Нихăшне те выçă хăвармарĕ
Унччен те анлă пулнă Атăл халь тата сарлака. Волгоград, Куйбышев хулисем патĕнче юхан шыв мар, тинĕс ку теме пулать, мĕншĕн тесен кунта электростанци тума Атăла урлă каçă картларĕç. Чăн тинĕс пекех çĕре чарлансем те килсе тулчĕç; Каспи тинĕсĕнчен килчĕç вĕсем. Хăшĕсем халь чĕпписене те кунта, Атăл тăрăхĕнчех кăлараççĕ. Чĕпписем вара хăвăрт ӳсеççĕ, ашшĕ-амăшĕ пекех вĕçме пуçлаççĕ. Вĕçме вĕренеççĕ те хăйсем пулă тытма ӳркенеççĕ; ашшĕпе амăшĕ тăрантарнипе, янтăлла пурăнма юратаççĕ. Ашшĕпе амăшĕ вара чĕпписене мĕнле çитермеллине питĕ лайăх пĕлеççĕ: пĕр-пĕр пулă тытсан, пуллине пĕр чĕппине çаплипе памаççĕ, пĕчĕккĕн, кашни чĕппине пĕр тан çитереççĕ. Ăна эпĕ хам куçпа куртăм. Курасси çапла пулчĕ.
Ку кун Атăл хĕррине хĕвел тухичченех çитсе лартăм. Ирхине пулă тăтăш туртать. Хĕрринче, тарăн мар çĕрте, пуринчен ытла вĕтĕ пулă-кăртăш çӳрет. Шӳрпере вăл та тутлă, çапах та пулăçăн чун-чĕри çавнашкал мар-и, пысăккине тытас килет.
Пĕр вăлтине ывăтрăм Атăла, тепĕрне… Кĕçех кăрт! кăрт! вылярĕ вăлта хулкки. Туртса кăлартăм. Пĕчĕкçеç шур пулă лекнĕ. «Эй, — терĕм, — санпа аппаланма та кирлĕ мар, каях, пурăн, ӳс». Вăлтаран майĕпен вĕçертрĕм те çак пулла тепĕр хут Атăла ятăм. Хăраса сехри хăпнă пулă труках тарăна кайма пĕлмерĕ, çӳлте ишсе çӳрет.
Çак пулла чарлан курчĕ те Атăла чул пек вĕлт! çех чăмрĕ, авă, пулă халь ун «хыпкăчинче».
Ку чарлан хыççăн тата виççĕн, кунтан пĕчĕкрехскерсем, вĕçсе çӳретчĕç, кусем ун чĕпписем пулмалла, ватти — амăшĕ. Чĕпписем амăшĕ пулă тытнине курчĕç те тӳрех ун патне ыткăнчĕç. Анчах амăшĕ пуллине нихăшне те памарĕ-ха, Атăл хĕррине анса ларчĕ. Ун хыççăн чĕпписем те ларчĕç. Халь кунта, çĕрте, амăшĕ пĕр чĕппине пĕрре хыптарчĕ, теприне — теприне… Черетĕн, пĕчĕккĕн çитерет. Пĕр чĕппи çăткăнланчĕ те пĕр черетрех икĕ хут хыпса туртрĕ. Ăна кура тепри!..
«Эй, — терĕ пулмалла чарлан, — апла пулсан нихăшне те памастăп». Вĕçрĕ те кайрĕ. Чĕпписем — ун хыççăн: «Мана мар, мана пар!.. — тенĕ пек кăшкăрса пыраççĕ.
Хĕрхенчĕ, шеллерĕ чарлан чĕпписене, каллех çитерме тытăнчĕ. Анчах халь çĕре ларса мар, вĕçнĕ çĕртех çитерет. Пĕр чĕппи патне пырать те пĕрре çырттарса илтерет, унтан теприне, виççĕмĕшне… Çапла пĕчĕккĕн, кашнине пĕрер татăкăн çитерсе пĕтерчĕ пулла.. Нихăшне те выçă хăвармарĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...