Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 56 ҫулти хӗрарӑм упӑшкине ҫатмапа пуҫӗнчен тата питӗнчен ҫапнӑ. Тимӗр ҫатма ачашламасть ҫав ӗнтӗ — арҫын пульницӑра сипленмеллех аманнӑ.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Арҫын ӳсӗр пулнӑ. Ӗҫекен ҫын никама та савӑнтармасть те, арӑм чӑтайман курӑнать. Упӑшкине тарӑхнипе вӑл алла тимӗр ҫатма ярса илнӗ. Унпа икӗ хутран кая мар ислетнӗ.
Аллине ирӗке янӑ хӗрарӑма нумаях пулмасть суд тунӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 1 ҫул та 6 уйӑхлӑха айӑплама йышӑннӑ, сӑнав вӑхӑтне икӗ ҫул тесе палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне хӗрарӑмӑн упӑшки пульницӑра сипленнишӗн укҫа тӳлемелле. Обязательнай медицина фондне. 31 пин тенке яхӑн. Пульницӑра сипленнин тӑкакӗ ҫавӑн чухлӗ пухӑннӑ иккен.