Сывлӑх
![]() Шупашкарти онкологи диспансерӗн — ҫӗнӗ ертӳҫӗ. Ку пукана 41 ҫулти Алексей Казаков йышӑннӑ. Ҫӗнӗ тӗп тухтӑрпа коллектива паллаштарма ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов килнӗ. Алексей Казаков онкодиспансерта 2015 ҫултанпа ӗҫлет. Унччен вӑл тӗп тухтӑрӑн сиплев енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ. Алексей Александрович И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн медицина факультетне «сиплев ӗҫӗ» специальноҫпе пӗтернӗ, унтан «хирурги» тата «онкологи» специальноҫӗсемпе интернатурӑра вӗреннӗ. Аса илтерер: онкодиспансерӑн тӗп тухтӑрӗ пулнӑ Лидия Воропаева суд сакки ҫине ларнӑ. Ӑна ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн айӑпланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |