Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ХусанКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеЕркӗнҪул юлташӗСинкерТаркăнХĕн-хур айĕнче

«Санпа мана çыхать инçет…»


Санпа мана çыхать инçет,

Ун тăрăх вĕçнĕ сас виçет

Мĕн чухлĕ тӳсĕм юлнине...

 

Пĕлетĕп эп: кĕтме тивет,

Кĕтме пĕлсен тивлет кинет

Килсе кĕрет пĕрех киле...

 

Пĕлетĕн эс: хура çĕрле

Çуталĕ пулнă чух пĕрле

Апла пулсассăн тӳсмелле...

Тумлампа кӳлĕ тулать


Степан Лукич кăткăсем вăрманшăн мĕнле усăлли çинчен каласа панă чухнех асăрхарăм, Микиш темскер пăлханма тытăнчĕ. Халь, киле таврăннă чух, Степан Лукич пирĕнтен уйрăлса юлсан, вăл пушшех пăлханса:

— Ачасем, — терĕ Эрхиппе мана, — атьăр-ха хăвăртрах паçăр ларса каннă уçланка кайса килер.

— Мĕн тума? — ыйтрăмăр эпир.

— Паçăр эпĕ унта пĕр кăткă йăвине çĕмĕртĕм, — айăплăн каларĕ Микиш. — Кăткă çăмартисене курас килчĕ те… Ун чух эпĕ кăткăсем вăрманшăн мĕнле усăллă иккенне пĕлмен-çке-ха. Хăвăртрах кайса юсас пулать. Атту, Степан Лукич курсан кам çĕмĕрнине тӳрех тавçăрса илет, вара лекет мана, — терĕ Микиш, чĕтре-чĕтре.

— Паллах, лекет. Киревсĕр ĕç туса хунă эс, Микиш. Халех кайса юсас пулать вăл йăвана, халех! — васкатрăм эпĕ.

— Эх, пĕлмен çав, пĕлмен… — тем пекех ӳкĕнчĕ халь Микиш хăй те.

Эпир ларса каннă уçланкă кунтан чылай инçетре, виçĕ километр ытла таврăнма тивет. Каç пуличчен киле çитме те вăхăт кирлĕ, çавăнпа эпир чупсах кайрăмăр, йăлтах хăшкăлтăмăр. Çитессе çитрĕмĕр…

— Чим, ку мар пулас, — тапах чарăнса тăчĕ Микиш пĕр йăва умĕнче. Ку йăви чиперех, çĕмĕрни-туни нимĕн те паллă мар — Эп çĕмĕрнĕ йăва ăçтарахраччĕ-ши?

Малалла

Манпа пĕрле


Эп анкă-минкĕ

пекки мар,

пуçа çухатнă

çын та мар.

Анчах та

кашни кун пуçра,

анне тăрать

манăн умра.

 

Анне çинчен

нумай çыраççĕ,

ăна савса

нумай юрлаççĕ.

Аван, анчах та

ман чĕре,

ăна курас тесе

йĕрет.

 

Анне

пурăннă чухне,

юратап теме

хăймарăм.

Пĕлмен ун пек

сăмахсене,

те аннене

ун чух туймарăм.

 

P.S. Халь кашни кун

вăл чĕрере –

эп виличчен

манпа пĕрле.

Кĕрсе тух


Чăваш чĕлхи

хитре пулни

никама та

тĕлĕнтермест.

Чĕлхе пуянлăхĕ

тулни,

хамăр сывă

чух пĕтмест.

 

– Пирĕн пата

эс кĕрсе тух –

ун пек йыхрав

мĕнле аван.

Çапла кама та

чĕннĕ чух –

эс те

тĕлĕнсе каян.

Сана чĕнеççĕ

«кĕр» тесе,

çав вăхăтрах

«тух» та пур.

Эс ан шутла

ку шӳт тесе –

ун пеккисем

татах та пур.

 

«Килсе кай»

тесе чĕнсен,

нимте

тĕлĕнмелле мар.

Анчах чăнах та эс

килсен –

тухса каичченех

лар.

 

Ун пек

сăмахсем нумай,

чăвашла

калаçнă май.

Çак сăмахсем

пултараç,

ăнлантараç,

култараç.

Иккĕллĕ çак

ăнлану –

чăваш ăшне

кăтартать.

Пĕр енчен вăл

пăлхану,

тата шӳт те

палăртать.

 

Эп юратса

пăрахрăм

(теççĕ пирĕн

хушăра).

Иртерех пуль,

хăратрăм

хамăн пулас

мăшăра.

Малалла

Черет


Халех килме шăпа картманччĕ —

Çывраттăм уйăх леш енче.

Такам сасси чĕнсе кăларчĕ —

Черетсĕр кĕтĕм хальхинче.

 

Васкарăм пуль — пуçа пĕкмерĕм,

Тепри пĕкмесĕр кĕрес çук...

«Килях-килях, пĕр килнĕ хĕрĕм», —

Тĕмен1 темерĕ кĕнĕ чух...

 

Ура тапсах уçмастăм алăк! —

Такам-çке чĕнчĕ çакăнта!?

Таçта вартаççĕ — сисрĕм — палăк...

Мана валли?.. Çак яхăнта?...

 

Мĕнех туса ĕлкертĕм — калăр?!

Ăçта йăмтартăр çав сасса?!

Ăçта — кăтартăр — вăйăр-халăр?!

Атту ваклатăп веç касса!..

 

Никам та çук, тарса пытаннă...

Умра выртать этем... Поэт:

«Ак çак калем2 ман мар тек - санăн,

Кун чухлĕ йăтрăм — сан черет».

 

— Черет? Черетсĕр кĕтĕм эпĕ!

Ăçтан каçартăр Самана?!

— Утса тухатăнах — пĕлетĕп,

Халь ирĕк пар кайма мана...

 

...Халех килме шăпа картманччĕ —

Çывраттăм уйăх леш енче.

Поэт сасси чĕнсе кăларчĕ —

Халь чăт та тӳс мана, Тĕнче!

«Самана сăнчăрланă Сăмах…»


Самана сăнчăрланă Сăмах

Кун кунлать касмăкне3 кăшласах...

Çăрине çĕмĕрме çав-çавах

Пултару, пуçару пулмаллах!

 

Самана сăнчăрланă Сăмах

Вилĕмпе вăхăтран вăйлăрах —

Ултавпа уртарсан уйрăмах

Пĕтĕмпех пĕтерейĕ пуçтах.

 

Самана сăнчăрланă Сăмах

Тăллине тĕпретет-ха татах...

Чăхăмне4 чараймастăн — часах

Сирпĕтсе салатать — сасăпах!

Курак Мĕтри


Курак Мĕтри, хунькассинче пулнă пек, халĕ унтан урапа çинче силленсе таврăннă пек тĕлĕк тĕлленсе выртаканскер, такам хыттăнах: «Тăр, мучи! Çитет сана çемçе çĕрте кун чухлĕ çывăрса килнипе», — тенине илтсе вăранса кайрĕ.

— Ийя! — йăпăр-япăр сиксе тăчĕ Мĕтри. — Ма çапла çĕр варринчех кăшкăрса вăрататăн эс, карчăк?

— Мĕн мăкăртататăн эс унта? Халех матраса пуçтарса хур! Ха, тăсăлса выртнă вăл!

Пуçне карттус тăхăннă ют хĕрарăм хунарпа çутатса тăнине курсан тин Курак Мĕтри, ыйхăран уçăлса çитсе, хăй пуйăс çинче пынине тăна илчĕ. Ăна вакунти кондуктор вăратрĕ иккен.

— Мĕн пулнă? — куçне сăтăркаларĕ Курак Мĕтри.

— «Мĕн пу-улнă!» — витлесе илчĕ ăна хĕрарăм-кондуктор. — Çĕркаç «Кама тӳшек-минтер кирлĕ?» тесе ыйтсан эсĕ ним те шарламарăн… Халĕ, ав, епле тăсăлса выртнă матрас çине! Халех пуçтарса хур!

Курак Мĕтри, çӳлти плацкарт çине майлашнăскер, кондуктор умĕнчех тӳшеке ялти пек хуçлатса чĕркерĕ те çӳлĕк çине хăпартса хучĕ.

— Вăт çапла, — терĕ тинех кăмăлĕ тулнă кондуктор. — Матрас çине выртас пулсан, каçхине укçа тӳлемеллеччĕ, простынь, минтер пичĕ, çитти илмеллеччĕ…

Малалла

Санкцисем


Çавăн евĕр санкцисем –

пирĕн кĕтнĕ хăнасем.

Паян куна е ĕнер,

тытăнчĕç хума кĕпер.

Малтан мăя хĕстереç –

ăна – глобализм теç.

Хамăр килте хамăра

сывлăш памаç кăкăра.

 

ВТО саккунĕпе

ял-хуçалăха пĕтерчĕç.

Хĕвеланăç çулĕпе

нушасем патне çитерчĕç.

 

Санкцисемпе çаптарса

пирĕн вăя тĕрĕслеç.

Тĕнче умĕнче кулса,

пире хуратса ĕçлеç!

 

Ларса лайăх шутласан,

хамăрах, Тур пулăшсан –

пурнăçа тытма пĕлетпĕр,

ăна сирĕнсĕр çĕклетпĕр!

 

Раççейре çĕр пит нумай –

ĕçлесен, кунта та Рай!

Санкцисем пулăшнипе

хăпарать пирĕн тӳпе.

 

Пирĕн халăх та маттур,

пурăнмаллăх пурте пур!

Сирĕн çĕрнĕ санкцисем,

пурнăç çĕкленӳçисем!

«Пуçăмра выртакан Шухăшсен тĕркинчен…»


Пуçăмра выртакан Шухăшсен тĕркинчен

Темĕскер шыраса — Хуравсен çиппине

Кукăрчак сăмсипе çекĕллерĕ Ыйту...

 

Шĕркетлерĕ5 çапла çăлтăрсем сӳниччен —

Палăртасшăн пекех — хăш енчен тивнине

Шухăшпа Хурава чăн-чăнах вăл турту6.

 

"Никама кирлĕ мар", "йăлăхтармăш", "пĕччен"...

Тĕрлĕрен калакан, тĕрлĕрен чĕнекен...

Тем тесен те вĕсен пĕр анне — Ырату.

«Вакуннăн-вакуннăн шăваççĕ саккунлăн…»


Вакуннăн-вакуннăн шăваççĕ саккунлăн

Аса илӳсем сыпăнтарнă кунсем...

Тăратăн вара: пулман та пуль? Пулнă!

Йышнас килмесен те çырлах, ĕненсем.

 

Вакуннăн-вакуннăн... те савнăç, те хурлăх

Тултарнă, иртеççĕ сăмсам умĕнчен.

Ачалăх та яшлăх сăрт-тăвĕ, çыр урлă

Таçта тăхтамасăр каяççĕ инçе.

 

Вакуннăн-вакуннăн... иртеççĕ шак хунăн7

Сывлас сывлăша ĕмĕтпе тĕтĕрсе...

Пĕлмесĕр тăратăн: мĕн чухлĕ-ши юлнă —

Шăпам картнă пек - сыпмалли кунăмсем?

■ Страницăсем: 1... 17 18 19 20 21 22 23 24 25 ... 794
 
1 тĕмен — тĕнче
2 калем – ручка-карандаш
3 Касмăк — сăнчăр
4 Чăхăм — куштанлăх
5 шĕркет — йăлă ту
6 турту — тăванлăх
7 шак хур — систер, асăрхаттар