2012 ҫултанпа Чӑваш Енре «Земство тухтӑрӗ» программӑпа 430 яхӑн тухтӑр яла ӗҫлеме кайнӑ. Пӗлтӗр «Земство фельдшерӗ» программа ӗҫлеме тытӑннӑ – 32 фельдшер ялта ӗҫ вырӑнӗ тупнӑ. Кӑҫалтан «Земство фельдшерӗ» программӑпа акушерсемпе медицина сестрисем те яла ӗҫлеме кайма пултарӗҫ.
Ҫакна ӗнер, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче йышӑннӑ. Тӳлеве тӗллевлӗ килӗшӳпе вӗреннӗ медицина ӗҫченӗсем те тивӗҫеҫҫӗ.
Палӑртмалла: кӑҫал РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пирӗн республикӑран 65 тухтӑр тата 41 фельдшер заявкине ырланӑ. Каласа хӑварар: яла ӗҫлеме кайнӑ тухтӑрсене – 1 миллион тенкӗ, фельдшерсене (унта халӗ акушерсемпе медицина сестрисем те кӗреҫҫӗ) 500 пин тенкӗ параҫҫӗ.