Чӑваш Енре куҫса ҫӳрекен ФАПсене ӗҫлеттерме тытӑнасшӑн. Патшалӑх закупкисен сайтӗнче вӗсене туянасси пирки пӗлтернӗ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, автобуссен е грузовиксен «Хӗрлӗ хӗрес» эмблема, «Медицина служби» тата «Фельдшерпа акушер пункчӗ» тесе ҫырни пулмалла.
Кунсӑр пуҫне куҫса ҫӳрекен ФАПсен гинекологи пуканӗ, электрокардиограф, аслисене тата 1 ҫул тултарман ачасене виҫмелли хатӗр, тонометр, наркӑмӑшлӑ тата вӑйлӑ витӗмлӗ эмелсене упрамалли сейф, дефибриллятор-монитор, экспресс-анализатор, санитари наҫилккисем, ӳпкене вентиляци тумалли аппарат пулмалла.
Кунашкал ФАПсене 16 пульницӑна парӗҫ: Пӑрачкав, Йӗпреҫ, Муркаш, Шупашкар, Улатӑр, Вӑрнар, Комсомольски, Элӗк, Патӑрьел, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Тӑвай, Красноармейски районӗсенчи пульницӑсене.
Шупашкарта ӗнер, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, пиллӗкри ача машина айне лекнӗ. Турра шӗкӗр, сывлӑхне ытлашши сиен кӳмен. Пульницӑна илсе кайнӑ хыҫҫӑн сывлӑхне тухтӑрсем тӗрӗсленӗ те киле янӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек Хусанкай урамӗнче каҫхи ултӑ сехет тӗлӗнче пулнӑ. «Киа Спектра» автомобиль хуҫи каланӑ тӑрӑх, амӑшӗпе ачи ҫул ҫинчи «зебра» текен вырӑна кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ. Машина хытӑ кайман пулин те хӑвӑрт чарса ӗлкӗреймен.
Инкекӗн чӑн сӑлтавне пакунлисем палӑртӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче водительсене ҫеҫ мар, ҫуран ҫӳрекенсене те тимлӗ пулма чӗнсе калаҫҫӗ. Ҫул урлӑ каҫиччен ҫывӑхра машинӑсем пуррипе ҫуккине пӑхмалла.
Васкавлӑ медпулӑшу ӗҫченӗсем лӑпкӑ ӗҫлеччӗр тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Ара, вӗсен темӗнле ҫынпа та тӗл пулма тивет ахӑртнех.
Медицина катастрофисен тата васкавлӑ пулӑшу центрӗ «03» бригадӑсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерӗ. Васкавлӑ медпулӑшу фельдшерӗсене кӑкӑр ҫине ҫакмалли камера парӗҫ, вӑл вӗсене те, пациентсене те ӳкерӗ. Хальлӗх ку проект пирӗн республикӑра сӑнав режимӗнче ӗҫлӗ.
Кунсӑр пуҫне васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем валли ятарлӑ программа хатӗрленӗ: вӑл пулӑшу кирли пирки сигнал ярать. Хатӗр тухтӑрсен бригади ӑҫта пулнине палӑртать, вара вӗсем патне ҫийӗнчех полици ҫитет. Палӑртмалла: медпулӑшу машинисенче тревога ямалли пускӑч та пур.
Пӗрисем хуҫасӑр йытӑсене шеллемелле, вӗсене хӳтӗлемелле тесе шухӑшланӑ чухне теприсене ҫак чӗрчунсем шар кӑтартаҫҫӗ. Килте усракан чӗрчунсене, сӑмах май каласан, самолетра багаж уйрӑмӗнче мар, пассажирсемпе пӗрле лартса ҫӳремелле тесе кастаракансем те пур.
Кӳкеҫре пурӑнакансем вара хуҫасӑр йытӑсем пирки вӗҫӗмех шавлаҫҫӗ. Асӑннӑ поселокӑн тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи пабликра кун пирки темиҫе те ҫырчӗҫ. Кӳкеҫ поселокӗн администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хуҫасӑр йытӑсене тытса та ҫӳренӗ.
Кӳкеҫре ӗнер каҫхи сакӑр сехет тӗлӗнче пӗр ҫамрӑка йытӑ ҫыртнӑ. Хайхи малтан ҫамрӑка йӗрлесе пынӑ иккен, каярах ҫӗре туртса антарнӑ, ҫыртнӑ. Юрать, ҫывӑхри автомойкӑра ӗҫлекенсем чупса пынӑ, каччӑна пулӑшнӑ.
Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан хӗрарӑм хӑйӗн ачине вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫавна май халӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем РФ Пуҫиле кодексӗн 106-мӗш статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Асӑннӑ статьяра тин ҫеҫ ҫуралнӑ ачана амӑшӗ вӗлернишӗн явап тыттарма пӑхса хӑварнӑ.
РФ Следстви комитечӗн управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 34-ри хӗрарӑм нумаях пулмасть ача ҫуратма пултарни пирки право хуралҫисене тухтӑрсем систернӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн тӗпчев пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кӑнтӑрла мунчара хӗрача ҫуратнӑ. Унтан ӑна вӑл полиэтилен хутаҫа чиксе хурса ҫыхса лартнӑ та шыв пухӑнмалли шӑтӑка пытарнӑ. Ҫапла вара пӗчӗкскер чыхӑнса вилнӗ.
Мускавра Пӗтӗм Раҫҫейри тухтӑрсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. Каласа хӑвармалла: тухтӑра хакланӑ чухне 2018 ҫулхи ӗҫ-хӗлне шута илнӗ. Чи лайӑххисене «Ҫын тата эмел» конгреспа килӗшӳллӗн чысланӑ.
Питӗ кӑмӑллӑ: Чӑваш Енри виҫӗ тухтӑр вӗсен йышне кӗме пултарнӑ. «Чи лайӑх тухтӑр-психиатр» номинацире пӗтӗмӗшле психиатри уйрӑмӗн заведующийӗ Анна Филимонова ҫӗнтернӗ. «Медицина реабилитацийӗн чи лайӑх тухтӑрӗ» номинацире Республикӑри клиника онкологи диспансерӗн реабилитаци уйрӑмӗн заведующине Надежда Шаржановӑна чысланӑ. Чи лайӑх педиатр ятне Улатӑр районӗн тӗп пульницин участковӑйӗ Ольга Егорова тивӗҫнӗ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн иккӗмӗш тапхӑрне Чӑваш Енри 17 тухтӑр лекнӗ. Конкурсӑн тӗп комиссийӗ финалистсен ячӗсене ҫӗртме уйӑхӗнче пӗлтерӗ.
Шупашкарти тухтӑрсем усал шыҫӑпа чирлӗ 55 ҫулти арҫынна кӑткӑс операци тунӑ. Унӑн чӗлхине тӗпӗ-йӗрӗпе касса илсе ҫӗннине лартса панӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак арҫыннӑн тӑваттӑмӑш тапхӑра куҫнӑ усал шыҫӑ пулнӑ, чӗлхи пӗтӗмпех юрӑхсӑра тухнӑ. Ҫавна май тухтӑрсем ӑна касса илме, хӑйӗн ӳт-мышципе усӑ курса ҫӗннине лартса пама йышӑннӑ. Ку операци чӑннипех питӗ кӑткӑс шутланать-мӗн, ҫавна май пур центрта та ун йышши операцисем тумаҫҫӗ.
Каласа хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, асӑннӑ операци ӑнӑҫлах иртнӗ. Халӗ арҫыннӑн хими-пайӑрка сиплевӗ витӗр тухмалла, хӑй тӗллӗн апатланма тата калаҫма хӑнӑхмашкӑн реабилитаци тапхӑрне тӳссе ирттермелле. Врачсем хушнине пурнӑҫласа пырсан вӑл чиперех калаҫма, ҫиме пултарӗ.
Республикӑри клиника пульницинче хальхи йышши магнитлӑ резонанс томографӗ вырнаҫтарнӑ. Республикӑра кунашкалли пӗрре кӑна. Вӑл пулӑшнипе тӗрлӗ чир-чӗре тупса палӑртма пулать.
Республикӑри клиника пульницин тухтӑр-рентгенологӗ Сергей Иванов каланӑ тӑрӑх, томограф пулӑшнипе 1 миллиметр таран та ӳсмен усал шыҫҫа тупса палӑртма май пур. Эппин, ку пульницӑра усал шыҫҫа малтанхи тапхӑрӗнчех асӑрхӗҫ. Ҫавӑн пекех пуҫ мимин тата ҫурӑм шӑммин сӑссин чирӗсем те палӑрӗҫ. Томограф шӑмӑсене те тӗплӗн «тишкерӗ», чир-чӗре тӳрех тупса палӑртӗ.
Пациентсем ҫӗнӗ хатӗре хӑйсем ҫинче тӗрӗслесе курнӑ ӗнтӗ. Ҫӗнӗ томограф сахал мар пациентӑн пурнӑҫне ҫӑлма пулӑшӗ.
Паян ирхине РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерствин, Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина учрежденийӗсен ӗҫченӗсем Шупашкарти кӳлмеке хускану тума пухӑннӑ. Пӗтӗмпе 600 яхӑн ҫын пухӑннӑ.
Медицина ҫыннисем шӑматкун хускану тума тухасси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Вӗсем Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх кунне халалланӑ «Пурнӑҫ патне – 10 пин утӑм» акцие хутшӑннӑ.
Зарядка 9 сехетре пуҫланнӑ, ӑна республикӑри фитнес-аэробика федерацийӗн элчисем ирттернӗ. Медицина ӗҫченӗсем хусканусем тунӑ хыҫҫӑн уҫӑлса утнӑ.
Сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов пӗлтернӗ тӑрӑх, медицина ӗҫченӗсем хускану кунне пиллӗкмӗш уйӑх ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Енре гериатри службине аталантарасси пирки эпир икӗ ҫул каяллах пӗлтернӗччӗ. Унтанпа сахал мар шыв-шур юхса иртрӗ. Халӗ Республикӑри гериатри центрне уҫнӑ.
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ку учреждение Вӑрҫӑ ветеранӗсен клиника госпиталӗнче ӗҫлеттерсе янӑ. Ӑна Нина Сидорова ертсе пырать.
Гериатри центрӗнче ватлӑх астенийӗ пуҫланнӑ пациентсене консультаципе медицина пулӑшӑвӗ кӳреҫҫӗ. Ватӑсене пӑхакансем тата ватӑсем валли шкул та йӗркеленӗ.
Гериатри центрӗнче — талӑкӗпех выртмалли 20 койка-вырӑн.
Сӑмах май, юлашки 7 ҫулта пирӗн республикӑри ҫынсем вӑтамран 3,2 ҫул нумайрах пурӑнаҫҫӗ. Этем ӗмӗрӗ вӑтамран 73,5 ҫулпа танлашать. 60 ҫул урлӑ каҫнисем республикӑра — 255 пин ытла. Ку вӑл халӑхӑн пӗрре пиллӗкмӗш пайӗ пулать. 85 ҫултан 18 399 ҫын иртнӗ, 100-тен — 100 ҫын.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |