Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Чапшăн пурăнмастпăрХусанСӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнекеПулас кинсемСана ҫырма сӑмах ҫитетТутимĕрХурапа шурă

Юр пĕрчи


Тĕлĕрет уйра калча

Витĕнсе шап-шур юрпа.

Ешĕлскер шăнмасть пачах

Кăпăшка кăна тумпа.

 

Шăнас çук-ха хурăнсем —

Шурă шупăрлă вĕсем.

Сивĕ-çке юр пĕрчине,

Çав тери черченскере.

Тусне тупрĕ-ши?


Ман шăнкăрч радиопа юрлани Пракуха питĕ кĕвĕçтерчĕ. «Шăнкăрчна мана сут», — тесе вăл темиçе хут та çыпçăнчĕ. «Эп кайăк сутса услам тăвакан сутăç мар», — терĕм те, кӳренчĕ, пушшех вĕчĕхме пуçларĕ.

— Юрĕ. Ман шăнкăрч санăннинчен те лайăхрах юрлĕ-ха! — терĕ те пирĕн патран мăн кăмăллăн трăнтлаттарса кăна утса тухса кайрĕ вăл ун чух.

Мĕн тума шут тытрĕ-ши ку?..

Хĕвел çӳллĕрен çӳллĕрехе улăхса пынă май юр ирĕлсе малтан çуртсем, унтан уй-хирсем те улаланчĕç, çырмасенче шыв шăнкăртатса юхма пуçларĕ. Акă, çуркунне пулнине пĕлтерме васканă кураксем килсе те çитрĕç. Вĕсем хыççăн — шăнкăрчсем…

Çакăн пек чип-чипер кун пĕррехинче Пракух темшĕн шкула пымарĕ. «Чирлесе ӳкмерĕ-ши ку», — тесе, эпĕ ун патне шкултан таврăнсанах чупса кайрăм.

— Ну, вăт, куртăн-и? — çав тери савăнăçлăн кăшкăрса ячĕ вăл эп пырса кĕнĕ-кемĕн. — Манăн та пур халь шăнкăрч!

Чăнах та, пĕчĕкçĕ читлĕх майлаштарнă хайхи, унта пĕр шăнкăрча хупса лартнă.

— Ăçтан тупрăн? — ыйтрăм эпĕ.

— Хам тытрăм. Йăвине кĕчĕ те шăтăкне шăчăпа вăшт! çех хупларăм, — питĕ ăслă ĕç тунă пек мухтанчĕ Пракух.

Малалла

«Туслăха йӳнеçтернĕ сăмах…»


Туслăха йӳнеçтернĕ сăмах

Чĕлхӳнтен ыткăнса тухсанах

Пăрăнас йӳтĕме1 хупласах

Вырăнтах тăтăм эп — тăп-тăпах.

Ах...

 

Çăварна çĕнерен авăрлах2

Шăтарса пăтала тарăнрах —

Ĕмĕре ас туса юлмаллах,

Чăтнипех каçаратăп, паллах.

Ах...

 

Пăтала — хăрамастăп пачах:

Хаярна кăларсассăн анчах,

Çухату тутине туйсанах,

Ӳкĕнсе лăпланатăн — хăвах.

Ах...

«Çылăхсен хуппинчен шуратсамччĕ мана…»


Çылăхсен хуппинчен шуратсамччĕ мана:

Сывлайми йӳçĕхсе тăракан ăшăма

Куççулӳ тумлатса тасатсассăн кăна

Çĕнерен çуралать чĕм-хавал3 пурăнма.

 

Эрлĕкпе4 кӳпчесе чăмăрланнă пуçран —

Хăвăла кайиччен5 — чĕрсе юл шухăша:

Сăмахшар вакласа турасассăн кайран

Ахăртнех, асăрхатăн курман курмăша6.

 

Тавăру-тарăху мăййинчен7 хăтарма

Хавалу, тивĕçӳ çитмелле, пулмаллах.

Пурнăçпа вĕресе тăракан хурана —

Тасалсан — тĕс кĕртмелĕх ăсанăп хамах.

Кая юлмастăн


Хăвăн çине

тăрăш пăхма,

хăвна çын

вырăнне лартса.

Тăрăш хăвна-ху

хак пама,

паллисене

кăшт хăпартса.

 

Ман шутпала,

хăпартмалла –

хăвна-ху çиме

ан шутла.

Хăвна тата

юратмалла,

анчах та

ан пултăр ытла.

 

Ытларах

пурнăçа юрат –

вăл уншăн

пулăшать сана.

Пурнăçăн

лармалли турат –

ун чух

çирĕпленет кăна.

 

Ăçта каймаллине

курсан,

хăвăн утăмсене

туйсан –

кая та нихçан

юлмастăн,

ытла сиккипе

каймастăн.

Шăпа


Чăвашăн паллăхĕ –

вăйра,

никам

пуласшăн мар кайра.

Чăвашăн лайăх

пĕлмелле –

пирĕн пĕрмай

çĕнтермелле!

 

Çĕнтерӳ

паллăрах пулсан,

чăваш çĕрне

тымар ярсан –

паллă халăх

пулăттăмăр,

тата аван

пурăнăттăмăр.

 

Пирĕн чăваш

ĕçпе пуян,

нихçан та вăл

пулман наян.

Анчах мĕнле

ĕçлесессĕн те –

темшĕн чăваш

çĕкленеймест,

те Турă

пулăшни çитмест.

 

Çӳлти Влаçра

ларакансем,

пирĕн çине

пăхмаç вĕсем.

Çĕр айĕнче

пирĕн нефть çук,

газ пур пулсан –

шыракан çук.

 

Шырас тесен,

вăл тупăнать –

ун чух пурнăç та

улшăнать.

Хальхи вăхăт

пирĕншĕн мар –

хресчен ĕçĕсемпе

пурнар.

 

P.S. Пирĕн паян

кун пек шăпа –

пирĕн патран

чупмасть труба.

Чăваш нимрен те

Малалла

Шăнкăрч — юрăçă


Пирĕн яла кашни çуркунне шăнкăрчсем тем чухлĕн вĕçсе килеççĕ. Эх, юрлаççĕ вара! Çав тери савăнăçлăн, çунаттисене ал çупнă пек çапса, хавасланса шăрантараççĕ хăйсен юррине.

Эпир, ачасем шăнкăрчсем валли кашни çул çĕнĕрен çĕнĕ вĕллесем туса хатĕрлетпĕр. Ку çуркунне эпĕ виçĕ вĕлле турăм. Пĕр вĕллине урамри йăмра çине, теприне — кил картинчи вĕрене çине, виççĕмĕшне — анкартинчи хурăн тăррине çыхрăм.

Пирĕн тĕлте, урамăн тепĕр енче, Нилыч мучи пурăнать. Ĕнтĕ ватă вăл, сакăр вунăçултан та иртнĕ пуль. Нилычăн пӳрчĕ умĕнчи йăмра çинче те пур шăнкăрч вĕлли, вăл вĕлле пирĕн чӳрече витĕр те курăнсах ларать.

Нилыч мучи вăл вĕллене туса çыхни темиçе çул та иртнĕ ĕнтĕ, çыхнă кантри те çĕрсе кайнă. Çавăнпа пĕррехинче, таçтан вăйлă çил-тăвăл килсе тухсан, çав çĕрĕк кантра татăлса кайрĕ те, шăнкăрч вĕлли çĕре ӳкрĕ.

Эпĕ, вĕлле ӳкнине курсан, часрах урама чупса тухрăм. Ак инкек: вĕллен тĕпĕ йăви-мĕнĕпех тухса ӳкнĕ, çĕмрĕк вĕлле патĕнче тăватă чĕпĕ хăранипе пĕри те тепри çăварне уçса: «Ан тив мана! Ан тив!» — тенĕ пек выртаççĕ. Пĕчĕкçеç кăна-ха вĕсем, çунаттисем ӳсмен, тĕк вырăнне шурă хăвăл пĕрчĕсем шăтнă çеç. Шăнкăрчĕсем — амăшĕпе ашшĕ — мана кĕç-вĕç сăхса илес пек вĕçе-вĕçе пыраççĕ, чĕриклетсе кăшкăраççĕ, вĕсен йăвине эпĕ çĕмĕрнĕ теççĕ пулмалла.

Малалла

«Ĕнерпе нерпе ырана сыпакан паяна...»


Ĕнерпе нерпе ырана сыпакан паяна

Якатма, тӳрлетме те тухманччĕ —

Тумхахпа, кукăрпа иртене-каяна

Самана тишкермесĕр ямасть-çке...

 

Тĕрĕслеççĕ, эппин — çакăнпа çырлахма

Вăй-хăватăм, ăс-тăнăм та пурччĕ...

Шутламан парăнма, пăрăнма, пăрахма —

Çулташсем, хирĕçлем — пурте курчĕç...

 

Юрлă чух — юрттăмпа, ăшă чух — ашăмпа

Çумрине айтарса пыраканччĕ.

Савнăçпа-нушапа тулакан çăкăмпа

Пайланмасăр утма хăяйманччĕ...

 

Сывлăша çавăрма чарăна-чарăна

Ĕмĕте ĕмĕртсе лăпланаттăм.

Такăнсан тăратса çитмелли вырăна

Такам мар — хăвалатчĕ хăватăм.

 

Улшăнман унтанпа — ӳкĕнмесĕр утма

Хăнăхса пынăçемĕн вăйлантăм.

Хăрамастăп текех пуррине çухатма —

Тепĕр чух кирлĕрех те, ăнлантăм.

 

Пулмалли — пулатех, пӳрменни — пӳкленет.

Ытлашши — тăхтамасăр — çухалĕ.

Çавăнта... çаплипех чĕнекен çут кĕтрет —

Ан астар — çаврăнмастăп та халĕ.

«Лăскарĕ Кун сана каллех...»


Лăскарĕ Кун сана каллех:

Тӳсмелĕх вăй юлман пекех,

Курас-илтес килмест текех,

Тарса ӳкес килет — халех!...

 

Чăтса ирттернĕ пек терте...

Сӳсленнĕ пур-пĕрех кевте8,

Исленнĕ тăтăрха9 хевте10,

Тавра каймастăн тек — тӳртен!..

 

Хыçра — черетлĕ çĕнтерӳ,

Тӳрре кăларнă ĕненӳ....

Çук чĕптĕм савнăç, ӳкĕнӳ...

Пушаннă пек... пушах чĕрӳ...

 

Тапать-ха вăл, эппин, чĕрех:

Илем, хавал11, артак12 кĕтет...

Çакна туйсах кӳрет сипет

Пĕр сыпкăмпах пылак эрех...

«Ĕмĕрсен анинчен вырса илнĕ Сăмах...»


Ĕмĕрсен анинчен вырса илнĕ Сăмах —

Сăвăсен кĕлтине вырнаçса выртсанах —

Манăçа тухмасса, вилмессе ĕненет:

Чĕм кĕртет13 Самана çăвăрланă Поэт...

 

Хывăхран сăвăрса шĕкĕлчет паянтан

Хуравсен тĕшшине шыракан Вулакан:

Ăсĕпе тĕпретсе чунĕпе имĕрсен —

Акăнса юлаççех килмелли Ĕмĕрсем...

 

Калчаланĕ каллех тĕлĕнтермĕш Сăмах —

Савнăçпа çăвăнать, Хĕн пиçтерĕ татах...

Кĕлтерен çемĕле, çемĕлтен капана

Хывакан Поэта çуратать Самана...

■ Страницăсем: 1... 11 12 13 14 15 16 17 18 19 ... 794
 
1 йӳтĕм – сăлтав, палăртса хуни
2 авăрла — хатĕрле
3 чĕм-хавал – сывлăш, çĕнĕ пурнăç
4 эрлĕк — кӳренӳ
5 хăвăла кай — пушахлан
6 курмăш – тивнĕ пай, шăпа
7 мăя – сухан çыххи
8 кевте – ӳт-пӳ
9 тăтăрха — çирĕп
10 хевте – вăй-хал
11 хавал – вăй-хăват
12 артак — ачашлăх
13 чĕм кĕртет – çĕн пурнăç пар