Кӳршĕ
Пире, хулари пĕр учрежденире ĕçлекенсене, пĕр çуртрах хваттер пачĕç. Хула çумĕнчи поселокра. Çурчĕ — йывăç çурт, тăватă хваттерлĕскер. Туянасса пурĕ виçĕ çурт туяннă та — пĕрне, мур пĕлет-и, такам пĕчĕккĕн туртса пĕтернĕ. Вăл çуртран виç-тăват пĕрене те ик-виç хăма, темиçе алăк та виçĕ чӳрече хашаки тăрса юлнăччĕ. Кайран ăна, хваттерĕсенче пурăнма пуçласан, улттăн-çиччĕн пайласа илчĕç. Пĕренисемпе хăмисене пăчкăпа тататчĕç-ха, виç чӳрече хашакине çиччĕне мĕнле пайларĕç-ши? Пĕр-пĕринпе килĕштереймен тăвансем, пиччĕшпе шăллĕ, пурлăх пайланă чух шыв валашкине çурмаран татни çинчен калакан юмах пур-ха. Çавнашкалах пулчĕ кунта та. Пĕри форточкисене илнĕччĕ, тепри сылтăм еннелле уçăлакан пайне, виççĕмĕш — сулахай енчине…
Хваттерĕсене пире, сакăр çынна, çурт пурисене хăпартсанах валеçсе пачĕç. Çурт лартнă чух çур ĕçне хваттер илекенĕ хутшăнтăр тесе çапла турĕç-ха ăна. Çапла вара эпир, хамăр хваттерсем хăшĕ пулассине малтанах пĕлсе тăрса, çурт тунă çĕрте пулăшма тытăнтăмăр. Е кирпĕч тиесе каятпăр, е акшарпа цемент турттаратпăр, кăмака хатĕр-хĕтĕрĕ туянатпăр. Паллах, укçалла мар ĕнтĕ, хваттер панăшăн хавхаланса, çав çуртра часрах пурăнма пуçлас тесе.
Икĕ çурчĕн те, стандартлăскерсен, никĕсĕсем кирпĕчренччĕ. Пурине хулари строительство училищинче вĕренекен ачасем, практикăна пырса, хăпартса пачĕç. Хамăрăн учреждени, хулари пĕр-пĕр стройтрестпа калаçса татăлса, ăста платниксем тытма хăват çитереймерĕ пулас. Çавăнпах-и, çуртне, пурăнма куçсан, çулталăк-çулталăк çурă иртмессерен юсаса тăраттăмăр.
Çĕнĕ çултан пуçласа май уйăхĕчченех, ерçнĕ вăхăтра, çурт тунă çĕрте кăштăртатрăмăр. Май уявпе вара çĕнĕ хваттерсенче кĕтсе илтĕмĕр.
Чăн та, тĕпсакай та чавманччĕ-ха, пӳртре те, çенĕкре те чăлан тавраш çукчĕ, мăкне çапманччĕ, тăм шăлманччĕ. Çĕнĕ хваттере пырса кĕтĕмĕр те — пĕр пысăк пӳлĕмре кăмака тĕпĕ пулмалли шăтăк хуралса тăрать, маччара та, пӳрт тӳпинче те мăрье кăлармалли шăтăксем. Вĕсем витĕр пӳрте кăвак тӳпе çути (уяр кунсенче ĕнтĕ) янкăр ӳкет.
Куншăн эпир пĕрре те пăшăрханмарăмăр. Никам та хăваласа кĕртмен пире туса пĕтермен çурта, — хамăр, майĕпен майлаштаркалăпăр тесе, хăпса килтĕмĕр.
Чи малтанах мăк çапрăмăр, кăмака тума кирпĕч тиесе килтĕмĕр. Унтан пӳрте шалтан та тултан тăм шăлса шуратрăмăр, ăшчиккине сăрласа, тĕрĕллĕ накат чуптартăмăр, маччисене шурă хут çыпăçтартăмăр, унтан чăланпа тĕпел кукри тума тытăнтăмăр.
Чăлан тума учреждени пире хула типографийĕнчен çӳхе хăмасем туянса панăччĕ. Паха хут ещĕкĕн хăмисемччĕ вĕсем. Тăршшĕ хаçатран кăшт вăрăмрах, ал лаппи сарлакăш. Машина тара тытатпăр та, кашни хăй валли тиесе килетпĕр çавна.
Эпĕ те хам валли пĕр машина хăма тиесе килсе çенĕке пушатрăм. Унпа ман çенĕкре — чăлан, пӳртре урлă-пирлĕ пӳлсе кухньăпа алăк сыппи çавăрмалла. Анчах çав кунсенче таçта командировкăпа каймалла пулчĕ те — таврăнсан пăхатăп: темле «ураланнă» ман хăмасем — тухса тарнă çенĕкрен, хăлаç тăршшĕ ик-виç хăма çеç выртса юлнă.
— Сан хăмусене йăлтах Мартин йăтса кайрĕ, — терĕ ман кăнтăр енчи стена урлă кӳршĕ Гурьев. Ман тата хĕвеланăç стена урлă кӳршĕ те пур, вăл — Унтри. Гурьевпа Унтрин хĕреслĕ лекекен хваттерĕсем хушшинче, кăнтăрхĕвеланăç кĕтессинче, Мартин, çурçĕр-хĕвелтухăç кĕтессинче — эпĕ пурăнатăп.
Хăмасем ăçтине пĕлсен, Мартина çиллĕм килчĕ те, чăтаймарăм — ун хваттерне кайрăм.
— Мартин Мартынч, ма çапла хăтлантăн эсĕ? — терĕм, туса пĕтернĕ çенĕк чăланĕ çумне таянса, чĕркуççи таран турпас ăшĕнче тăракан Мартина. Пӳртре те, кăмака тĕлĕнчен пӳлсе, зал тунă, кухньăпалла алăк лартнă. Мартин ун чух вăтăртан иртнĕччĕ те авланманччĕ-ха. Ăнлансах çитерейместĕмччĕ эп вăл çынпа. Паха енĕсем нумай-ха ун: табак туртмасть, уявсăр е хăнасăр-мĕнсĕр эрех-сăра ĕçмест, ĕçе вăхăтра та йĕркеллĕ çӳрет. Анчах пулнă-ши вăл кирек кампа çывăх юлташлă е туслă? Çынпа ахаль халаплассисĕр те «Аван пурнатнисĕр» пуçне урăххи çинчен тĕплĕн калаçас-тăвассинчен яланах пăрăнатчĕ. Ушкăнра пĕр-пĕр кино пирки сăмах пуçланнă — вăл пăрăнса утать: курман. Кĕнеке пирки тавлашаççĕ — тӳртĕн çаврăнса тăрать: вуламан…
Мартин ман патран хăмасем илсе кайнăшăн именме те кирлĕ мар тесе шутларĕ.
— Эс ху çукчĕ те, — тавăрчĕ вăл лăпкăн ман сăмаха хирĕç. — Паян-ыран эс çавах ним те тăваймастăн. Ман ерçнĕ вăхăт тупăнчĕ… Вара, вăхăта ахаль ирттериччен, чăлан туса лартас терĕм. Хăмисем лере, типографире, татах пур. Тиесе килсе паратăп эп сана. Хăçан тума тытăнасшăн?
— Паянах тытăнасшăнччĕ, — терĕм, çав кун вырсарниччĕ те.
— Тепĕр канмалли кун тăватăн. Эп ĕнер тиесе килесшĕнччĕ — хамăрăн машина ерçмерĕ.
Мартин никампа та сассине хăпартса, çилленсе е тарăхса калаçнине курман. Çынсем те унпа, хăй пекех, кăмăллă сасăпа калаçаççĕ.
Эпĕ те, ăшра çиллĕм тăвăлнăччĕ пулсан та, çак йăлана пăсас темерĕм. Лăпкăнах çаврăнса утрăм. Çав кунсенчех ман питĕрĕнсе тăракан пӳртрен кăмака плиткин ункисем çухалнăччĕ, чӳлмек-миска лартман чух кирпĕчпе-мĕнпе çеç витсе хуратпăр. Вĕсем пирки те халь: «Мартинах илсе кайман-ши кусене?» — тесе шухăшласа çылăха кĕтĕм.
— Юрĕ ĕнтĕ, тепĕр вырсарникунччен кӳрсе пар вара, — тесе хăвартăм çакна. Анчах Мартин хăма тиесе килсе парасса кĕтсе илеймерĕм эпĕ, хамах тиесе килтĕм.
Кĕскен каласан, хваттерсене эпир кĕркуннеччен хăтлăх кӳрсе çитертĕмĕр. Хăшĕ-пĕри, завод проектласа панă çенĕксемпе килĕшмесĕр, вĕсене пăсса юсарĕ. Мартин та ăна сарай пек сарчĕ, веранда турĕ. Ăçтан хăма-пĕрене тупрĕ вăл, пĕлме хĕн, мĕншĕн тесен хăй туянман, учреждени те урăх паман. Чăн та, Мартин Мартыновичпа тепĕр çуртри икĕ çемье верандисем, мал енчен пăхсан, йăлтах пăснă алăксенчен те рамăсенчен тунăскерсем темелле. Çавăн чухлех алăк-чӳрече пулнă-ши «çухалнă» çуртăн? Пулнă та пуль çав. Кашни хваттер валли икшер алăк, ик хутлă виçшер чӳрече пулнă пулсан, сакăр алăк та çирĕм тăватă рама тухать. Мартин Мартыновичăн веранди пуринчен чапли пулчĕ.
Сакăр çемье валли сакăр пӳлмеллĕ вутă сарайĕ туса пĕтерсен, хуçалăхра тĕплĕрех çынсем нӳхреп чавма тытăнчĕç. Кунта вара çухалнă пӳртĕн ытти пайĕсем те чылай туха-туха курăнчĕç: мачча-урай хăмисем те, нӳхреп кĕтессисене çапмалли сăвайсемпе урлашкана каякан пĕренесем те.
Учреждени пире, хамăрăн тăватшар хваттерлĕ икĕ çурта тата виççĕмĕш çурт валли уйăрса панă пуш вырăна пĕр килкартине хупса, йĕри-тавра карта çавăрса пачĕ. Ун чух, поселокра газ пурччĕ пулин те, пирĕн учреждени хăват çитерейменнипе вутă çунтарса пурăнаттăмăр-ха. Шыва — лĕри вăрман çăлкуçне, тепри улăх тăрăх каять, эпир, çырма урлă каçса, пураллă пусса çӳретпĕр. Пусси тарăн пулин те, шывне ирхине хĕвел тухичченех ăсса юлмасан, кайран шĕвĕ нимĕр пек пылчăк çеç туртса кăларатăн. Пури ун çӳллĕ тата çакса хунă патьен витри пысăк та йывăр. Шывне ăснă чух пура çумне хырăмпа лайăх тĕкĕленсе тăмасан, кĕрсе ӳкме те пулать. Кайрантарах тин поселока шыв хуларан пăрăх тăрăх пама тапратрĕç. Инçе те мар шыв колонки — икĕ урам урлă каçса, темиçе кил тăршшĕ кăна сылтăмалла чупса каймалла; черет йышăнас пулать — киоска кайса пĕрер курка сăра ĕçсе килнĕ çĕре черет çитет. Хĕрарăмсем магазина кĕрсе çăкăр е сĕт туянма ĕлкĕреççĕ.
Çапла ырă курсах пурăнма тытăнтăмăр эпир çĕнĕ хваттерсенче.
Пирĕн кашнин пĕчĕкшер лаптăк çĕр пур. Пурин те вăл чӳрече умĕнче е çенĕк вĕçĕнче. Гурьев ани — хапха çумĕнчех. Унтрипе иксĕмĕрĕн — чӳречесем умĕнче. Сарлакăшĕ — шăпах хамăрăн хваттер сарлакăш, тăршшĕ — пӳртрен сарай патнелле сакăр-тăхăр утăм. Унта купăста, помидор, сухан лартатпăр. Юлашки пайне, кĕр енне çĕнĕ çимĕç тутанса пăхмалăх тесе, çĕрулми пăрахатăп. Çак «плантаци» йĕри-тавра темиçе тĕп хурлăхан, чие, хăмла çырли туни чиксе тухрăм.
Пирĕн çуртри Мартин Мартынч çĕрĕ кăна хваттер çумне лекмерĕ.
— Пахчалăх çĕр эпĕ çав сарай хыçĕнчи вырăна йышăнатăп, — терĕ Мартин, пурте пĕрле килкарти тирпейлеме тухсан.
— Йышăн ара, унта халь никам та пире виççĕмĕш çурт лартса парас çук, — терĕмĕр эпир.
Мартин Мартынч (ашшĕ ятне хушсан, ячĕ тата янăравлăрах илтĕннĕрен çапла чĕнеттĕмĕр эпир ăна) сарай хыçĕнчи çухалнă çурт вырăнне тепĕр куннех чавса тăкрĕ. Сарай çумнех çитерчĕ, утмалăх сукмак та юлмарĕ темелле: çумăрта-мĕнре унтан иртнĕ чух, ана çине шуса каясран, хăрах алăпа сарай хăмисенчен тытаттăмăр. Вутă тиесе килсен, машинине сарай тепĕр енне пушатса, сыппăн-сыппăн йăтаттăмăр.
Мартинăн çĕр лаптăкĕ, пирĕннипе танлаштарсан, виçĕ хут пысăкрах пулчĕ. Самаях çĕрулми туса илчĕ вăл унта малтанхи çулах.
— Хĕл каçма çĕрулми çитет манăн, — терĕ Мартин кĕркунне.
Ун чухне вăл пĕччен пуççăнах пурăнатчĕ те — çитнĕ те пуль.
Кĕр енне Мартин Мартынч ани тавра решетке тытса çавăрчĕ. Нӳхрепне ыттисем пек сарайне мар, çав карта кĕтессине чаврĕ. Çине витсех турĕ ăна вăл. Çиелтен пăхсан, пĕчĕк лаç тейĕн. Кĕркунне тирĕс тасатса çӳрекен машинăпа темле «çураçнă» вăл. Санэпидеми станцийĕ таса мар тислĕке çын пурăннă тавраша кăларма ирĕк памасть, анчах Мартин Мартынч ăна пĕтĕмпех хăй ани çине хăварттарма пултарнă.
— Шоферĕпе калаçса татăлтăмăр та, — каласа пачĕ кайран Мартин Мартынч. — Виç тенкĕ хыçран тапать-им ăна?
Тепĕр çуркунне пахчара тăрмашакан Мартин эп йăран тунине курчĕ те:
— Итле-ха, — терĕ, — сан çĕр пуринчен те сахал кунта.
— Çитет мана, — тавăртăм эпĕ.
— Мĕн «çитечĕ», ав, çĕр ахалех выртать. Чав ман пахча çумне пĕр-икĕ йăран.
Чăн та, вăл каланипе килĕшсе, ун пахчи çумне ик йăран пек чавса çĕрулми лартрăм. Мартин Мартынч çав вăхăтра хăйĕн хваттерĕн чӳречисемпе алăкĕ умне, урамран çĕр çавăрса илсе, хитре кăна карта тытса лартнă. Йăрансем чавнă, хĕррине чие йывăççисем лартса тухнă.
— Кăçал ман йыш хушăнмалла-ха, çавăнпа çĕрулми те, çимĕç те ытларах кирлĕ пулать, — терĕ хăй.
Çăвĕпе пахчаран туха пĕлмерĕ Мартин. Çынсем ĕç хыççăн театра çӳреççĕ е телевизор пăхаççĕ. Мартин Мартынч пахчинчех кăштăртатать.
— Ырă кино çук халь, — терĕ вăл, пĕррехинче эпĕ ăна телевизор пăхма чĕнсен, — Мĕн унта… Ытала-аççĕ текех!.. Чуптăваççĕ!.. Тьфу! Йĕрĕнес килет.
— Тĕнчере мала тухассишĕн футболла выляççĕ халь. Чи вăйлă командăсем пухăннă.
— Юратмастăп эп çав вăййа, — ал сулчĕ Мартин Мартынч. — Мĕн пăхса ларас!.. Тапа-аççĕ унта текех…
Спорта пачах юратмасть теме çук-ха ăна. Ĕçре эпир шашка турнирĕ ирттернĕччĕ. Местком мала тухакансене пама виçĕ преми тунă. Çавăнпа пулĕ йышлăн хутшăнчĕç турнира. Пĕрремĕш вырăн — мана, чи кайри — Мартина лекнĕччĕ ун чух, унăн пĕтĕмпе те çур очко кăначчĕ. Çапах та унпа выляни пуринчен ытларах асра юлчĕ.
Шашка хыççăн шашка çухатнăçемĕн хĕп-хĕрлĕ хĕрелсе пычĕ вăл. Унтан «тăшманăн» çич-сакăр ахаль шашкине хирĕç тăрса юлнă пĕртен-пĕр шашкипе ăçта каймаллине сехете яхăнах шухăшласа ларчĕ. Ăна та çухатсан, янахне чĕтретсе, пуш хăма çинче темскер шырарĕ.
— Ак çакăнта тепĕр шашка пулсанах выляса илеттĕм санран, — хăма çине тепĕр шашка лартса кăтартрĕ вăл. — Атя, выляса пăхар çапла…
Вылярăмăр та, ăна та çухатрĕ.
— Йывăр пулчĕ вĕт сана манран выляса илме, э? Йывăр вĕт?..
Эпĕ, «килĕшсе», пуç сĕлтрĕм. Вăл савăнчĕ. Хăй чаплă çĕнтерӳ тунă пек паттăррăн утса тухса кайрĕ.
— Мĕн ĕçлетĕн эс текех пахчара? — тесе ыйтрăм пĕр çуллахи шăрăх кун çĕрулми çеçки хушшинче çӳрекен Мартинран. Çум çумлас е çĕрулми купалас вăхăт марччĕ-ха, çимĕç шăварас кунсем те иртнĕ.
— Çав урамри ачасене темле чармалла, — хуйхăрса каларĕ Мартин — Икĕ чул катăкĕпе тимĕр татки тупрăм паян ана çинче. Пĕр купăста тунине тӳнтерсех янă. Тата кӳршĕ йытти карта урлă сиксе каçать-ха, тем пур вара ун валли кунта… Те пралук карас çиеле… Ача-пăчана та шанма çук.
Тепĕр кунне Мартин, чăн та, карта тăрне йĕплĕ пралук карса тухнă.
Кĕркунне лайăхах çимĕç пуçтарса илчĕ Мартин: помидорне те, хăярне те, купăстине те пĕрер катка тăварласа лартнă, терĕ.
Ку кĕр те Мартин ман ана енчи карта сыпăкне сӳтсех пĕлтĕрхи йышши тислĕке хăй ани çине тăктарнă. Иртерех тăкнипе эрнипех кил патне çывхарма çук шăршă тăчĕ.
— Ма йĕркеллĕрех тислĕк тăкмастăн ану çине? — терĕм эпĕ çакна пĕррехинче.
— Ялтан пĕр машина парса яратăп терĕ-ха анне.
— Инçе пуль унтан илсе килме… Тата ялта хăйсем те пахчаллă пулĕ?..
— Утмăл çухрăм — инçе-и вăл? Хăйсен тесен, ĕне пур — тислĕк татах пулать.
Кĕркунне Мартин авланчĕ. Туйне кӳршĕсенчен никама та чĕнмен те — арăмĕ унта-кунта иртсе çӳренипе кăна куркалаттăмăр чӳрече витĕр. Лутрарах хăй, мăнтăрккарах. Тачка шурă пĕçĕллĕ. Утнă май тăвăр платйи, текех çӳлелле сиксе, хыçалти пилĕк тĕлнелле хутламланса пуçтарăнать. Пичĕ çаврака, сăмси лапчăк, тути сарлака.
Нӳхрепе кайнине пĕрре те курман эпир ăна. Унта яланах Мартин хăй каятчĕ. Е пĕр турилкке помидор, е хăяр, е купăста йăтса таврăнатчĕ. Е пурте хутăш. Нихçан та пĕр турилккерен ытла мар.
— Хăнисем тăваттăн-пиллĕкĕн килчĕç. Тăват-пилĕк помидор çитет-ши вара вĕсене? — асăрхатчĕ хăш чух арăм чӳрече витĕр. — Çав усал тислĕк çинче тунă çимĕçе эпĕ нимпе те ăш кĕлесе çиеес çук.
Мартин хĕлĕпех çимĕç йăтатчĕ нӳхрепрен. Хĕлле кăна мар, çулла валли те юлатчĕ унăн. Хăй те мухтанатчĕ хĕрсе кайсан.
— Ман халĕ те пур, — тетчĕ вăл, пирĕн арăмсем пасартан е магазинтан çимĕçсĕрех таврăнсан. — Хам пахчара туса илниех.
Авланнă хыççăнхи çуркунне Мартин пахчине пуринчен малтан тухрĕ, картине — тислĕк кĕртме хăрах енчен пĕр тăрăх уçнăскерне — тăратса лартма пикенчĕ.
Мартин карта тăратса лартнă хыççăн тепĕр кунне курах кайрăм: вăл пахчине татах анлăлатнă. Шăпах икĕ йăран чухлĕ. Пĕлтĕр эп чавнă йăрансене иккĕшне те хăй картине хупнă. Эп, тĕлĕннипе ним калама аптраса, çăвара карса тăтăм: «Ав мĕншĕн ăнсăртран тислĕк тăкăнса юлнă иккен ман йăрансем çине кĕркунне».
— Çĕрĕ унта татах пур, чав малалла, — терĕ Мартин маншăн тем чухлĕ ырă тунă пек çемçе сасăпа. — Кунта сан тăпри тăмлăрах, юнашар ав — хурарах, çерем… Çерем тăпри çинче çĕрулми вăйлă пулать. Çĕр темиçе çул каннă унта…
Çак çулхине те çăвĕпех пахчинчен тухмарĕ Мартин. Анчах халь пĕччен мар, арăмĕпе иккĕш тăрмашрĕç.
Кам хăнана килет, çавна тӳрех пахча курма ертсе тухаççĕ.
— Ак ку вăл, хĕрли — помидор, лешĕ — хăяр çавăн пек ешĕл ӳсет. Çынсен пур, курăр, ав — типсе ларнă.
Хăни пуçĕпе сулкаласа пăхса тăрать: чăнах та-мĕн, хĕрли — помидорах-мĕн, пилĕк çӳллĕш ӳсекенни — çĕрулми аври…
Тутанса пăхмалли çук пулин те, хăна, мĕн курнипех «тăранса», каялла утать.
Çулла Мартин пахча шăвармалли мел те ăсласа кăларчĕ. Вăрăм резин пыршă тупнă та вăл, урамри шыв пăрăхĕпе çыхăнтарса, пахчине çити тăснă. Сирпĕтет вара ани çине шыв Мартин каçсерен, çынсем çывăрса пĕтсен… Кăнтăрла юрамастчĕ пулĕ çав. Паллах, поселока шыв пахча шăварма мар кĕртсе панă. Ун валли ирĕк илмелле-и е ыттисене те шыв кирли çинчен шутласа именме пĕлмелле-и…
Çак çулхине нихçанхинчен ытларах пахча-çимĕç туса илчĕ Мартин. Çимĕç тухăçĕпе савăнмаллипех савăнни хăлхана та илтĕнетчĕ, куçа та курăнатчĕ. Йăпăртатса кăна çӳретчĕ вăл пӳртрен пахчана е михĕ, е катка-пичке, е савăт-сапа йăтса.
Хăлхана илтĕнесси-тăвасси…
Ĕçкĕ-çикĕре те нихçан шăл шурри кăтартмастчĕ Мартин. Кăçал вара çăвĕпех пĕр юрă ĕнĕрлекелесе-шăхăрса çӳрерĕ. Юрри, «Господин 420» ятлă инди фильмĕнчен сарăлнăскер, темле майпа çуркуннех Мартин асне пырса кĕнĕ те — кĕркуннечченех тухмарĕ.
Кĕркунне Мартин ялтан пĕр машина чипер тислĕкех илсе килчĕ. Çуркунне ăна ана çине сапаласа тăкрĕ.
Эпир, ытти кӳршĕсем, Мартина, тен, асăрхаман та пулăттăмăр-и, анчах пире пурсăмăра та арăмсем Мартина тĕслĕх илсе кăтартсах ятлатчĕç.
— Кур, — тет ман арăм та, — Мартин çĕре епле пăхма пĕлет. Эсир пур — ачăра та ун пек пăхмастăр. Мартин, ав, пĕчĕк ана çинчех хĕл-çу каçмалăх çимĕç ӳстерет… Çĕре юратать вăл!..
— Çĕрне юратни-мĕнĕ… Çимĕçне ытларах кăмăллать мар-и, — тетĕп эпĕ, нимпе тӳрре тухма аптраса.
— Пире çимĕç кирлĕ мар-им? Апат пĕçерме тăмассерен магазина чупатпăр…
Çапли çаплах-ха ĕнтĕ, тĕрĕспех калать арăм. Мартин пекех пахчара тăрмашма вара — çыннăн кăмăлĕнче, юнĕнче темскер хăйне евĕрли кирлĕ, ахăр.
«Каярах юлса çуралнă-тăр ку çын, — шухăшлатăп хам. — Ĕлĕк çуралнă пулсан, тем тесен те кулака тухатчĕ… «Вăрлăхĕ» пур… Пĕр-пĕр «кăпка» çĕре лексенех ашкăрса каймалла… Кур эс ăна… Çакăнтах май тупрĕ…»
Анчах Мартинăн хĕлле кĕтмен çĕртен инкек сиксе тухрĕ.
Пĕр кунхине пирĕн килкартине темиçен пырса кĕчĕç те Мартин пахчи умĕнче чарăнса тăчĕç. Уткаларĕç, темскер виçрĕç, унтан кайрĕç… Тепĕр икĕ кунтан çак вырăна кирпĕч тиенĕ виçĕ машина персе çитрĕ. Унтан рабочисем килчĕç. Мартин картине илсе пăрахса, ун пахчи вырăнне тĕпсакай пекки чаврĕç, цементласа чул никĕс хыврĕç.
Эпир те тухсах пăхрăмăр. Мартин питĕ кускалатчĕ. Строительсем ăна темле план кăтартатчĕç…
Çаплах, поселок планне архитекторсем тахçанах палăртса хунă, хула Совечĕ çирĕплетнĕ.
Мартин пахчи вырăнĕнче план тăрăх виççĕмĕш çурт лартмалла пулнă, анчах тăват-пилĕк çул ĕнтĕ çав вырăн «пушах» выртать. Çавăнпа хула Совечĕ унта ача садĕнче ĕçлекен хĕрсем валли общежити туса лартма йышăннă.
Общежити çурчĕ хăпарнăçем хăпарса пычĕ. Çав хушăра фуфайкăпа çĕлĕк тăхăннă, чашăк йăтнă Мартин ват çын пек вăраххăн таплаттарса нӳхрепе утнине çеç куркаларăмăр.
Пĕррехинче ĕçрен таврăннă чух Мартин крыльца çинче тăнине куртăм.
— Мĕн пит шухăша кайрăн, кӳршĕ? — тетĕп.
— Пулать пурнăçра, — тет Мартин, ал сулса. — Атя, кĕрсе лар ман пата. Пĕр черкке эрех ĕçсе тух…
— Эс те ĕçме пуçларăн-и? — тĕлĕнтĕм эпĕ.
— Ирĕксĕрех вĕрентеççĕ…
Кĕтĕм. Кухньăри сĕтел хушшине лартăмăр. Мартинăн сĕтел çинче кĕленче тĕпĕнче шур эрех ларатчĕ. Вăл ăна мана ярса пачĕ те тепĕр кĕленче кăларчĕ. Нӳхрепе кайса, пĕр чашăк хĕрлĕ помидор, тепĕр тирĕк хăяр, бидонпа — купăста, тăварланă кăрăç илсе килчĕ.
— Ма çавăн чухлех? — тĕлĕнсе кайрăм эпĕ.
— Паян арăмпа вăрçрăмăр-ха, — терĕ Мартин. — Шуйттан вăл хĕрарăм тени… Пĕрре те хуçалăхшăн тăрăшакан арăм пулмарĕ… Эпĕ — пуçтар, ăна — салатса пултăр… Тарăхрăм та — литр эрех илсе килтĕм…
— Мĕншĕн хирĕçрĕр-ха тата?
— Ара… Тирпейсĕрлĕхшĕн… Акă, яшка пĕçернĕ… Ытла çăра тунă. Эп хам çăра юратмастăп… Тата иккĕне валли çакăн чухлĕ пĕçермелле пулнă-и? Ыран ăна кам çиет? Акă, пĕр чашăк купăста илсе кĕнĕ — çурри йӳçсе пăнтăхса кайнă, помидор илсе кĕнĕ — темиçĕш каллех кăвакарнă… Паян тытнă та çавсене тăкасшăн тăрать. Тăктармарăм, хăйнех çитересшĕн пултăм… Çимест, яка пыр. Халь вăрçса тухса кайрĕ-ха… Ну, темех мар… Каймасть ниçта та! Килти выльăх килех таврăнать, теççĕ. Атя, ĕçер…
— Халь тата ху мĕн тума кун чухлĕ илсе кĕтĕн? — терĕм эпĕ, сĕтел çине кăтартса.
— Э, вăл çапла хăтланать пулсан, эпĕ те юлмастăп… Тарăхтараççĕ ытла та… Хуйхă çине хуйхă пулчĕ-ха ман кăçал…
— Мĕн тата?
— Ав, пахчасăр юлтăм. Арăм калать, унта çурт лартасса малтанах пуçпа шухăшлас пулнă, тет, мана хама ятлать… Халь тата нӳхреппе куçарттараççĕ… Çавăнпа пушатас пулать часрах. Атя, ĕçер…
Эпĕ Мартина сăнаса лартăм.
Уйăх каялла кăна яштак кĕлеткеллĕ, хĕрлĕ сăн-питлĕ пулнă çамрăк Мартин халь сĕтел хушшинче курпунне кăларса ларать, куç айĕсем пĕркеленнĕ.
— Кур, çӳç шурала пуçларĕ ку ăнман пурнăçпа, — тăнлавне çавăрса кăтартрĕ Мартин.
Чăн та, хура çӳçлĕ Мартинăн икĕ тăнлавĕ те çунат вĕçĕ пек шуралса кайнă.
— Икĕ эрнере шуралчĕ, — терĕ Мартин. — Хам та тĕлĕнетĕп.
Мартинăн хурлă сăн-питĕнчен, кĕç-вĕç шывланас пек куçĕнчен ăна нимле сăмахпа та йăпатма аптраса пăхса лартăм.
— Ну, эпĕ кулянмастăп! — ал сулчĕ Мартин. — Кулянса, хуйхăрса ларнипе чĕрене çу хушăнмасть… Хула Совечĕ мана коллективлă садра çĕр пама пулчĕ. Çĕнĕрен пуçлас пулать…
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...