Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ҫул пуҫламӑшӗĔмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнекеПăва çулĕ çинчеПирвайхи юратуПурăнас килетКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнекеҪул юлташӗ

«Кăвак çулăм»


Ĕлĕкрех, вутта каймашкăн,

«Хурçă урхамах» ыйтмашкăн

Кантура хутланă Павăл.

Тивĕçмен машина явăл.

Те сăмси кăшт кукăр пулнă,

Çавă вăхăт хыçа юлнă.

Вăхăт ыткăнчĕ мала, —

Ырлăх çитрĕ халь яла.

«Кăвак çулăм» ăшăтайрĕ

Килсерен кĕре-кĕре.

Савăнăç юрри шăратрĕ

Ял çынни кĕрекере.

Сивĕ, шартлама хĕл кунĕ

Хăратаймĕ Павăла…

Ма тесессĕн çулăм çунĕ

Ăшăтса тăван яла.

«Куçăмран пăхма хăймасăр...»


Куçăмран пăхма хăймасăр

Эс иртетĕн ман çумран.

Эп сана ытараймасăр

Тинкеретĕп çывăхран.

 

Эс çӳçе çиветлемесĕр

Пуçтаратăн çавăрса.

Çеп-çемçе сар ункă евĕр

Вăл тăрать сан курăнса.

 

Куç илми пăхса юлатăп

Яштака кĕлеткӳне.

Юрататăп, юрататăп

Сар кăтраллă пикене.

Ман пата эс килме пултарсан


Ман пата эс килме пултарсан,

Эп пулăттăм чи телейли.

Эпĕ калăттăм эс чуп тусан:

Çук пĕр çын та санран илемли.

 

Ун чухне пгур юра хăпăтса

Пахчара мăкăньсем çĕкленсен,

Юрату хăватне ăнланса

Эпĕ опера çырăттăм, тен.

 

Ун чухне шăнкăрчсем шăхăрса

Раштаврах килессе Индирен

Чĕререн савăнса, хумханса

Ĕненме эпĕ пуçлăттăм, тен.

 

Ман пата эс килме пултарсан,

Йыттăм пуçлĕччĕ, тен, ташлама.

Купăс калĕччĕ пуль ват автан.

Сăвă çырĕччĕ, тен, хурама.

Аля


Аля ялти ĕне ферминче ĕçлет. Шкул пĕтернĕ хыççăн ниçта та каймарĕ вăл. Пысăк çемьери иккĕмĕш ача. Асли, пиччĕшĕ, шкул пĕтернĕ хыççăнах хулана тухса кайнă. Альăн ирĕксĕрех амăшне пулăшма юлмалла пулчĕ. Амăшĕ ахаль те фермăра ырми-канми ĕçлет. Киле апат çиме килсе каять те... каллех фермăна. Аля мĕн пĕчĕкренех амăшне килти ĕçсене тума пулăшнă, фермăна та кайнă. Халĕ те амăшне шеллерĕ: тăван ялтах ĕçлеме юлчĕ.

Ытарма çук илемлĕ Пушкăрт тăрăхĕ. Альăсен ялĕ лапам вырăнта сарăлса выртать. Юнашарах çутă кӳлĕ. Вăрман. Авкаланса Шур Атăл шывĕ юхать. Çаран умĕнче — çӳллĕ ту. Çак ту патне ача-пăча çĕр çырли пуçтарма çӳрет. Çырли вара лаптăкĕ-лаптăкĕпе сарăлса выртать. Пĕчĕк куркапа кайнине астумасть Аля, кашнинчех витри-витрипе татса килнĕ.

Ачалăх кунĕсем... Епле хăвăрт иртеççĕ иккен вĕсем. Аля та çемьере çитĕннĕ çын шутланать. Пысăк çемьере ашшĕ-амăшĕн пĕр шухăш — ӳссе пĕве кĕнĕ ывăл-хĕрне тивĕçлĕ çемье çавăрма пулăшасси. Ун пек чухне аслă хĕрĕ качча часах каяймасан, ыттисене те чăрмантарма пултарнă. Альăн амăшĕ те мăкăртатма пуçларĕ: качча кайса вырнаçман хĕрĕн усси çук, имĕш.

Малалла

Чăвашла калаçар


Кам-ши, кам пахчара

Сас кăларчĕ ара?

Сăмахссм шăрçалать.

Ку вăл лăпкă çăка,

Çĕнĕ вăрлăх акать —

Чăвашла калаçать.

 

Хулара шăй та çуй —

«Еткерпе» акатуй,

«Канаш» ятлă хаçат,

Шупашкар хулине

Кумнă май Кулине

Чăвашла калаçать.

 

Çӳпĕ-çап хăш чухне

Мăкатать чĕлхене,

Илтĕнет çăт та çат...

Çутă çăлтăр сиссе,

Аякран куç хĕссе,

Чăвашла калаçать.

 

Чĕмпĕрти хурăнташ,

Çывăх тус е юлташ,

Пĕр сăмахлă пулар:

Трамвайра тĕл пулсан:

Савăнса, янратса

Чăвашла калаçар.

«Каяр-и кăмпана, ман савнă мăшăр...»


Каяр-и кăмпана, ман савнă мăшăр,

Тепре çĕтсе çӳрер-и чăтлăхра.

Тупсаттăмăр унта сап-сарă мăйăр —

Хунавĕ халĕ хамăр пахчара.

 

Хитре иккен Карай, Тусай вăрманĕ,

Пилешĕ те, паланĕ те пылак!

Эй, хамăр та кăшт шухăрах пулман-и —

Юрать-ха çул кăтартрĕ пĕр чакак.

 

Авăссемпе ача пек калаçар-и,

Йăваланар-и курăк хушшинче!

Пире курса чипер çерçи пасарĕ

Татах шавлатăр хурăн тăрринче.

 

Тен, йывăçсем унта паян та йăвă,

Пире кĕтет-тĕр ватăлман чакак.

Хĕпĕртесе каллех, тен, çырăп сăвă.

Пилеш çырли, тен, халĕ те пылак.

 

Каяр-и кăмпана, ман савнă мăшăр,

Çĕтсе çӳрер-и хамăр чăтлăхра!

Хутаçĕпех, тен, тупăпăр сар мăйăр —

Вун çичĕ шĕшкĕ ӳстĕр пахчара.

Ют çын


Хĕреслĕ çул юппи кĕрлевлĕ.

Хĕп-хĕрлĕ çутă — çынсене

Хĕссе хурассăн пĕвеленĕ:

Çурхи шыв пек, йыш ӳсĕнет.

 

Çурхи шывра куçран пытанмĕ

Мăн пĕрене е вĕт çӳп-çап...

Çак ушкăнра кашни пĕр тан-мĕн,

Курмастăп уйрăмлăх та чап.

 

...Сĕм суккăр çумрине, тен, сисĕç?

Шак-шак! шаккать вăл туйипе.

Сасартăк çутă пулчĕ симĕс —

Пĕве тапраннăн туйăнчĕ.

 

Юлать сар куçлăхлă этем çеç

Чĕлхесĕр евĕр шаккаса,

Çынсем унран иртсе пĕтеççĕ —

Кам пулăшма илет аса?

 

Пĕри, темскер манса хăварнăн,

Вăрт çаврăнчĕ те каялла

Пырса кĕç çавăтрĕ тăванлăн

Çав ют çынна — мухтан, хула!

 

Никам та хăлхине чикмерĕ

Чĕре таппи пекех сасса.

Пĕр çын анчах — илтсе — чиперрĕн

Ăна илейрĕ уйăрса.

 

«Урам» хутне те кĕрекенĕ

Илтет пулех чун-чĕрипе.

Тăм савăтпа телей çĕкленĕн

Каçаççĕ иккĕн ерипе.

 

Ылмашрĕ çутă, хăлĕ — сарă,

Мĕлтлетрĕ вăл та — сӳнесле...

Машинăсем ӳле пуçларĕç,

Сиксе ларас чĕрчунсемле...

Анне сехечĕ


Туяннă-мĕн стена сехечĕ

«Ача укçи» илсен анне.

Кунне-çĕрне пĕлми ĕçлетчĕ

Васкатнăн вăхăта манне.

 

Хăй самаях сулмак пуканлă,

Тăват упа — çамки çинче.

...Халь ак, мăнтарăн, тупнă канлĕх —

Шап-шур каланккă хыçĕнче.

 

Çинçе вăчăринчен çаклатнă

Анне тем пысăкăш çăра.

Ăна вăл пулăшсах йăпатнăн

Хистенĕ ĕçлеме вăрах.

 

Ачалăха илмен-ши тетĕп

Унпа асамлăн питĕрсе?

Унта часах пырса кĕретĕп

Асилӳпе уçма пĕлсе:

 

Каллех шкула ирех васкатăп,

Çулла çӳретĕп кĕтӳре,

Темскер шыратăп та тупатăп,

Вĕçес кклет çӳл тӳпере...

 

Ак тамаша, такам юсанăн

Пуçларĕ шаккама сехет.

...Çук çав, ăш-чик вăркать те манăн

Чĕремçĕм хытăрах сикет...

Парнеллĕ пултăм


Пĕррехинче эпĕ пасара кайма шутларăм. Унта вăрман витĕр каймалла. Утса пынă чухне темĕнле чултан такăнтăм. Чул çине çапла çырса хунă:

«Сылтăмалла кайсан юлташна ырă ĕç туса савăнтарăн.

Сулахаялла кайсан тусна çухатан.

Тӳрĕ кайсан илемлĕ тетте тупатăн».

Манăн, паллах, юлташăма ырă ĕç туса савăнтарас килетчĕ, анчах эпĕ тетте тупас шутпа тӳрĕ çулпа кайрăм.

Утса пынă чухне манăн алă çине йывăç çинчен темскер ӳкрĕ. Мулкач иккен. Хитрескер, çăмламасскер.

— Эсĕ мĕн ятлă? — ыйтрĕ вăл манран.

— Наташа.

— Атя, иксĕмĕр туслашар.

— Туслашар эппин.

Эпĕ мулкача киле илсе кайрăм, ăна ăшă пӳлĕм уйăрса патăм.

Вăл халĕ те ман патра пурăнать.

Пăшăл-пăшăл


Çулçăсем

Чăштăр-чăштăр пăшăлтатрĕç,

Вăштăр-вăштăр çил вăркать.

Çăлтăрсем

Каччă куçенче çуталчĕç —

Хĕрен пуçĕ çаврăнать.

 

Кăкшăмра

Туй сăри ăнса алхасрĕ,

Пăчăр-пăчăр çĕкленет.

Урамра

Яш каччă купăс тăсрĕ —

Метр çурă сиктерет.

 

Пăянам

Ывăнмасăр çимĕç лартрĕ,

Кăштăр-кăштăр чупкалать.

Пăятам

Ĕнсине йĕрсем хăварчĕ,

Кăтăр-кăтăр хыçкалать.

 

Йĕкĕреш,

Тĕнчене сăнаççĕ иккĕн

Лăстăр-лăстăр сăпкара.

Шĕкĕрех,

Пурăнатпăр улттăн-çиччĕн

Шăкăл-шăкăл кил-йышра.

■ Страницăсем: 1... 443 444 445 446 447 448 449 450 451 ... 796