Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнекеХӗвел мулкачӗсемХăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăхÇул хыççăн çулÇамрăк ĕмĕтХусанТаркăн

Кĕрхи шухăшсем


Мăшăрăма, Гальăна

 

Çулçисене тăкма пуçларĕ сад,

Тĕмсем çаралчĕç, чечексем те шанчĕç.

Сив çил халь пур çĕрте хуçаланать.

Чунра халал йĕркийĕсем çуралчĕç.

 

Сана каласшăн ăшă сăмахсем,

Халь вĕсене илтмешкĕн эсĕ тивĕç.

Садра хуçалансан та сив кунсем,

Чечен юратăва нихçан тăм тивмĕ.

 

Савнийĕмçĕм!

Кунран кун эс хитре,

Çулсем мала чупсассăн та чарусăр.

Телей шевли çĕтмест-ха сăн-питре,

Кĕрхи кунсем иртмеççе кăлăх, уссăр.

 

Ан тив, хĕвелĕ перекетлĕрех

Хĕмне те, çутине те сапалатăр.

Юратăву, калатăп, пурпĕрех

Умри çула çут çăлтăр пек çутаттăр.

Тăлăх ватлăх


Йывăç пӳрт ларать тем кĕтнĕн,

Чалăшса, ав Тукасра.

Тахçанах ăшши пуль пĕтнĕ

Çил вылять кĕрсе-тухса.

Пĕччен карчăк-шăрчăк юлнă.

Хĕвел кайăк — кукамай.

Ачисем килне ал сулнă

Çунатсем тĕкленнĕ май.

Хулара çăтмах-ши тупнă

Ял тусанĕ хураран?

Ăсатмашкăн амăш тухнă,

Кайнă чух укăлчаран.

Чĕрисем мĕнрен-ши пулчĕç

Ачисен хăть, иçмасса.

Кинемейĕн ĕмĕт пурччĕ

Терт-асап тек курмасса.

Унччен пулнă вăйĕ-халĕ,

Сиктермен колхоз ĕçне…

Тус туяллă ватлăх халĕ

Тинкерет пурнăç вĕçне.

«Кам пусран шыв илсе кĕрĕ

Вут хутмашкăн ирлĕ-каç?

Манчĕ ĕнтĕ ывăл-хĕрĕм,

Сăмахпа ан та калаç…»

Текелет те тăлăх карчăк

Туйине çавăркалать.

Хуçине пăрахмасть-çке анчăк, —

Кил таврах çаврăнкалать.

Халь çынсем урăхланаççĕ,

Паян манĕç амăшне.

Кĕç вĕсем сутса яраççĕ

Хаклă тенĕ тăванне.

«Эрне иртрĕ, мунчана...»


Ăшши – шала, йӳççи тула

(Ваттисен сăмахĕ)

 

Эрне иртрĕ, мунчана

Хутса хучĕ те чăваш.

Ӳте çăвĕ мунчала,

Ăшши пар-ха, пăш та паш!

Сиплĕ çĕнĕ милĕкпе

Ăшалам-ха ӳт-пĕве.

Çапăçам-ха кирĕкпе,

Çан-çурăма, эх, тĕвем!

Çăтти-çатти, çат-çат-çат!

Такмакне атте пуçлать.

— Амак тартăр аякка,

Ӳт-тир юлтăр яп-яка.

Çăтти-çатти, çат-çат-çат!

Милĕкĕ ӳте çапать.

Явăнать ăшши-пăшши

Мунчара — вĕри ăрши.

Эп кĕтеп эрне хушши

Çакă çăтмах-ырлăха,

Имĕ-симĕ — пыллăха.

Мунчаран сипли пур-ши?

Чун илемĕ — кулăра


Пурнăç — интереслĕ пулăм,

Тумхахсем пулсассăн та.

Ун парни, туссемĕр, — кулă,

Вăл — асамлăхпа пĕр тан.

 

Кул, этем. Кичем пулсассăн

Хурланма кăштах тăхта.

Ан сывла пĕр вĕçĕм ассăн,

Ан туслаш эс тунсăхпа.

 

Кулăрах çав çын илемĕ,

Чун пуянлăхĕ — унра.

Кам кăна унпа киленмĕ,

Ку вара — паха мулран!

 

Такăрланĕ пурнăç çулĕ,

Кĕç çемçелĕ кăмăлу.

Йăл кулсам, тен, хирĕç кулĕ

Пурнăçри ăраскалу!

Хăюлăх шырама кайни е Лаша мыскари


Çичĕ каç, çичĕ ыйхăсăр, вĕçĕ-хĕррисĕр каç канăç памарĕ мана пĕр ыйту. Мĕн-ши вăл хăюлăх, ăçтан тупмалла-ши ăна? Эрне иртсен, хам паян та çывăраймасса сиссе, телей шырама тухса утрăм. Тухасса тухрăм та-ха, анчах ăçталла каймаллине чухласа çитереймерĕм. Çула кĕскетес тесе малтан эпĕ, хула ачи, пĕр-пĕр яла çитсе курас терĕм.

Аслă çулпа утса пынă чухне мана пĕр лавçă хуса çитрĕ те çывăхри яла лартса кайма килĕшрĕ. Çынни çулланнăскер, ватталлах сулăннă теме те юрать. Чĕрĕпĕнни пек çӳлелле тăракан кĕске кастарнă çӳçĕ çурмаллах кăвакарнă. Самаях çаралнă лĕпки ахаль те пысăк çамкине татах та пысăкрах кăтартать. Хуп-хура куçĕ пысăк.

Хăй лашине хуçи питĕ килĕштерет пулас, юратса «Хушка» тесе чĕнет. Ăна вăл хăех тихаран ӳстернĕ, кӳлме вĕрентнĕ. Урапине те хăех ăсталанă. Хушка майĕпен утать, таканлă урисене васкамасăр иле-иле пусать, миçе пусăм тунине шутласа пырать тейĕн, пĕрехмай пуçне ухать, хӳрине чарăнмасăр енчен енне ывăтать. Хирĕç пулакан е иртсе каякан машинăсемпе мотоциклсем çине те, урапа кăкарнă тракторсем енне те хăрах куçĕпе те пулин пăхмасть.

Старикĕ тата калаçма юратаканскер пулчĕ, лашасем çинчен пĕр чарăнми калаçать. Мана, хула ачине, ахăртнех, чунра мĕн пуррине каласа парасшăн пулчĕ пуль. Лаша курмасăр, лаша утланмасăр, лаша кӳлме-тăварма пĕлмесĕр ӳснĕ ача ял ачи пулать-и вăл?! Лашасăр ял ял-им вăл?! Ял урамĕнче йăмри те кашлатăр, ял пĕвинче хур-кăвакалĕ какалатăр, ял урамĕпе урапа такăрттарса ирттĕр, турта хушшинчи амăшĕ умĕнче пĕчĕк тиха чупса-выляса пытăр, хапха айĕнчен пĕр-пĕр лĕв-лев сассине патăр — çавăн чухне кăна чăн-чăн ял вăл! Ак кĕçех укăлчана сурăхсем çĕнĕ курăк чĕпĕтме тухĕç, хамăрăн Кĕçтенттин тăванăмăр калашле, çемçе курăк çийĕнче путек сурăхĕ сиккелĕ. Мăйне пĕчĕк шăнкăрав çакнă тиха та ĕрĕхсе çӳретĕр çавăнтах. Çакă вăл ял илемĕ, пурнăç илемĕ, тĕнче илемĕ!

Малалла

«Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать те...»


«Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать те,

Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать...»

Кĕвĕ-çемĕ янăрать те,

Чĕрене кулянтарать.

 

Çырана хум çапăнсан та

Тĕпĕнче ват чул юлатъ.

Хурлансан та, юп курсан та

Пирĕн хыççăн кун пулать.

 

Çак юрра хайланă сăвăç

Уй-хирте е ĕшнере,

Хăйне май ун философи:

Пурнăç пĕтмĕ тĕнчере:

 

Сар хĕвелĕн чакмĕ хĕмĕ,

Пĕр пек тăрĕ çулсерен.

Хăть хăçан та çутă ĕмĕт

Çунĕ, йăлкăшĕ хитрен.

 

«Шухăшлар-ха, тăвансем те

Шухăшлар-ха, тăвансем»:

Савăнсан та, эрленсен те

Иртсе кайĕç ыр кунсем...

«Йĕри-тавра халь ылтăн кĕркунне!..»


Йĕри-тавра халь ылтăн кĕркунне!

Çулталăкăн чечен саманчĕ.

Кăвар тăкма пуçларĕ вĕрене,

Кермен пек курăнать вăрманĕ.

 

Паян кунта çӳретĕп эп пĕччен,

Ума çу кунĕсем тухаççĕ шăппăн.

Тăраттăн эс çак хурăн çумĕнче,

Кăвак уçланкăна сăнаттăн лăпкăн.

 

Шеллетĕп темшĕн иртнĕ вăхăта,

Çак хурăна, пĕчченскере, шеллетĕп.

Сана асаилӳре куратăп та

Унчченхинчен те вăйлан хĕмленетĕп...

«Август уйăхĕ тирпейлĕ...»


Август уйăхĕ тирпейлĕ, —

Кăмăллать лăпкăлăха.

Сахалрах тăкать хĕвелĕ

Вут-хĕмне тавралăха.

 

Вăрманта утма пит канлĕ

Çакă ырă вăхăтра.

Шухăш ирĕк, шухăш анлă

Пынă май уçланкăра.

 

Ăшă. Лăпкăлăх. Анчах та

Çул çинче сар çулçăсем

Пĕрмаях тĕл пулнăçем

Тунсăха путан вăраххăн.

«Чупаççĕ, ăмăртса васкаççĕ...»


Чупаççĕ, ăмăртса васкаççĕ

Сехетĕн шĕвĕр йĕпписем.

Канмасăр вăхăта туртаççĕ

Пушанаймасăр мĕскĕнсем.

 

Çеккунт, минут — сехет те иртрĕ,

Каç сĕмĕ анчĕ çĕр çине.

Кăвакарать çитес кун ирĕ —

Сисеймĕн талăк иртнине.

 

Кив кун — пулас кунпа çĕнелтĕр,

Çĕнтертĕр инкеке пехет.

Чуп, вăхăт, — ĕмĕр кĕскелсен те,

Тăсать-ха пурнăçа сехет.

Çемье


Çӳлти Турă хушнипе, унăн аслă йĕркипе пур чĕрĕ чун тĕсĕ те çакă аслă çĕр çинче мăшăрланса пурăнать, йăхне тăсма ăнтăлать. Этем тени те çаплах çав йĕркене пăхăнать. Арçын ӳссе çитсессĕн, пĕве кĕрсе вăй илсе тĕрекленсе çитсессĕн çырла евĕр пикесен шавлă-çуйлă йышĕнче хăйне валли пикенсех тивĕçлĕ мăшăр шырать, пĕр çемьене пĕрлешсе йăхне малалла тăсать.

Çемье — пурнăç тыткăчи, ăраскалăн управçи. Вăл кӳрекен ырлăхпа халăх йышĕ кăна мар, патшалăхăн халĕ те тĕрекленсе вăйланать. Ахальтен мар ăсчахсем, ăслă шурă сухалсем çемье вăйне хакласа, ун кирлĕлĕхне туйса патшалăхлăх никĕсне тытса тăран кирпĕче «çемье» ятпа палăртнă.

Чăваш Енре яланах çемье пулнă хисепре. Çакă ырă йăлана пирĕн манма юрамасть, ваттисенĕн пиллĕхне асран яма Тур хушмасть. Тăван кил-йыш ăшшине, çемьен хаклă вучахне ялан усрар чĕрере. Çак чăнлăха ăнланса ăша хывса пурăнсан, чăваш ячĕ ĕмĕрех сывă пулĕ тĕнчере!

■ Страницăсем: 1... 439 440 441 442 443 444 445 446 447 ... 796

Шухăшсем