Сывлӑх
![]() gorodok-tlt.ru сӑн «Известия» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ коронавирус ачасемпе ҫамрӑксене сайра хутра ерет. Ҫакна Китай Халӑх Республикинчи чирсене тӗрӗслекен тата вӗсен тӗлӗшпе профилактика ирттерекен центр тӗпченӗ. Экспертсем чирленӗ 70 пин ытла тӗслӗхе тишкернӗ. 0-10 тата 10-19 ҫулсенчи ҫынсем чирлес хӑрушлӑх 1 процент ҫеҫ-мӗн. Анчах вирус ачасемпе ҫамрӑксемшӗн чӑннипех те хӑрушлӑх кӑларса тӑратманни пирки 100 проценчӗпех ҫирӗплетсе калама пулмасть-ха, ку ыйтӑва тӗплӗнрех тишкермелле. Чулхулари патшалӑх университечӗн биологи тата биомедицина институчӗн директорӗ Мария Ведунова шутланӑ тӑрӑх, ачасемпе ҫамрӑксен организмӗ коронавирусран лайӑхрах хӳтӗленет. Кун пек ватӑ ҫынсем пирки калама ҫук: ҫулсем иртнӗҫемӗш ҫыннӑн организмӗ хавшаса пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |