Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш томÇут пайăркаКулăшла калавсемЫлханлă хура çĕмĕртПепке çуралсан...ХусанШевле çути

Тĕлпулу


— Пĕр сăмах калам-ха, — терĕ

Çамрăк йĕкĕт ир çинче.

— Эп сана кĕтетĕп, юрĕ,

Шурă хурăн патĕнче.

 

Хĕр качча ачашшăн савнă,

Ун телейĕ çывхарать.

Чĕрере тытса упранă

Юрату кăварланать.

 

Сарă кăтрине салатрĕ —

Сарă кайăк пытанать.

Шурă кĕпине якатрĕ —

Шурă акăш вăтанать.

 

Кăлăхах куçне илмесĕр

Хир сăнарĕ сукмака.

Ун чĕри, аманнă евĕр,

Тăпăртатрĕ ухмахла.

 

Тарăхса килне утасчĕ —

Хурăн ытамран ямасть.

Куççульпе йĕрсе ярасчĕ —

Чунĕ ултава шанмасть.

 

Кĕтнĕ çын хиртен сасартăк

Хашкаса чупса çитет.

— Тин анчах, каçар тархасшăн,

Трактора сӳнтертем, — тет.

 

Ним чĕнмесĕр ыталарĕ

Сарă хĕр мăйран ăна,

Тутисем çеç пăшăлтатрĕç:

«Юрататăп эп сана...»

Йăмра таврашĕ


Йывăç тавраш ялта сахал-и?

Анчах та маншăн чи пахи —

Асатте пек кăтра сухаллă

Йăмран хумханчăк сăмаххи.

 

Чĕр хулă лартнă-мĕн аслашшĕ

Ман асатте çуралнă кун.

Ыр ĕçĕпе асра юласшăн

Куллен вăрканă ăшĕ ун.

 

Ыт ахальтен хĕрмен-тĕр юнĕ:

Епле хунавлă халь йăмра!

Çӳлте вĕçет ват çыннăн чунĕ:

Десантçă, летчик — пĕр йăхра.

 

Колхозçă, тухтăр та, салтак та

Çунат саратпăр пур ĕçре.

Йыш хушăнать — йăмра лартатпăр

Пепке-шевле выляс çĕре.

 

Ахаль-и паттăрсен аслашшĕ

Медаль çакса уявсенче,

Эпир лаштра Йăмра таврашĕ

Тесе вĕçет кĕрекинче.

 

Эпир — йăмралăх! Ял савмалăх

Ӳсетпĕр хӳхĕм те парка!

Тайма пуçах кăтра сухаллă

Асаттене — чĕр палăка.

«Шыв юхнă, юхнă, çыр тапраннă...»


Шыв юхнă, юхнă, çыр тапраннă —

Халь çĕр йăва çав çурăкра.

Çĕн вучахра кăвар шăраннăн

Вĕркеççĕ çунатсем умра.

 

Шуркучĕсем нумайланаççĕ

Çыранĕсем ишĕлнĕрен.

Чĕкеçĕсем сахалланаççĕ

Лупас тăрри тимĕрлĕрен.

 

Çавал хĕрри Упи этемĕн

Те савăнас, те хурланас:

Шывра çăрттан ишмест ку темĕн,

Упи те тарнă. Мĕн курас?

 

Выртать пин кукăр улăх урлă,

Юхать çырма анаталла.

Ларса каять сисчӳллĕ кулă,

Чăваш юлать — ун юлмалла.

Хĕрлĕ чул


Пĕр карчăкпа старикĕн виçĕ ача пулнă. Асли — Витя, тепри — Вова, кĕçĕнни Ваня ятлă. Карчăкпа старик вилес умĕн ывăлĕсене çапла каланă:

— Çӳрĕр тĕнче тăрăх, хăвăрăн телее шыраса тупăр.

Лешсем вара инçе çула тухнă. Утсан-утсан ывăннă.

— Айтăр, çак çӳллĕ ту çине хăпарăпăр, — сĕннĕ кĕçĕнни.

— Эпĕ ывăнтăм, унта улăхмастăп, — хирĕçленĕ асли. Вова та пăлахая пенĕ.

Ваня ту çине пĕчченех хăпарнă. Унта робот пайĕсем выртнă-мĕн. Каччă мĕн пур япалине миххе пуçтарнă та каялла аннă. Хăй пиччĕшĕсене пĕр сăмах та шарламан.

Часах телей шырама тухнă çул çӳревçĕсем пĕр патша патне çитнĕ. Лешĕ пурнăç парнелен хĕрлĕ чула шыранă. Çав чула çăтсан çын нихăçан та вилмест-мĕн. Асамлă чула шыраса тупакан çынна патша хăйĕн хĕрне качча пама шантарнă.

Ваня нумай шухăшламан, михĕрен робот кăларнă. Лешĕ хăйĕн çи-пуçне тăхăнсан тӳрех чул ăçта выртнине шыраса тупнă. Хĕрлĕ чула сыхлакан арăслан сисиччен Ваня асамлă япалана йăтса тарнă.

Патша хăйĕн хĕрне Ивана качча панă. Вĕсем халĕ те килĕштерсе пурăнаççĕ тет.

Хамăр чун


«Вăхăт вилĕме килет чĕнсе», —

Теççе хăш-пĕр чух çиллес çынсем.

 

Ман вара ӳпкевĕм çук ăна,

Пур-çке пĕчĕк калаçу кăна.

 

Аслăланнăçемĕн çулĕпе,

Ăслăлантăр çын хăй ĕçĕпе.

 

Тĕрлĕрен усаллăхпа вăрçа

Хăвăртрах хăвартăр манăçа.

 

...Хамăр чун паратпăр вăхăта,

Пирĕн пек вăл ырă, сăхă та.

 

Пĕр-пĕрне, кашни çын, ырă ту, —

Вăхăт пулĕ тăрĕ — юрату...

«Виç кĕтеслĕ чĕкеçĕ...»


Виç кĕтеслĕ чĕкеçĕ —

Салтак çырнă çыру пек.

Вĕçĕм вĕçсе килеççĕ —

Ăçта вăрçă пырать тек?

 

Тен, Пăлхартан килеççĕ —

Асаттесем çырнисем?

Тен, нимĕçрен çӳреççĕ —

Аттемĕрсем янисем?

 

Виç кĕтеслĕ пĕлĕтсем

Анкарти пек ӳсеççĕ.

Шарт тăвать те каштисем,

Çĕре лап-лап ӳкеççĕ.

 

Çыру çăвать килсерен —

Чуна шари çураççĕ.

Çыру килет Чечнерен —

Çĕр çултан та вулаççĕ.

Тĕрек кирлех-çке этеме


Тĕрек кирлех-çке этеме

Йывăра та çĕнтерме.

Этемĕн çулĕ тăвалла

Çитсен те хĕрĕхе, алла…

Çĕклемĕ иксĕлмест пĕртте,

Тумхахĕ çухалса пĕтмест.

Тĕллев патне çитме инçе, —

Кăвак инçет вылять çиçсе.

Этем утать, пырать тăвпа

Чун-чĕринчи юратупа.

(Мĕскер шырать — çавна тупать)

Йывăрлăха çĕнме, чăнах,

Пуласчĕ марччĕ те чăлах.

Утасчĕ шав малтан-мала.

Хăть, утăм вырттăр тăвалла.

Манаймастăп сана, укăлча


Манаймастăп сана, укăлча,

Тăван кил умĕнчи шурă хурăн.

Симĕсех-ха сиренлĕ пахча.

Симĕсех-ха унти йывăç-курăк.

Çамрăк кăмăл тулса çутăлатчĕ,

Çуркунне çурăлан çеçке пек.

Çĕнĕ юррăн сасси çаврăнатчĕ

Калаçса йывăçпа, чечекпе.

Çав юрра эп нимпе улăштармăп.

Маншăн вăл анне пек, чи хакли —

Хампа хам савăнса калаçатăп,

Çул шыратăп пуласлăх валли.

Ман çине пăхăр, эп — çирĕмре

Çуркунне евĕрлех чечекре.

Çĕр-пин юрă янрать чĕремре,

Хам пекех çеçкере…

Юрату юрлаттарать...


Света пĕчĕкренех кĕнеке вулама юратса ӳсрĕ, çавăнпа вăтам шкултан вĕренсе тухсан малалла ăс пухма тăван литературăпа чĕлхе уйрăмне суйласа илчĕ. Ача чухне ырă юмахсем кăмăллаканскер çитĕннĕ май хастар рыцарьсем çинчен юптаракан хайлавсене ытларах кăмăлларĕ. Кĕçех хĕр хăй тĕлне те пĕр-пĕр рыцарь килсе тухасса кĕтме тытăнчĕ. Анчах ĕмĕчĕ ниепле те пурнăçланаймасть — ăна куç хывакан студентсем хушшинче кĕнекери пек паттăр тупăнмасть те тупăнмасть.

Костя та ав, пулас инженер, нимĕнпе те илĕртмест ăна: ыттисенчен уйрăлса тăмасть вăл. Каччă вара хĕре хытах юратса пăрахрĕ. Света кăмăлне çавăраймасăр тĕмсĕлет апăрша.

— Кăлăхах вăхăтна сая ан яр-ха, — лăплантараççĕ ăна тусĕсем. — Сан валли урăх хĕр çук-им? Света вĕт ытла мăн кăмăллă, пĕр-пĕр принц тупăнасса шанать мар-и? Вăл — хула хĕрĕ, эс — ялтан.

Костя тантăшне пĕрле уçăлса çӳреме чĕнсен хĕр килĕшкелет. Кинона та кайкаласа курчĕç, театрта темиçе пулчĕç, Светăн чунĕ вара çав-çавах. Пĕррехинче каччă пĕр-пĕринпе чун уçса калаçма сĕнчĕ те, хĕр пытарса тăмарĕ мĕн шутланине.

— Каçар та, эс ман хыççăн ахалех чупатăн. Хăв пекки кирлĕ сана, ансатраххи, — терĕ.

Малалла

Юханшыв хӳхлевĕ


Вăтăр çул ытла — хĕлле те, çулла та — Чăнлăри сахăр завочĕ производство каяшĕсене кунĕн-çĕрĕн Сĕвене юхтарать.

 

«Хурăнлă Сĕве, пилĕкӳ çинçе», —

Ăмсанатчĕ аслă юханшыв.

Авалхи çынсем, хумсене сирсе,

Пуççапса ĕçетчĕç тăрă шыв.

Пĕтĕм Кузоват çăлкуçа савать,

Çамрăк каччă: «Тусăм» — тет мана.

Плуглă тракторпа тарăн сухалать

Ешĕл тумлă пурçăн çырана.

Чĕмпĕрти ĕçчен, ывăнса çитсен,

Вăлтапа çупах тытма анать.

Йӳçĕ каяшпа — урăх мĕн кĕтен? —

Кунĕн-çĕрĕн «чаплăн хăналать».

Чăнлă хуçисем сахăр вĕретсе

Чей ĕçеççĕ — кăмăл сарлака.

Тăрă шывăма — иксĕлми тесе —

Юхтараççĕ симĕс лăймака.

Пăрăнтăк çынни киленсе ишет

Çу çитсессĕн çутă хум çинче.

Тислĕк куписем хушшине кĕрет

Хăй йĕмне пăрмашкăн, эй, тĕнче!

Хĕрĕм, теç мана, йăмăк, теç мана,

Вĕтĕ-шакăр юп курать савса.

Хунтăлакана1, юратакана

Эп кĕтетĕп пилĕке авса.

■ Страницăсем: 1... 444 445 446 447 448 449 450 451 452 ... 796
 
1 хĕтĕлекене