Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Ун чухне-и? Именчĕклĕ хĕрччĕ,
Эсĕ пулнă чылай аслăрах.
Сарă тумлă, сар çулçăллă кĕрччĕ.
Шурă-шурă хулаçăм асрах.
Нихăçан тĕл пулман çын сăнарĕ
Вылянатчĕ ир-каçăн умра.
Кĕтеймерĕм çав, пурнăç васкатрĕ,
Атăл хумĕ пек пурнăç кăра.
Эпĕ çуннă, шутланă, шутланă,
Сан сăнна усраса чĕрере.
Унтанпа миçе тутăр шупкалнă,
Миçе çумăр йĕпетнĕ çĕре.
Çулланса хĕрĕхе çывхарсассăн
Тĕлпулу çулĕ тупăнчĕ тин.
Тинкерсе ан сывла ĕнтĕ ассăн,
Тахçанах хунемешĕн эп кин.
Тăнлава шурă çӳç те иленчĕ.
Ватăлсан та-мĕн, ĕмĕр — асрах.
Эпĕ юлăп. Именчĕклĕ хĕрччĕ...
Эсĕ пулăн чылай аслăрах.
Çуралнă ял — анне сассиллĕ,
Çуралнă ял — анне юрриллĕ,
Çуралнă ял — анне ташшиллĕ,
Анне вара пĕрре кăна.
Ун сассине чунра упрар-и?
Ун юррине пĕрле юрлар-и?
Ун ташшине паян ташлар-и
Тăрса хаваслă ушкăна?..
Стена çинчен пăхать çап-çамрăк каччă,
Сăн-пичĕ ун кăшт кулнăн туйăнать.
Эп пĕчĕк чух анне час-час калатчĕ:
Ачам, вăл вилнĕ сан кукку пулать.
Эп — айванскер, тăраттăм ăнланмасăр,
Ăçтан пĕлетĕн пиллĕкре йăлтах,
Аннем вара макăрнине пĕр сассăр
Манмастăп халь те — курнă час-часах.
Калаттăм ăшшăн: Ан йĕрсем, аннеçĕм,
Чунтан курас килетчĕ куккана,
Стена çинчен вăл йăл! кулатчĕ вĕçĕм,
Кулли паян та çунтарать чуна.
 Мăрккапа Кампурăн ĕçлеме каймалла, анчах Мăркка: «Пуç ыратать», — тесе симĕс курăк çине выртса юлать. Кампур тарăхнипе пĕчченех ĕçе тухса утнă, тет.
Каçхине Кампур киле таврăннă.
Мăркка:
— Атя-ха, Кампур, вылятпăр, — тет.
— Çук, Мăркка, манăн выляс килмест санпа. Эсĕ манпа пĕрле пымарăн çав, — тет Кампур.
— Ах, Кампур, Кампур, манăн ура хуçăлнăччĕ, — тет те Мăркка, курăк çине кайса ӳкет. Çакăн хыççăн Кампур, çилленсе Мăркка патĕнчен тухса кайнă.
Мăркка пĕчченех, макăрать.
Тепĕр икĕ эрнерен Кампур Мăркка патне килет. Курать: Мăркка чул пӳрт хăпартса лартнă, ĕçĕсене пĕчченех тунă. Мăркка Кампура кăмăлтанах хăй патне пурăнма илет, халичченех килĕштерсе пурăнаççĕ вĕсем.
Çулçă
лĕп çил килсе
лăпкассине кĕтни пек
кĕтетĕп эп сана.
Курăк
çумăр килсе
çăвассине кĕтни пек
кĕтетĕп эп сана.
Кайăк
чечек çеçки
çурăласса кĕтни пек
кĕтетĕп эп сана.
Хăçан та хăçан
эс килĕн ман пата —
çавăн чухне тин
çут çăлтăрăм тухĕ ман.
Хăçан та хăçан
эс килĕн ман пата —
çавăн чухне тин
шур уйăхăм тухĕ ман.
Хăçан та хăçан
эс килĕн ман пата —
çавăн чухне тин
сар кайакăм юрлĕ ман.
Тумлам,
çуркуннене пĕрремĕш сиснĕскер,
янравлăн
тумласа илвт те,
самантлăха
шута кайса
тавралăха итлет.
Никам та
вăранман-ха.
Вара
каллех
тумлать.
Каллех итлет.
Хăйăр,
Хăйăр,
Хăйăр.
Тăхлан пек тӳпен
пĕр сийĕ йĕс пăхăр.
Çавра çил
ахăрать —
çухалать утма çул.
Курăнмасть çывăхра
хыт хура, саксаул.
Кимĕсем пек йĕрсем
урасен айĕпе
тăсăлаççĕ, чĕрсе,
Кара-Кум хирĕпе.
Çил тата вăйлăрах
çавăрать хăйăра,
авăсма тăрăшать —
пăтратать сывлăша.
Выçă хир — Кара-Кум
тинĕс евĕр шавлать.
Тӳпере сарă хум
кĕрлесе сарăлать.
Тăман витĕр шăпах
улт геолог утать.
Çăмăл мар-мĕн шăпа —
ултă çамрăк унта.
Компас çул кăтартать —
лагере çитмеллех!
Юн вылять кăкăрта —
«пробăсем» леçмелле.
Пĕр кĕтмен самантра
ушкăн чарăнчĕ тăп —
çак хĕрӳ вăхăтра
выçлăх хирĕ те шăп.
Пĕри ӳкрĕ. Чĕнмест.
Хускалмасть вырăнтан.
Шыв кăшт пачĕç ĕçме —
тăна кĕче аран.
Вăл чуптурĕ çĕре —
Кара-Кум хăйăрне,
ыталарĕ, йĕрет,
Малалла
Аслă тĕнче хӳттинче, Çĕр планетăмăр çинче тĕрлĕ халăх пурăнать, тĕрлĕ-тĕрлĕ чĕлхепе пурнăç тытса кун кунлать. Çав чĕлхесен хушшинче тăван чĕлхе чи пахи, чуна çывăхтараххи, ăна сапăртараххи. Тăван чĕлхе хӳттипе, унăн ырă ячĕпе аслă ăру-несĕлсен чун хавалĕн ăшшине, йăли-йĕркин тĕшшине, ăс пурлăхĕн пĕлĕвне эпир ăша хыватпăр, пуян чунлă пулатпăр.
Этем тени тĕнчере хăйĕн тăван чĕлхине пĕлсе ӳссе çитĕнтĕр, хăй халăхĕн ăс-тăнне, мĕнпур ырă хăлăкне аслисен пилĕ урлă чунĕ-чĕрине илтĕр, ырăлăха вĕрентĕр. Тăван чĕлхе кӳрекен пур ырлăха палăртма ик алăри пӳрнесем те çитес çуках тупата. Унăн пархатарлăхне этем туять ачаран, тăван çĕрпе халăхран çав чĕлхе пĕр тымартан. Акă мĕншĕн час-часах тăван çĕртен аякка кайса тухсан этеме тунсăх туйăмĕ пусать, лав туртине каялла часрах çавăрма хушать.
Тăван чĕлхе хăвачĕ, чун хĕлĕхне перĕнсе, кăмăл-туйăм тенине вырăнтан хускатнине кам асăрхаман тата?! Çав асамлă кĕтретĕн вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши, çавă мĕнрен килет-ши?
Халăхăмăр ăс-тăнĕ, çулсем витĕр тăсăлан пархатарлăх туйăмĕ атте-анне чĕлхипе кĕрет пирĕн чĕрене, çав хускатать чунсене. Тăван чĕлхем, сан яту тата çӳле çĕклентĕр, тĕнчен анлă çĕрĕнчи тĕрлĕ чĕлхе хушшинче тивĕçлипе илтĕнтĕр! Ыр чĕлхемĕр, тав сана, ĕмĕр-ĕмĕр сыв пулма иксĕлми хăват сана!
Апай пĕçерчĕ çĕрулми,
Шур чашăкла уйран кăларчĕ,
Халь çимелли сĕтел тулли, —
Кăнтăрлахи апат пуçланчĕ.
Апай çавах тем кускалать,
Татса кĕрет хăяр. Мăнтарăн,
Ялан çапла вăл тăрмашать —
Ыр йăлана ăçтан мантарăн?
Çиетĕп эпĕ савăнсах,
Çĕрулмирен тутли курманăн,
Апай калать: çисем татах,
Çитĕнмелле, мăнукăм, санăн.
Тин пиçнĕ çĕрулми вĕри,
Пусран лăпкать апай ачашшăн,
Пурах-ши çакăнтан ырри
Хăй амăшне курман ачашăн?
■ Страницăсем: 1... 438 439 440 441 442 443 444 445 446 ... 796
|
Шухăшсем
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...