Аля
Аля ялти ĕне ферминче ĕçлет. Шкул пĕтернĕ хыççăн ниçта та каймарĕ вăл. Пысăк çемьери иккĕмĕш ача. Асли, пиччĕшĕ, шкул пĕтернĕ хыççăнах хулана тухса кайнă. Альăн ирĕксĕрех амăшне пулăшма юлмалла пулчĕ. Амăшĕ ахаль те фермăра ырми-канми ĕçлет. Киле апат çиме килсе каять те... каллех фермăна. Аля мĕн пĕчĕкренех амăшне килти ĕçсене тума пулăшнă, фермăна та кайнă. Халĕ те амăшне шеллерĕ: тăван ялтах ĕçлеме юлчĕ.
Ытарма çук илемлĕ Пушкăрт тăрăхĕ. Альăсен ялĕ лапам вырăнта сарăлса выртать. Юнашарах çутă кӳлĕ. Вăрман. Авкаланса Шур Атăл шывĕ юхать. Çаран умĕнче — çӳллĕ ту. Çак ту патне ача-пăча çĕр çырли пуçтарма çӳрет. Çырли вара лаптăкĕ-лаптăкĕпе сарăлса выртать. Пĕчĕк куркапа кайнине астумасть Аля, кашнинчех витри-витрипе татса килнĕ.
Ачалăх кунĕсем... Епле хăвăрт иртеççĕ иккен вĕсем. Аля та çемьере çитĕннĕ çын шутланать. Пысăк çемьере ашшĕ-амăшĕн пĕр шухăш — ӳссе пĕве кĕнĕ ывăл-хĕрне тивĕçлĕ çемье çавăрма пулăшасси. Ун пек чухне аслă хĕрĕ качча часах каяймасан, ыттисене те чăрмантарма пултарнă. Альăн амăшĕ те мăкăртатма пуçларĕ: качча кайса вырнаçман хĕрĕн усси çук, имĕш.
Пĕр кунхине Аля фермăна выльăхсем пăхма юлчĕ. Хĕрсем çапла черетпе сыхлама юлатчĕç. Ĕне пăхаканскер, фермăна пĕр палламан çамрăк çын килнине асăрхарĕ. Кӳршĕ ял ачи иккен. Паллашрĕç. Вася ятлă, тракторист. Колхоз ĕçĕпе Альăсен ялне килнĕ. Аля малтан ним ех те ăнланмарĕ: тем туса çӳрет ку ача фермăра.
Нумаях та вăхăт иртмерĕ Аля патне евчĕсем килчĕç. Кӳршĕ ял ачине тупса парасшăн. Леш каччă кам пулнине тинех ăнланчĕ хĕр, ăна пăхма пынă-çке вăл фермăна. Питĕ килĕштернĕ, тет, çавăнпа евчĕсем янă.
Тепĕр икĕ уйăхран Аля качча тухрĕ. Нимех те ăнкарса илеймерĕ çирĕмри хĕр — арăм пулса та тăчĕ. Çемьеллĕ пурнăç пуçланчĕ. Çĕнĕ кин мăшăрĕпе унăн амăшĕсем патĕнче пурăнать. Каллех фермăра ĕнесем пăхать. Кунĕпе ĕçре, киле те каçалапа çеç таврăнать. Кăмăлĕ те уçăлмасть, савăк кулă та палăрмасть пичĕ çинче. Тăван амăш патне кайса килсен те лăпланаймасть. Амăшĕ хĕрнех вăрçать: «Пĕр кайнă — пурăн!» — тет.
Аля каялла пăраха-пăраха та кайса пăхрĕ, амăшĕ ăна каллех упăшки патне леçсе ячĕ. Е мăшăрĕ пырса илет. Вася Альăна питĕ кăмăллать, ăна хăй патĕнчен ниçта та ярасшăн мар. Вăл вăтăр çулта, Аля — çирĕмре. Юратса курман çамрăк кăмăла Вася хăй майлă çавăраймарĕ. Альăн та чăтăмлăхĕ пĕтрĕ: çур çултан Ĕпхӳ хулине тухса тарчĕ.
Мăшăрĕ те, унăн çемйи те, ял çыннисем те питĕ юрататчĕç ăна. Нихăçан та пĕр сивĕ сăмах каласа курман. Вĕсен ача та çуралмарĕ. Çыхса-тытса тăраканни çакă пулчĕ те ĕнтĕ. Ача çук — тытса чаракан та çук.
Аля çĕнĕ çĕрте пысăк завода ĕçе кĕрсе вырнаçрĕ. Тĕрĕссипе ĕç тупма ашшĕн йăмăкĕ, мăнаккăшĕ, пулăшрĕ. Общежити те пачĕç. Аля çĕнĕ пурнăçпа, хула пурнăçĕпе, паллашма пуçларĕ. Пур те уншăн тĕлĕнмелле: хула та, çыннисем те. Ялтан килнĕ хĕре капмар завод хăйĕн шăв-шавĕпе тĕлĕнтерчĕ. Вĕçĕ-хĕррисĕр станоксем кĕрлеççĕ. Пур çĕрте те палламан çынсем. Нихăçан та кунта ĕçлеме вĕренеймессĕн туйăнчĕ чăваш хĕрне.
Тăрăшуллă, нимле ĕçрен те хăраманскер, çĕнĕ ĕçе те хăвăрт хăнăхрĕ. Юлташсем те тупăнчĕç. Пĕрле ĕçлекен хĕрсем, пурăнма та пĕр пӳлĕмрех пурăнма пуçларĕç. Чĕрене ыраттаракан шухăшсем те сирĕлчĕç.
Уйрăлса кайнă хыççăн ашшĕпе амăшĕ Альăна питĕ çилленнĕччĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн вĕсен кăмăлĕсем те çаврăнчĕç. Хĕрне тăван яла килсе çӳреме ирĕк пачĕç. Çапла пĕр хушă вăл лăпланса пурăнчĕ.
Тепĕр пилĕк çул сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ: хулапа паллашрĕ, юлташĕсемпе кинона, тĕрлĕ уявсене çӳрерĕ, тытăннă пур ĕç те ăнса пычĕ. Ăна пурте юратаççĕ, ĕçре хисеплеççĕ.
Юлашки çулсенче Аля спортпа туслашрĕ. Ир-ирех хĕр-тантăшĕсене вăратать, стадиона илсе тухать. Хăй ĕçлекен цехри çамрăксене заводра тата хулара иртекен спорт вăййисене хутшăнма явăçтарать. Çав тери тăрăшуллă хĕре цехра спорт енĕпе ертсе пыракан пулма суйларĕç. Уçă кăмăллă, çивĕч чĕлхеллĕ Альăна ĕçре пысăк çемье хăйĕн йышне илчĕ.
Пĕррехинче, хĕлле, конькипе чупассипе ăмăрту иртессине пĕлтерчĕç. Никам та хутшăнасшăн мар, пĕри те коньки çинче тăра пĕлмест. Аля арçын ачасене калаçтара-калаçтара ăмăртăва хутшăнма çавăрчĕ.
Ăмăрту пуçланчĕ. Ак, хайхисем, чупаççĕ, ӳкеççĕ, аран-аран упаленсе финиша çитеççĕ. Пурте кулаççĕ, савăнăçлă, çĕкленӳллĕ кăмăллă.
Аля пĕчĕкренех çутçанталăка юратать. Вăрман, сăрт-ту, уй-хир ăна илĕртет. Час-часах хăй çуралса ӳснĕ яла аса илет. Ун илемне, тăван тавралăх илемне нимпе те улăштарас килмест. Тĕлĕкре те курăнаççĕ ăна ачалăх вырăнĕсем. Хăйĕн тунсăхне путарайманнипе Альăн вăрмана, урăх çĕре уçăлма тухса çӳрес килет. Хулара, общежитире пăчăхса лариччен, хĕр-тусĕсене, цехра пĕрле ĕçлекенсене походсене çӳреме сĕнчĕ. Пурте хапăл туса килĕшрĕç. Çемьеллисем, çамрăксем, ача-пăчасем — пурте пĕрле кану кунĕсене хула айккине, вăрмана, юханшыв хĕррине пуçтарăнчĕç. Ăмăртусем ирттерчĕç, шыва кĕчĕç, пулă тытрĕç. Тутлă яшка пĕçерчĕç.
Çакăн пек савăнăçлă кану каçĕсенче Аля Мишшапа паллашрĕ. Ĕçре те, канура та пĕрле вĕсем. Тĕлĕнмелле лайăхскер Мишша. Ырă кăмăллă, ĕçчен, пур енĕпе те пултаруллă. «Çемьере те лайăх мăшăр пулать унран», — шутларĕ хĕр. Кашни кунах тĕл пула пуçларĕç. Мишша та хăйне хăюллăрах тыткалать. Хăш-пĕр чух ытлашшипе те. Хĕр хирĕçлемерĕ. Çамрăк-çке. Хĕр пĕрчи çапла вăл. Çемье çавăрма, телейлĕ пулма ĕмĕтленет. Мĕн пулмалли пулчĕ. Аля хуйхăрмарĕ, çирĕм улттăпа пырать, ача-пăча çинчен те шутлама вăхăт.
Анчах çын ăшне кĕрсе кураймăн. Аля йывăр çын пулнине Мишшана каларĕ, вăл савăнĕ тесе шутларĕ. Çук, иккен. Мишша сехĕрленсе ӳкрĕ. Ачаран хăтăлма тĕрлĕ майсем шырарĕ. Мĕн чухлĕ укçа кирлĕ, çавăн чухлĕ пама пулчĕ. Аля та, Мишша хăйне кун пек тыткаласса кĕтменскер, çухалса кайрĕ. Юрататчĕç-çке вĕсем пĕр-пĕрне, пĕрле ĕмĕтленетчĕç. Мĕн пулчĕ-ха? Кампа калаçса чĕрене пусарас. Пӳлĕмре пĕрле пурăнакан хĕрсем Альăна лăплантарчĕç. Мĕн килсе тухсан та пулăшма пулчĕç. Аля хăйĕн шухăшне тек улăштармарĕ, ача çуратмах шутларĕ.
Ашшĕпе амăшĕ те хĕрне ăнланмарĕç. Пушшех те урсах кайрĕç, килте уру йĕрри ан пултăр тесех кăларса ячĕç. Никам çине тайăнма та шутламарĕ Аля. Хăй шутланă, йывăрлăхĕсене те хăех чăтса ирттерĕ.
Йывăр çын пулсан та Альăран хĕр-тусĕсем сивĕнмерĕç. Ĕçри юлташĕсем те хĕре сивлемерĕç. Аля та хĕр-тусĕсемпе пĕрле уçăлса çӳреме тухрĕ, тĕрлĕ вăйăсем вылярĕ. Ытла хуйхăрнипе вăл хăйне япăх туйрĕ. Ачине сыхласа хăварас тесе ăна пульницана вырттарчĕç. Юлташĕсем кашни кунах ун патне пырса çӳретчĕç. Чӳрече умĕнче пухăнса тăраççĕ те пĕтĕм пульницана ура çине тăратаççĕ. Выртакансем: «Аля, сан пата каллех пĕр футбол команди килчĕ», — тесе шӳтлетчĕç.
Ача çуралчĕ. Ывăл. Пульницаран тухма та вăхăт çитрĕ. «Кам кĕтет пире, кама кирлĕ-ши эпир?» — хуйхăрчĕ çамрăк ача амăш. Юлташĕсем хальхинче те пăрахмарĕç ăна. Альăпа ачине илме пульницана тем пысăкăш автобуспа пычĕç. «Чăнах та пĕр футбол команди», — шутларĕ Аля савăннипе. Тӳрех, çула май лавккана кĕчĕç. Ача валли мĕн кирлĕ, çавна пурне те илчĕç. Пĕри ачана шыва кĕртмелли ванна йăтнă, тепри тĕрлĕ тетте, хĕр-тусĕсем пĕчĕк ача тумĕсем илнĕ. Çапла пĕр автобус оĕщежити умне çитсе чарăнчĕç. «Киле çитрĕмĕр, Максим!» — терĕ Аля ывăлне.
Аля пĕчĕк ывăлĕпе хĕр-тантăшĕсемпе пĕрлех пурăнать-ха. Пĕчĕк ывăл вĕсене канма памасть паллах. Аля хăйне те аван мар туять вĕсен умĕнче. Кĕçех укçа-тенкĕ те çитми пулчĕ. Вăл пĕр уйăхранах ĕçе тухма шутларĕ. Ачине те хăйпе пĕрле ĕçе илсе çӳреме шутларĕ. Ĕçри пуçлăхсем те хирĕçлемерĕç.
Çапла пĕчĕк Максим та ĕçе çӳре пуçларĕ. Амăшĕ ăна çитерет те ещĕкрен тунă кӳме ăшне вырттарать. Станоксен шавĕпе çывăрса та каять пĕчĕкскер. Канлĕхсĕр мар ачи, амăшне шеллет ахăр, йĕрсе аптрамасть.
Мишшапа Аля пĕрлех ĕçлеççĕ. Аля питĕ унпа калаçса пăхасшăн, анчах ача кирлĕ мар текен çыннăн кăмăлне çавăрайăн-ши? Çапла ют пулчĕç вĕсем. Ачи патне пĕрре те пырса каймарĕ Мишша. Часах ĕçкĕпе иртĕхме пуçларĕ. Те хуйхăпа ĕçрĕ, те — намăсран. Пĕччен пурăнасси килчĕ пулĕ ирĕкре, никам çинчен шутламасăр. Ирĕкри çыннăн иртĕхесси çеç юлать. Кĕçех ăна ĕçрен те кăларса ячĕç. Аля куçĕ умĕнчен те çухалчĕ. Ерипен вара чĕринчен те тухрĕ.
Еçри юлташĕсем лайăх пулчĕç. Пурнăç тăрăшшĕпех вĕсен çине тайăнмалла пулчĕ.
Кĕçех Альăпа Максима пĕчĕк пӳлĕм пачĕç. Вĕсем хăйсем тĕллĕн пурăнма пуçларĕç. Максим та пысăкланать, ача пахчине çӳрет.
Канмалли кунсенче килте лармаççĕ амăшĕпе ывăлĕ: хула тăрăх курса çӳреççĕ, ача-пăча паркĕнче выляççĕ. Максима амăшĕпе пĕрле тĕрлĕ çĕре çитсе курни килĕшет. Пуринчен ытла вĕсене похода, çĕр выртма кайни, юлташсемпе пулни савăнтарать. Хĕр-тусĕсем те пурте çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Пурин валли те ĕç пур походра, ача-пăчашăн кăмăл туличчен çуйханма чарманни лайăх. Вĕсем хăйсем тĕллĕн выляççĕ, ашшĕ-амăшĕсене чăрмантармаççĕ. Максим та амăшĕ çумĕнче лармасть. Унăн çĕнĕ юлташ пур. Вăл пушкăрт каччи, Риф ятлă. Пур çĕрте те пĕрле çӳреççĕ Максимпа Риф. Пĕрлех пулă тытаççĕ, вăйă выляççĕ. Максим амăшне те паллаштарчĕ хăйĕн çĕнĕ юлташĕпе. Альăна та килĕшрĕ Риф. Вăл пĕчĕк ачасене юратни, мĕн каланине итлени, вак-тĕвек ĕçсене тума тăрăшни хĕрарăм кăмăлне çавăрчĕ. Вăл Рифа хăйсем патне килсе çӳреме чармарĕ. Пĕр çемье пекех пурăнма пуçларĕç. Пĕррехинче вăл: «Пире пĕчĕк хĕр кирлĕ, хĕр çуратса пар-ха», — терĕ.
Альăн пурнăçĕ йĕркеленсе çеç кая пуçланăччĕ, темĕн пулчĕ каллех. Те айăпĕ самана улшăнса кайнинче. Хулара пушкăртсем, вырăссем, чăвашсем килĕштерейми пулчĕç. Таçта кайса кĕчĕ халăхсем хушшинчи туслăх. Те урăххи пулчĕ сăлтавĕ. Риф килсе çӳреми пулчĕ. Пурăнма кашни кун йывăрланса пырать. Пурте хаклă, пур çĕрте те, мĕн илес тесен те черет тăмалла. Тухтăрсем те, паллакансем те сана пĕр ача çитет теççĕ. Сана питĕ йывăр пулать теççĕ. Итлемерĕ никама та, тепĕр ача çуратрĕ. Чăнах та хĕр çуралчĕ. Питĕ хитре: хуп-хура куçлă, хурарах кăтра çӳçлĕ. Каснă-лартнă Риф.
Ача çуртĕнчен каллех тантăш хĕрĕ килсе илчĕ. Риф тепĕр уйăхран çитрĕ. Каçару ыйтрĕ. Хĕрне, Кристинана, питĕ юратрĕ. «Тепĕр пушкăрт хĕрĕ çуралчĕ» — тесе савăнчĕ. «Пурте йĕркеленсе кайĕ-ха, — шутларĕ Аля. — Епле хытă юратать-çке вăл хăйĕн хĕрачине, пăрахса кайма та пултарайĕ-ши?
Çак вăхăталла çĕршывра каллех пăлхануллă кунсем пуçланчĕç. Кашни наци уйрăлать. Пурте хăйсен тăван чĕлхипе калаçаççĕ. Пĕринчен тепри ăслă курăнасшăн, пурин те хăйсен пуç пулас килет. Риф та: «Эсĕ — чăваш, эпĕ пушкăрт, сана пирĕннисем йышăнасшăн мар», — текелеме пуçларĕ. Хăй çапах та пулăшма пăрахмарĕ-ха, анчах та пĕр çемье пулайманни куçкĕретех пулчĕ. Риф чăваш хĕрарăмĕпе пĕрлешме иккеленсе тăчĕ. Тăванĕсем сивлесрен те хăрарĕ. Ашшĕ-амăшĕ çумĕнче пурăнаканскер, халĕ те вĕсен сăмахĕнчен иртеймерĕ: чăваша качча илмерĕ.
Ĕçри юлташĕсем Альăн шăпине пĕлсех тăчĕç. Уншăн хĕр-тантăшĕсем пурнăçри чи шанчăклă çынсем пулчĕç. Ĕçре кăна чăн-чăн савăнăç тупрĕ вăл. Каллех пурте пĕрле, ачасемпе пĕрле спорт уявĕсене хутшăнма пуçларĕç. Çемье уявĕсенче темиçе хутчен те çĕнтерчĕç Альăсем. Максим питĕ маттур çитĕнет: лайăх вĕренет, спортпа туслă, ăмăртусене хутшăнать, ватă çынран та шанчăклăрах вăл. Пĕчĕк Кристинăна вăлах пăхса çитĕнтерет. Ача пахчине вăлах леçсе ярать е кайса илет. Аля ĕçре чухне йăмăкне апат çитерет, таса мар кипкисене çăвать. Максим пысăкланнăçемĕн Аля хăйне шанчăклăрах туять. Унăн халь çемье тĕрекĕ пур.
Пурнăçра кашни утăмрах йывăрлăхсем тĕл пулаççĕ. Такăр сукмак никам валли те сарса хуман. Аля вара пурнăçри йывăрлăхсене хăйĕн айăпĕ пек йышăнать. Мĕн шырарĕ-ши вăл пурнăçра? Телей? Юрату? Халĕ ăна нимĕн те кирлĕ мар. Ывăлĕпе пĕчĕк хĕрĕ çеç сывă та телейлĕ пулччăр.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...