Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кунсем-çулсем... Çулсем-йĕрсем...ХусанАсамат кӗперӗ сӳничченЫтла та вăрттăн юратуХĕрлĕ тюльпанĔмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнекеЙытă тĕлĕкĕ

Суту-илӳ ăсĕ


Кашни ĕмĕр

çынна çĕклет,

вăхăт туйма

вăл вĕрентет.

Анчах та çын

вăл пурпĕрех –

пур ĕмĕр те

вĕр-çĕнех.

 

Те вăл

пурнăç лайăххипе,

те ăс

мăнтăрланнипе –

халăх

ăслăланса пымасть,

пĕр утăмран

ытла курмасть.

 

Суту-илӳ

пынă çĕрте,

пĕр-пĕрне

пурте улталаççĕ.

Ун пеккисем

çак ĕмĕрте

урса кайнă пек

çуралаççĕ.

 

Вăл ултава

халăх курать,

анчах хăй

çулĕпе пырать.

Туркăсем патне

каясшăн,

е упиçансене

курасшăн.

 

Малалла

Вĕçкĕнсем


Вăл кун эпир, хамăр-урамри ачасем, Йăлăм вăрманне кайăксем мĕнле пурăннине, вĕсен йăлисене пĕлме ятарласах кайма калаçса татăлтăмăр. Анчах ман тĕле пĕр инкек сиксе тухрĕ: пĕррехинче эпĕ вăрманта компас çухатса хăвартăм. Компассăр вăрмана кайма хăрушă. Ăçтан пĕлетĕн, килтен тухса кайнă вăхăтра çанталăк уяр, вăрмана пырса кĕрсен, пĕлĕтсем хупласа илме, асар-писер сиксе тухма пултарать. Çӳре вара çĕтсе вăрманта. Çавăнпа эпĕ ку кун вăрмана кайма килĕшмерĕм. Ачасен компас нихăшĕн те пулмарĕ, компас туянсан, тепĕр кун кайăпăр, терĕм.

— Хэй, хăравçă эс, — витлерĕ мана Геша. — Пĕлĕтлĕ çанталăк чух вăрманта çил хăш енчен вĕрнине пăхса кăна çӳре, нихçан та çĕтсе каймастăн, — терĕ.

Кайрĕç. Лёва, Миша, Витя. Ертсе пыраканни — Геша. Эпĕ, вĕсем манран кулчĕç пулин те, пачах кӳренмерĕм, хам ăшра: «Кайăрах, мухтанакан хăйĕн килĕнче те алăк тупайман, теççĕ», — терĕм. Вăлта илтĕм те Атăл хĕррине кайса лартăм.

Пулă та питех туртмарĕ вăл кун. «Çанталăк пăсăласса ку», — пулăçсем сăнаса пынине аса илтĕм эпĕ. Çапла вĕсем, пулăсем, мĕнле çанталăк пулассине барометр пекех сисеççĕ. Çапах та эпĕ пĕр шӳрпелĕх тытрăм-тытрăмах: 7 уланкă, 9 кăртăш, 3 вĕт çупах, 2 хĕç пулă.

Малалла

«Якăлти Çăлтăрсен ялтăравĕн…»


Якăлти Çăлтăрсен ялтăравĕн

Йӳнлĕхне ăнлансах çĕр хута

Алăка леш енчен хупса кайрĕ

Сар Хĕвел упăшки çич юта...

 

Çăлтăрсем çĕрĕпех ташлаттарчĕç

Ясара ерекен Уйăха:

Çылăхпа тулакан кăлтăрмачĕ

Тикĕслерĕ хура тунсăха...

 

Сас-хура салатса çитермесĕр

Канăçне тупайман Çилсемех

Çĕрĕпе ĕсĕкленĕ Хĕвелĕн

Çытарне типĕтеççĕ ирех...

 

Ӳпкевпе ӳкĕнӳ тумлатмасăр

Ялкăшса хăпарать, кур, Хĕвел:

Иртнинчен хитререх! çутă! харсăр!..

Пушанса, шел, юлать сар тĕпел...

 

— Халĕ тин курпунне тӳрлетеймĕн, —

Çырлахтарччăр шупка Çăлтăрсем.

Ылтăнпа укаланнă хĕлхемĕм

Хакланать пур-пĕрех — çĕкленсен...

 

Кускалать алăкпа сар тĕпелĕн

Килĕнче упăшка таврăнсан...

Ярăнса хăпаратчĕ илемлĕн

Сар Хĕвел çӳлерех кармашса...

 

Шурса кайнă питрен, кăвакарнă

Уйăха — асăрха — каçсерен...

Ĕлĕкхи упăшка, пулнă арăм

Тĕл пулмаççĕ — сăна — ӳлĕмрен...

Нăрик-нăрик


Самăркка сысна çурин

Пит илемлĕ-çке юрри:

— Нăр-нăрик, — тет, — нăр-нăрик,

Пар апат мана, Юрик.

Ту-ту-тут


Тĕрлĕ тĕслĕ парăсран

Эп ăсталăп пăрахут.

Çырана шуса пырсан

Вăл сас парĕ: ту-ту-тут!

«Кĕтсе кӳтсен…»


Кĕтсе кӳтсен,

тӳссе тӳнсен

Çитсе çĕкле:

пинтен — пĕрре.

Хĕври хĕлхем —

чăнна чĕлсен —

Синкер сирсе

тивет тепре...

Кӳршĕ


Пире, хулари пĕр учрежденире ĕçлекенсене, пĕр çуртрах хваттер пачĕç. Хула çумĕнчи поселокра. Çурчĕ — йывăç çурт, тăватă хваттерлĕскер. Туянасса пурĕ виçĕ çурт туяннă та — пĕрне, мур пĕлет-и, такам пĕчĕккĕн туртса пĕтернĕ. Вăл çуртран виç-тăват пĕрене те ик-виç хăма, темиçе алăк та виçĕ чӳрече хашаки тăрса юлнăччĕ. Кайран ăна, хваттерĕсенче пурăнма пуçласан, улттăн-çиччĕн пайласа илчĕç. Пĕренисемпе хăмисене пăчкăпа тататчĕç-ха, виç чӳрече хашакине çиччĕне мĕнле пайларĕç-ши? Пĕр-пĕринпе килĕштереймен тăвансем, пиччĕшпе шăллĕ, пурлăх пайланă чух шыв валашкине çурмаран татни çинчен калакан юмах пур-ха. Çавнашкалах пулчĕ кунта та. Пĕри форточкисене илнĕччĕ, тепри сылтăм еннелле уçăлакан пайне, виççĕмĕш — сулахай енчине…

Хваттерĕсене пире, сакăр çынна, çурт пурисене хăпартсанах валеçсе пачĕç. Çурт лартнă чух çур ĕçне хваттер илекенĕ хутшăнтăр тесе çапла турĕç-ха ăна. Çапла вара эпир, хамăр хваттерсем хăшĕ пулассине малтанах пĕлсе тăрса, çурт тунă çĕрте пулăшма тытăнтăмăр. Е кирпĕч тиесе каятпăр, е акшарпа цемент турттаратпăр, кăмака хатĕр-хĕтĕрĕ туянатпăр. Паллах, укçалла мар ĕнтĕ, хваттер панăшăн хавхаланса, çав çуртра часрах пурăнма пуçлас тесе.

Малалла

Кăвар


Юлтăм пулас

эп пурнăçран.

Юлсассăн та,

халь мĕн тăван?

Çулсем хăвăрт

иртсе пыраççĕ,

пачах вĕсем

çамрăклатмаççĕ,

тĕлсем патне

хăваламаççĕ.

Ах Тур нумай

кирлĕ тесе,

манăн пуçа

çавăртармаççĕ.

 

Нумай, чăнах та,

кирлĕ мар.

Чăваш калать –

çăкăр-тăвар.

Килте куллен

ăшă пулсан,

калаçма

юлташсем пулсан,

чирлĕ чĕре

сикмест пулсан –

манăн мĕншĕн

хурланмалла;

Савăнмалла,

пурăнмалла.

Мĕн кирли

вĕçех ман пур –

ĕненмесен эс,

кил те кур.

Керменте

пурăнмасан та,

машинасем

çуккă пулсан та,

пин япала

ман пулмасан та –

ман пек

пурăнаканни çук!

Хăвалакан

кĕтӳç те çук.

 

P.S. Юлтăм тени вăл,

ним те мар –

чĕртсе ямалли

кăвар.

Ăçта каятпăр?


Çĕнĕ çулпа

утас тесен,

ăçта каймаллине

пĕлсен –

чупса кăна

эп кайăттăм,

çитсессĕнех

савăнăттăм.

 

Çулĕ те

питĕ такăр мар,

ăçта каймалли

паллă мар –

чупса каймалăх

вăй та çук,

савăнăç

куççулĕ çук.

 

Вара мĕнле

пурăнмалла?

Паян ăçталла

каймалла;

Манăн пуçпа та

пĕлмесен –

мĕн тумалла

вĕренмен çынсен?

 

P.S. Хамшăн пĕрре те

хăрамастăп –

никама та

пулăшаймастăп.

«— Барби ятлă ПУКАНЕН…»


— Барби ятлă ПУКАНЕН

Савнă каччă пур иккен!?

— Эс пĕлмен-им?

— Çу-ук, пĕлмен...

— Çӳллĕ яшăн ячĕ — Кен:

Пушă пуçлă пикенне

Çӳллĕ-çӳллĕ пуканне

Шăлса тăрать тусанран

Йышăнма ăна кайран.

— Йăкăл-якăл майрана

Нумаях та кирлĕ мар

Капăр пушмак — урана,

Çие шукăль кĕпе пар!..

Яту тумпа çук ăса

Çӳрет Барби хупласа.

Кен вĕрентнĕ сăмаха —

Калама пĕлет та-ха —

Чăмлать çавна пур çĕрте,

Кирлĕ — çук... Ăна пĕрех!

Кам чĕнет ăна тӳртен!?

Вăл сĕксе таптать пĕррех! —

Вăрттăн-шăппăн, усалне

Тутарать кăра Кенне;

Леш шеллет пур-çук халне —

Ĕç куçать тарçи çине;

Кенăн, паллă, урăх шут:

Укçа тума шурă хут

Варласа сĕтев тума

Хушмалла часрах çума...

— Пĕр каварлă мăшăра

Тем курман ку хушăра?

— Пуçтарать-тăр чăматан

Хăвăртрах тарма кунтан

Çич ютран иленнĕ Кен —

Вăррипе çакланнă, тет;

Кăвак куçлă сар пикен

Халь явап тытма тивет;

 

...Эх, мĕн чухлĕ ыр ЭТЕМ —

Малалла

■ Страницăсем: 1... 15 16 17 18 19 20 21 22 23 ... 794