӑтӑрмахӗ раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пулнӑ. Шкултан килсен ача урок тума ларнӑ. Ватӑ ҫын килте чылайранпа ҫукки ӑна сисчӗвлентернӗ. Ӑна шырама вӑл урама тухнӑ. Унта вӑл тӑнсӑр врытакан ҫывӑх ҫыннине тупнӑ. Хӗрарӑмӑн пуҫӗ юн тухмаллах аманнӑ. Вӑл тӑн ҫухатнӑ.
Ача ватӑ ҫынна ура ҫине тӑратнӑ. Киле илсе кӗнӗ. Ыраттарнӑ вырӑнне юра алшӑлипе чӗркесе тытнӑ. Кайран вӑл васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене чӗнсе илнӗ. Лешсем пульницӑна илсе кайнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 1-8-мӗшӗсенче Чӑваш Енри пульницӑсем ятарлӑ режимпа ӗҫлӗҫ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви вӗсем валли график хатӗрленӗ.
Раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче – канмалли кун.
Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче – шӑматкунхи график.
2019 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче – канмалли уяв кунӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 2-6-мӗшӗсенче – шӑматкунхи график.
Кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче – канмалли уяв кунӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗ – канмалли уяв кунӗ.
Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче, Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче тата Хулари 1-мӗш клиника пульницинче приемнӑй покойра кӑрлачӑн 1-8-мӗшӗсенче талӑкӗпех медпулӑшу парӗҫ.
Иртсе пыракан ҫул Виталий Петрович Станьялшӑн кӑткӑс пулчӗ. Ҫурла уйӑхӗнче шалкӑм (инсульт) ҫапнипе ӑсчахӑмӑр та поэтӑмӑр Шупашкарти васкавлӑ пулӑшу сыватӑшне лекрӗ. Ун чухне ӗҫ-пуҫ мӗнле ҫаврӑнса тухасси те паллӑ марччӗ. Вӗрентекенӗмӗре ҫӑлса хӑварнӑшӑн Турра тата ҫывӑх ҫыннисене мухтав. Станьял пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ, уншӑн тӑрӑшнӑ, уншӑн кӗлтунӑ, уншӑн пӑшӑрханнӑ ҫынсене пурне те тав.
Кӑшт-кашт самайланнӑ пек пулсанах Виталий Петровичӑн канӑҫсӑр чӗринче ҫак йӗркесем ҫуралнӑ. Йывӑр шухӑшсемпе витерӗннӗ сӑввисене вӑл кӗҫӗн хӗрне — Эрпинесе халалланӑ.
Сыватӑш сӑввисен ярӑмӗпе пӗрле кунта тата икӗ сӑвӑ пичетленет: вӗсенчи шухӑш-кӑмӑл малтанхисемпе пӗр килет.
Кӗҫех Ҫӗнӗ ҫул ҫитет. Унӑн пӗрремӗш кунӗнче Станьялӑмӑр сакӑрвунна каять. Вӑхӑчӗпе саламлӑпӑр-ха. Вӑл пирӗнпе!
Геннадий Дегтярёв
***
Пурнӑҫ хӑвачӗ сулчӑланчӗ,
Шевли килет йӑпӑртлӑха.
Пӑлхавлӑ уйрӑлу саманчӗ
Калать пекех: «Таси паха!»
Каясчӗ чыслӑ та тирпейлӗ,
Йӑлӑхтармасӑр ҫынсене,
Пӗри ӳксен тепри ҫӗклетӗр
Эпир пуҫланӑ ӗҫсене.
Ӗнер, раштавӑн 16-мӗшӗнче, Шупашкарти Мир проспектӗнче пӗр машина ачана ҫапса кайнӑ. Инкеке асӑрхакансем пӗлтернине шута илсе «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) автопорталта хыпарланӑ тӑрӑх, ача ҫул урлӑ светофороӑн симӗс ҫутипе каҫнӑ. Ун ҫине О005ОО21 номерлӗ «Тойота» пырса кӗнӗ.
«Антидилер» халӑх юхӑмӗ (ертӳҫи — Альберт Ильин) пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче руль умӗнчи ҫын ШӖМ ӗҫченӗ пулнине ҫирӗплетнӗ. Инкеке пакунлисем тишкереҫҫӗ тесе ҫырнӑ.
Ачана ҫапса хӑварнине хыпарланине «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «За рулем» автопортал пабликӗнче пысӑк йышпа хӗрсех сӳтсе яваҫҫӗ. Ҫул урлӑ каҫнӑ чух пӑхмалла текенсем те пур, теприсем водителе ятлаҫҫӗ. Ачана пульницӑна илсе кайнӑ иккен. Анчах, пӗри ҫырнӑ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшне укҫа-тенкӗ ҫеҫ кирлӗ, вӗсем ывӑлӗн сывлӑхӗ пирки шухӑшламаҫҫӗ, тухтӑрсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ӑна киле илсе кайнӑ.
Чӑваш Енре кӑҫал усал шыҫӑ чирӗсене тупса палӑртнӑ тӗслӗх 0,6 процент чухлӗ нумайланнӑ. Ҫав вӑхӑтрах юлашки пилӗк ҫулта рака пула вилекенсен шучӗ 7,1 процент таран чакнӑ. Кун пирки РИА Новости (Хыпарсем Раҫҫейри информаци агентстви) пӗлтерет.
Республика ҫакнашкал ҫитӗнӗве епле майпа тума пултарни те паллӑ. Медицина пулӑшӑвне пысӑк технологисене тӗпе хурса пама тытӑннӑ, инновациллӗ скрининг программисене вӑя кӗртнӗ. Унсӑр пуҫне ҫитес ҫул Чӑваш Енре амбулатори мелӗпе онкологи пулӑшӑвӗ паракан тӑватӑ центр ӗҫлеме тытӑнӗ. Тишкернӗ тӑрӑх, ҫакӑ ракран вилессине тата 4,7 процент таран чакарма май парӗ.
Палӑртса хӑвармалла, усал шыҫҫа пула вилнисен хисепӗ кӑҫал 3,4 процент сахалланнӑ. Рака пуҫламӑш тапхӑрсенчех тупса палӑртасси вара 0,2 процент ӳснӗ.
Ӗнер 13 сехет те 50 минутра Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнче ҫул-йӗр инспекторӗпе ҫыхӑннӑ инкек пирки Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Софья Савнеш автор унта ҫырнӑ тӑрӑх, «ҫул урлӑ каҫакан шкул ачине машина ҫапса кайнӑ. Ун ҫине ҫул-йӗр инспекторӗ пырса кӗнӗ».
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви ку ҫул-йӗр ҫинчи инкек ҫинчен ҫӗркаҫ 18 сехет те 2 минутра хыпарланӑ. Машина инкеке лекни тӑрӑх тӗрӗслев пуҫарнине пӗлтернӗ. Анчах ҫул-йӗр инспекторӗ ачана пырса ҫапни тӳрре килмен имӗш. Ҫул урлӑ чупса каҫаканскер ҫине пырса кӗрес мар тесе инспектор ҫул айккинелле пӑрӑннӑ. Ачана ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Шупашкарти пульницӑсенчен пӗрне илсе кайсах тӗрӗсленӗ иккен. Вӑл таса сывах.
Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи «Кӳкеҫ поселокӗн халӑх канашӗ» страницӑра Шупашкар район центрӗнчи стадионти каток ҫине укҫалла кӗртнине пӗлтернӗ.
Пӑр ҫинче хӑйсен конькийӗпе пынӑ ачасене кӗнишӗн укҫа тӳлеттереҫҫӗ иккӗн. Стадионти каток тӳрӗ мар, ярӑнма япӑх тесе пӗлтернӗ. Хоккей курупкинчи пӑр ҫинче ярӑнма хуралҫӑ кӗртмест имӗш.
Тата ҫакна та пӗлтернӗ. Вӑхӑтлӑх ярӑнма коньки илсен 2500 тенкӗ тӳлемелле-мӗн, йӗлтӗршӗн — 4000. Е пӗр-пӗр документ ыйтаҫҫӗ иккен. Салук вырӑнне.
Ҫак хыпара сӳтсе явакансем ачасене ашшӗ-амӑшӗ ун чухлӗ укҫа парса ярасси е документ тыттарасси пирки иккӗленсе калаҫнӑ. Стадион хуҫи — «Улӑп» фикультурӑпа сывлӑх комплексӗ — асӑннӑ ушкӑнра ҫынсене нимӗн те хуравламан.
Раштавӑн 6-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Упи ялӗнче Йӗпреҫри психоневрологи диспансерӗн филалне уҫнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма тӗрлӗ тӳре-шара: республикӑн ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗ Лариса Арсентьева, Красноармейски район администрацийӗ пуҫлӑхӗ
Александр Кузнецов, Упи ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Димитриева, Йӗпреҫри психонервологи диспансерӗн директорӗ Николай Чугаров хутшӑннӑ. Унтан вӗсем пӳлӗмсене пӑхса ҫаврӑннӑ.
Упинчи филиала юсаса ҫӗнетме тӗрлӗ хыснаран 15 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Паян унта 38 ҫын пурӑнать. Ӳлӗмрен йыша 90 ҫынна ҫитересшӗн.
Психоневрологи диспансерӗн филиалне уҫма Красноармейскинчи культура ҫурчӗн халӑх юррин «Хавал» ансамблӗ (ертӳҫи — Чӑваш Енӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Никоноров) та хутшӑннӑ.
Чӑваш Енре ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ВИЧ-инфекциллӗ 274 ҫынна тупса палӑртнӑ, пӗтӗм тапхӑрта вара ҫак мур республикӑри 2877 ҫынна ернӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать.
Кӑҫалхи кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче тупса палӑртнисен йышӗ, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан, виҫӗ ҫын сахалрах. Ҫапла майпа, пӗтӗм ҫӗршывӗпе илсен, Чӑваш Республикинче инфекци ҫаклатасси 2,6 хут сахалрах. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче ВИЧ-инфекциллисен шучӗ 100 пин ҫын пуҫне 19,6 ҫынпа танлашнӑ. Ҫакӑ нумай ҫуллӑх кӑтартӑвӗпе пӑхсан, 43,4% чухлӗ пысӑкрах.
Палӑртса хӑвармалла, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ку анализа республикӑри 248 пин те 300 ҫын панӑ. Иртнӗ ҫулхипе пӑхсан, 11,1% пысӑкрах.
Чӑваш Енри шкулсенче вӗренекенсем апат ҫисе наркӑмӑшланнӑ, ҫав ыйтӑва ЧР Правительство ҫуртӗнче Михаил Игнатьев Элтепер тунтикунхи канашлура сӳтсе явнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Унта Шупашкарти кадет корпусӗнчи виҫӗ ача, Кӳкеҫ лицейӗнчи пилӗк ача шар курнине хыпарланӑччӗ.
Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Кудряшов ачасем апатпа наркӑмӑшланман тенипе Элтепер килӗшменнине телекуравпа та кӑтартнӑччӗ. Чӑн та, Роспортебнадзорӑн республикӑри управленийӗ ҫапла пӗлтернӗ-ха та...
Халӗ эпир тепӗр ҫӗнӗ хыпар илтрӗмӗр. Маларах асӑннӑ министрӑн ҫумӗ Алевтина Федорова Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ тӗрӗслев ирттернине пӗлтернӗ. Чӳк уйӑхӗн 14-19-мӗшӗсенче Кӳкеҫ лицейӗнчен 4 ачана тата 1 аслӑ ҫынна пульницӑна чӑнахах та илсе кайнӑ иккен. Кадет корпусӗнче вӗренекен виҫӗ ача та аптӑраса ӳкнипе пульницӑна лекнӗ. Ачасем шкулти апатпа наркӑмӑшланманах-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |