Сывлӑх
![]() Сывлӑха тӗрӗслеттерсех тӑмалла та... 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пирӗн ҫӗршывра ҫынсене массӑллӑ диспансеризаци кӑлараҫҫӗ. РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерствин йышӑнӑвӗпе пулса пыракан ҫак тӗрӗслев вӑхӑтӗнче 21 ҫулран аслӑраххисен сывлӑхне хаклаҫҫӗ. Аса илтерер, кӑҫал 1996, 1993, 1990, 1987, 1984, 1981, 1978, 1975, 1972, 1969, 1966, 1963, 1960, 1957, 1954, 1951, 1948, 1945, 1942, 1939, 1936, 1933, 1930, 1927, 1924, 1921, 1918-мӗш ҫулсенче ҫуралнисен сывлӑхне тӗрӗслеҫҫӗ. Шупашкар районӗнчи Кӑрмӑшри ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакан кинеми-мучисен сывлӑхне те пӑхсах тӑраҫҫӗ. 12 ватӑ диспансеризацин пӗрремӗш тапхӑрне тухнӑ май тӗрлӗ анализ панӑ. Кӗҫех вӗсене терапевт йышӑнӗ, анализсене кура кашнине уйрӑмшар сӗнӳ-канашпа пулӑшӗ. Чире вӑхӑтра палӑртни ӑна шала ярасран асӑрханма май парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |