Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сунарçă халлапĕсемСинкерПурнӑҫ утравӗсемПограничниксемПирвайхи юратуКунсем-çулсем... Çулсем-йĕрсем...Катӑлнӑ уйӑх

Илюк пахчи


Илюк мучи мĕн ĕмĕр вĕçленичченех пахча сыхларĕ, йывăç лартрĕ.

 

— Уйăх пытанман, сар хĕвел тухман,

Пĕр çăвар хыпман, пач ларса канман —

Эс йăмра лартан.

Эс пахчаçă мар, агроном та мар,

Çăкăрпа тăвар паракан ĕç мар...

Ху ĕçне хăвар!

— Тăвăлтан сыхлам, çак çĕре, ачам,

Юлашки сывлам çакăнта тăвам.

Сывă пул, пахчам!..

Çирĕклĕх кӳлли — пур унта пулли,

Пур хăви-хулли.

Ку — Илюк пахчи,

Чăн чăваш тĕнчи.

«Çаврăн каялла...»


Тӳр кăмăллă ĕçчен хресчен кун-çулĕ вăрăм пулчĕ, халĕ вăл масар пуçлăхĕ пулса выртать.

 

Çут хĕвеллĕ ăшă кун

Вилĕм утрĕ Кашана.

Пăхкаларĕ вăл ун-кун, —

Ăçта каяс хăнана?

 

Тăвансем куçран пăхаç,

Тăрă шыв ларать умра.

Тертленет çын ир те каç,

Ун чĕри тапать аран.

 

Вилĕм çитрĕ сăрт çине...

Тăр пăртакçă, ан васка,

Шурă хурăн кăтрине

Пĕр сăлтавсăр ан лăска.

 

Тункаталлă вырăнта

Васкамасăр уткала.

Пыл пек тутлă сывлăша

Чарăнса тăрса сывла.

 

Авă, тĕпсĕр тӳпере

Сарă кайăк ярăнать.

Шурă пĕлĕт инçетре

Парăс пек шуса пырать.

 

Çемçе курăкпа ирпе

Шыв хĕрне анма ансат.

Сарă хăмăш хумсемпе

Пăшăл-пăшăл калаçать.

 

Чул çине ларса итле

Чупкăн, çутă Сĕвене.

Юшкăн пуснă ку тĕлте,

Ан хурат шур кĕпӳне!

 

Уй-хир урлă малалла

Талпăнатăн ялалла.

Каç та пулать пулмалла, —

Вилĕм, çаврăн каялла!

Çырлара


Уçланкăра,

Сăрт çинче,

Ешĕл курăк

Хушшииче

Хурăн çырли

Йăл кулать,

Пире чĕнет,

Йыхăрать.

Анчах çырли

Пит чее —

Тупăнмасть

Ман телее.

Анне мана

Вĕрентет:

«Çулçи айне

Пăх эс», —

Тет.

Халь пĕлетĕп

Ăçтине,

Епле çырла

Ӳснине.

Килес çулла

Шăллăма

Ертсе килĕп-ха

Татма.

Лайăх эмел


Манăн анне чылайранпа чирлĕччĕ. Вăл халсăрланма пуçланине эпир атте вилнĕ хыççăн асăрхакан пултăмăр. Час-часах е пуçпа, е чĕрепе аптăратчĕ. Пĕр вăхăт пульницара та выртрĕ. Анне чирлени пире — мана та, Натали аппапа Хветĕр шăллăма та — питĕ кулянтаратчĕ, пăшăрхантаратчĕ.

Пĕррехинче, Натали аппа чĕннипе пирĕн пата ватă тухтăр килчĕ. Вăл аннене пăхрĕ те аппана кил картине чĕнсе кăларчĕ. Унта вĕсем сак çине ларсах калаçма пуçларĕç. Эпĕ, вĕсем хыççăн тухса, пӳрт кĕтессине пытанса тăтăм. «Мĕн калать-ши тухтăр! Анне шанчăксăррине пĕлтермест-ши!» — тетĕп.

Çак усал шухăш пуçа кĕрсен, çӳç-пуç вирелле тăчĕ, куçра хуралса килчĕ.

Тухтăр, аппа аллине тытса, лăпкăн кăна çапла каларĕ: «Ан макăр, хĕрĕм. Чипер куçна ан пăс. Хуйхă хуратать, шухăш шуратать, тенине илтнĕ-и эсĕ! Аннӳн пурнăçĕ йывăртарах пулнă, вăл нумай инкек-синкек курнă, аçу вилни вара унăн сывлăхне татах вăйсăрлатнă... Сирĕн аçăра эпĕ лайăх пĕлетĕп, эпир унпа пĕрле вĕреннĕ. Лайăх çынччĕ вăл...

— Чăнах пуль çав, пирĕн анне савăнса кулнине, юрланине-ташланине эпир курман та. Кăшт сисмесĕр кулса ярсан та, хăраса каять, — терĕ ăна хирĕç Натали аппа.

Малалла

«Ял-йышăмăн калаçăвĕ ансат...»


Ял-йышăмăн калаçăвĕ ансат:

Аван тет вăл кăçал тырри ăнсан,

Хĕл каçипе çитсе тăрсассăн утă, —

Ĕни те сурăхĕ пулаççĕ тутă.

 

Ялти çынсен калаçăвĕ тӳлек,

Таçта, таçта шырас темест телей,

Тăван çĕрпе вĕсен пĕрлешнĕ çулĕ,

Унпа пĕрле кашнин ăс-халĕ, мулĕ.

 

Пĕр-пĕр ăсчах витлевлĕ ят парсан

Ăна кунта манмаççĕ нихăçан.

Хăшне-пĕрне кӳрет вăл чăн-чăн витĕм,

Сăмахĕсем куçаççе ĕмĕр витĕр.

 

Кӳрейтерсессĕн çилленес йăла

Ик-виç куна — пăтратмăн йăмăла.

Хуйха-суйха ялан пĕрле пайлаççĕ,

Ĕçчен çынна кăна сума сăваççĕ.

 

Ялти çынрăн вĕренмелли нумай,

Еткерлĕхре мĕн чухлĕ-ши юмах.

Йăх-неселĕм кунта çут кун курнишĕн,

Хăй тымарне вăл упрама пĕлнишĕн

 

Аваллăхри тăвансене тавах,

Тавах...

«Кашнин пур хăйĕн вăхăчĕ...»


Кашнин пур хăйĕн вăхăчĕ:

Çанталăкăн, этемĕн.

Кĕç çулçăсем йăлт тăкăнĕç:

Каять тавра илемĕ.

 

Тин çеç кунта çу кунĕччĕ,

Сип-симĕсчĕ вăрманĕ,

Чечексемпе пин куçлăччĕ

Çиçсе выртан çаранĕ.

 

Хаваслă кайăк-кешĕкĕн

Юррийĕсем саламлăн

Пĕрмай янратчĕç кĕвĕллĕн

Ирпе-каçпа асамлăн.

 

Ах, хамăр та пит шухăччĕ,

Лара-тăра пĕлмен çав.

Пуçра пин тĕрлĕ шухăшчĕ,

Ăçта кăна çитмен-ши?

 

Тем те тăвас пек ĕмĕтлĕн

Çӳреттĕмĕр. Вăй-халлă.

Сисмен те — çамрăк ĕмĕрĕн

Çут кунĕсем çухалнă.

 

Сив çил çеç халь ав чăрсăррăн

Кумса çӳрет хураххăн.

Ларать сип-симĕс чăрăш та

Уçланкăра хăраххăн...

 

Кашнин пур хăйĕн вăхăчĕ

Çанталăкăн, этемĕн.

Кĕç çулçăсем йăлт тăкăнĕç,

Каять тавра илемĕ...

Каша


1648 çулта Чĕмпĕр хули çĕкленет,

1649 çулта Каша яле никĕсленет.

 

Антăр тăвĕнчен ямшăк çулĕпе

Кăлтăр-кăлтăр кустăрма кусать.

Вăйпитти хресчен, Чĕмпĕр хушнипе,

Шиклĕ-шухă вырăна куçать.

Тĕксĕм вăрманта — выçă кашкăрсем,

Чĕмсĕр вупăр, ашкăнчăк упа...

Чăрсăр ар Каша хăвалать утне

Сассипе те çивĕч пушăпа.

Чăтлăх хĕррипе чупрĕ урапи,

Сакăл ăйăр сурĕ сакăлта.

Шур сăхман çинче — йывăр çын Сарпи,

Чун тухас пек, выртрĕ çакăнта.

Сĕверен каçса çереме çитсен

Иккĕн ячĕç кăшкăрса — шăпа!

Амăшĕ — хаяр, ывăлĕ çаксен

Савăнтарчĕ уçă сасăпа.

Яштака Каша пĕлĕтпе танах

Çӳлелле çĕклерĕ ачине:

— Нимĕнле нуша, синкер самана

Хур тăваймĕ чăваш кун-çулне!

Тăван ял


Сĕве хĕрринче, Каша ялĕнче

Телей е инкек — чĕре çумĕнче.

Сăрт-ту тӳпинчен куç ывăниччен

Умри ял çине пăхма ан ӳркен.

Кашни çул-сукмак, инçет тĕнчерен

Тăван ялăма илсе çитерет.

Кашни çăл-çырма, уй-хир ешерсен,

Кăвак сăрăпа тĕрлет тĕрĕсем.

Хастар çил-çунат е симĕс турат

Ачашшăн куллен чуна ыталать.

 

Каçхи пĕлĕте илешнĕ савсах

Ахах-çăлтăрсем тахçан авалах.

Пĕр саншăн кĕпер карать асамат,

Хĕвеллĕ ирпе салам ăсатать.

Сĕве хĕрринче, Каша ялĕнче

Чипер çут тĕнче чечек айĕнче.

«Тантăшпа» «Ачапча»


«Тантăш» çул çинче «Ачапчапа» тĕл пулать. «Эсĕ манпа çулçӳреве тухатăн-и?» — ыйтать «Тантăш».

— Хаваспах! — хуравлать «Ачапча».

Автобус çине ларчĕç те вĕçтерчĕç. Хуласемпе ялсем витĕр иртсе кайрĕç, кайсан-кайсан Çĕмĕрлене çитсе кĕчĕç. Çĕмĕрлепе паллашрĕç, Чутаялла кайрĕç. Чутай хыççăн Мускава каяççĕ. Мускава çитсен тепĕр «Тантăшпа» тепĕр «Ачапчапа» тĕл пулаççĕ. Вĕсем пĕрле Мускав курса çӳрерĕç.

«Кашни пĕлет аван: çĕршыв мăнаçлă...»


Кашни пĕлет аван: çĕршыв мăнаçлă,

Илем тени таçта та пур тĕнчен.

Казах çыннин ав уйĕ-хирĕ аслă,

Çанталăк ырăрах Кавказ енче.

 

Çапах та эпĕ пурпĕр юрататăп,

Çырма-çатраллă Чăваш Ен, сана.

Кунта хама телейлĕрех туятăп,

Кунта вĕçевлĕрех ман чун-çунат.

 

Кирек ăçта пулсан та ăмăрткайăк

Тупать часах çуралнă йăвине.

Этем те çавнашкал — таçта та кайĕ,

Анчах та манмĕ вал тăван килне.

 

Хĕрӳ чĕре пурăнаймасть тапмасăр,

Чăн-чăн этем — хăй çершывне савмасăр.

■ Страницăсем: 1... 445 446 447 448 449 450 451 452 453 ... 796