Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.0 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Ӗҫсӗррисене ытларах тӳлӗҫ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Таисия Ташней 26.03.2020 19:03 | 216 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре

Коронавируса пула пирӗн ҫӗршывра та, Чӑваш Енре те ҫирӗп мерӑсем йышӑнчӗҫ. Республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян ятарлӑ хушу кӑларнӑ. Коронавирус, малтан шухӑшланӑ пекех, экономикӑн пур отрасльне те пырса ҫапрӗ. Ҫавна тӗпе хурса ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин социаллӑ пурнӑҫпа ҫыхӑннӑ хушма мерӑсем йышӑнасси пирки ӗнер пӗлтерчӗ. Ҫавсен шутӗнче ӗҫсӗрлӗх пособийӗпе ҫыхӑнни те пулчӗ. Ӗҫсӗррисене тӳлекен ҫак пособин чи пысӑк виҫи 8 пин тенкӗччӗ. Малашне ӑна 1,5 хута яхӑн ӳстерӗҫ.

Раҫҫей Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ йӗрке ака уйӑхӗнчен вӑя кӗрӗ.

Ӗҫсӗррисене тӳлекен пособи виҫи 12 пин те 130 тенкӗ (ку вӑл – пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк укҫа виҫи) пулӗ.

Пенси ҫулне ҫывхаракан ӗҫсӗр ҫынсене тӳлекен виҫе те ҫавӑн чухлех пулӗ. Хальлӗхе унӑн виҫи – 11 пин те 280 тенкӗ.

#сывлӑх, #пособисем, #укҫа-тенкӗ, #чир-чӗр

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ҫӑкӑр та, кӗрпе-макарон та пӗтмӗ
2020, 03, 19
Коронавирусран сипленес тесен эрех-сӑра ӗҫмелле мар, пирус туртмалла мар
2020, 03, 20
Гуманитари институтне ют ҫынсене кӗртмӗҫ
2020, 03, 23
Аслӑ ӑрурисен карантинта пулмалла
2020, 03, 25
Ҫитес эрнере кантарма йышӑннӑ
2020, 03, 25

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org