Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
moygorod-online.ru сайтри сӑн
moygorod-online.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре ҫуртсен картишӗсене тата тротуарсене хӑтлӑлатма республика хыснинчен 1 млрд тенкӗ уйӑрнӑ. Йышӑнӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Уйӑрнӑ укҫа-тенке 26 муниципалитета пайласа парӗҫ. Вырӑнти тӳре-шаран подрядчиксемпе килӗшӳ тумалла та ӗҫе пуҫӑнмалла. Ӗҫе авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен кая юлмасӑр тытӑнмалла та ҫулталӑк вӗҫлениччен пӗтермелле.

Ӗҫе пуҫӑниччен проектсенче Чӑваш Енӗн тӗп архитекторӗ ҫирӗплетӗ. ЧР Строительство министерстви укҫа-тенке мӗнле тӑкакланине, проектсене епле пурнӑҫланине тӗрӗслесе тӑрӗ.

Сӑмах май, пӗлтӗр ку тӗллевпе 1,2 млрд тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Ку укҫапа 330 объекта хӑтлӑлатнӑ.

 

Сывлӑх
cheltv.ru сайтри сӑн
cheltv.ru сайтри сӑн

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ыран оперштаб ларӑвӗнче кӑшӑлвируса сарӑлма парас мар тесе ҫӗнӗ мерӑсем йышӑнма пултарӗ. Кун пирки вӑл тунтикун Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура пӗлтернӗ.

Олег Николаев канашлура кӑшӑлвирусран хӳтӗлекен прививка тӑвас ӗҫ мӗнле пынипе кӑсӑкланнӑ. Вӑл вакцинаци шайӗ пӗчӗкленнине палӑртнӑ. Олег Алексеевич каланӑ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне коллективлӑ иммунитет тӑвас тесен республикӑра кунсерен 6 пинрен кая мар ҫынна вакцинацилемелле.

Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе 240 пин ытла ҫын прививка тунӑ. Ку - плана кӗртнӗ ҫынсен 41 проценчӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Улатӑрти ҫӳп-ҫап полигонӗнче пушара халӗ те сӳнтереймен. Унта тӗтӗм йӑсӑрланать – ҫапла пӗлтернӗ «Советская Чувашия» хаҫата хула ҫыннисем.

Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнчех ҫунма пуҫланӑ вӑл. Ҫав вӑхӑтра республикӑра шӑпах шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑ. Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӳп-ҫап малтан шалтан ҫунма тытӑннӑ, кайран ҫиеле тухнӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма ҫав кунах сӳнтернӗ, анчах тӗтӗм йӑсӑрланма пӑрахман-ха.

Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, полигона пӗрмай тӑпра турттараҫҫӗ. Утӑ уйӑхӗн 13-21-мӗшӗсенче унта 200 тонна тӑпра кайса тӑкнӑ. Тӳре-шара пушара сӳнтерме хушма техника та уйӑрнӑ.

Улатӑрти районсен хушшинчи прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫакӑ палӑрнӑ: ҫӳп-ҫап полигонне тӗрӗс мар пӑхса тӑнӑран та пушар тухма пултарнӑ – ҫӳп-ҫапа вӗтетмен, таптаман тата тӑпрапа хупламан. Ҫитменнине, шӑрӑх ҫанталӑкра ҫӳп-ҫапа нӳретмешкӗн шыв сапман. Пӗр сӑмахпа, полигона пӑхса тӑракан организаци ҫӳп-ҫап хӑй тӗллӗн ҫунма ан тытӑнтӑр тесе мерӑсем йышӑнман. Ҫавна май прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн

Етӗрнере ҫемье ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ. Пушарта йӑлтах ҫунса кӗлленнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.

Пушар тухнине кӳршисем курнӑ та пушарнӑйсене чӗннӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулӑм мунчаран тухса ҫурт ҫине куҫма пултарнӑ.

Ҫемьене халӗ тумтир кирлӗ. Пӗтӗмпе – 6 ҫын. Арҫын тата хӗрарӑм тумтирӗ, хӗрачасемпе арҫын ача валли тӑхӑнмалли кирлӗ. Ашшӗн ури калӑпӑшӗ – 43-мӗш, тумӗ – 50-52-мӗш. Амӑшӗн ури - 38-39-мӗш, тумӗ – 48-мӗш. Йӑмӑкӗн ури – 33-мӗш, тумӗ – 40-мӗш. Ҫемьери хӗрӗн ури 36-мӗш, тумӗ 46-мӗш. Арҫын ача 10-ра, 140 сантиметр ҫӳллӗш, ури – 36-мӗш калӑпӑшлӑ. 8 ҫулти хӗрачана та 30-31-мӗш калӑпӑшлӑ пушмаксем кирлӗ, хӑй 122 сантиметр ҫӳллӗш.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/73368
 

Пӑтӑрмахсем
fg24.ru сайтри сӑн
fg24.ru сайтри сӑн

Шупашкар районӗнче 47 ҫулти арҫынна вӗлернӗ. Ҫакна пӗр ялтах пурӑнакан 55 ҫулти арҫын тунӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ӑна тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Следстви версийӗ ҫапларах: утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 17-19 сехетсенче 47-ри арҫын 55-ри пӗлӗшӗпе Чӑрӑшкасси ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗве патӗнче пулнӑ. Вӗсем эрех ӗҫнӗ, хирӗҫсе кайнӑ. Аслӑраххи кӗҫӗннине кӑкӑрӗ тӗлӗнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Лешӗ кӗске вӑхӑтран вилнӗ.

Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/73376
 

Республикӑра
https://www.facebook.com/gov.cap.ru/photos/a.342669419461230/1380728492321979/ сӑнӳкерчӗкӗ
https://www.facebook.com/gov.cap.ru/photos/a.342669419461230/1380728492321979/ сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри тӗрлӗ организацире халӑхпа ҫыхӑну тытас енӗпе ӗҫлекен специалистсем «PRофи-21» конкурса хутшӑнайӗҫ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев PR-специалистсен кунӗнче алӑ пуснӑ. Унта пресс-секретарьсемпе PR-специалистсем хутшӑнайӗҫ.

Сӑмах май каласан, Шупашкарта «Республика идей» (чӑв. Идея республики) стратеги сессийӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Ене фрилансерсем валли илӗртӳллӗ регион тӑвас ыйтӑва хускатнӑ. Пресс-секретарьсемпе PR-специалистсем тӗрлӗ сӗнӳпе тухнӑ. Ҫав шутра чӑвашлӑхпа ҫыхӑннисем те пулнӑ.

 

Культура

Чӑваш алфавитне халалласа палӑк пулассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: палӑк Чӗмпӗрте пулӗ, мӗншӗн тесе шӑпах унта «Раҫҫейри чи пысӑк этноссенчен пӗрин ҫырулӑхне чӗртсе тӑратнӑ». Асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсем хальхи вӑхӑтри чӑваш алфавитне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалласа хулара палӑк вырнаҫтарас сӗнӳпе тухнӑ. Вырӑнтисем конкурс ирттерсе палӑкӑн чи лайӑх проекчӗ тесе Виктор Егоров (Аванмарт) скульпторӑн ӗҫне суйланӑ. Виктор Аванмарт палӑка ҫаврашкана ҫырнӑ Ӑ саспалли евӗр хатӗрлесшӗн.

Халӗ вара «Хыпар» издательство ҫурчӗн Инстаграмри страницинче палӑк валли укҫа пухнине пӗлтернӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерне те кӑтартнӑ: 8 (8422) 73-75-82. Укҫана Перекет банкӗн картти ҫине те, ӑна 8 927 270 77 29 телефон номерӗ ҫумне ҫирӗплетнӗ (асӑннӑ телефон номерӗн хуҫи Олег Николаевич М. тесе тухать), куҫарса пама пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CR3O7bcDY1W/
 

Персона

Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗ чылай вӑхӑт чирленӗ хыҫҫӑн Алексей Александров пурнӑҫран уйрӑлса кайни ҫинчен хурланса пӗлтерет. Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ юрисчӗ, ҫар прокурорӗ, Раҫҫейӗн хисеплӗ криминалисчӗ, Мускаври чӑвашсен ентешлӗхне, «Тӑван ҫӗршывӑн ывӑлӗсем» юлташлӑха йӗркелеме хутшӑннӑ ҫын 82 ҫулта пулнӑ. Куҫне вӑл ӗнер, утӑ уйӑхн 27-мӗшӗнче, ӗмӗрлӗхе хупнӑ.

Ӑна ҫывӑх пӗлекенсем палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл хӑйӗн юратнӑ ӗҫне тата ҫынсене парӑнса пурӑннӑ.

Алексей Николаевич 1939 ҫулта юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Ураскасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1965 ҫулта Сартури юридици институтне вӗренме кӗнӗ. Калининград облаҫӗнчи прокуратурӑра, Балти флочӗн ҫар прокуратуринче, СССР тата Раҫҫей Федерацийӗн Тӗп ҫар прокуратуринче ӗҫленӗ. Криминалистикӑпа 20 ытла методика пособийӗн авторӗ.

 

Чӑвашлӑх

Чӑваш кӗнеке издательстви кӑҫал Виталий Станьяла кӗнеке кӑларса савӑнтарнӑ. Кӗнеки «Чӑваш мар пулсан кам? — Кто, если не чуваши?» ятлӑ. Калӑпӑшӗ 239 страница. Хакӗ 537 тенкӗ.

Кӗнеки вунӑ пӗчӗк пайран тӑрать, унта авторне ӗҫрен кӑларса янӑ тата хаҫат-журналта пичетлеме чарнӑ хыҫҫӑн (юлашки пилӗк ҫулта) ҫырнӑ статьясене, интервьюсене, рецензисенне суйласа кӗртнӗ. Вӗсем интернетра, ытларах Чӑваш халӑх сайтӗнче, пичетленнӗ. Вӑл чӑвашла тата вырӑсла тухнӑ.

Халиччен Виталий Станьяла республикӑри паллӑ врач, халӑх депутачӗ Николай Григорьев писатель тата Чӑваш наци библиотекинчи таврапӗлӳҫӗсем Галина Соловьевӑпа Ольга Тимофеева библиотекарьсем хӑйсен шучӗпе икӗ кӗнеке кӑларса панӑ. Вӗсене сӑвӑҫ сиплӗ эмел вырӑннех йышӑннӑ.

Станьял хӑйне нумай ҫултан патшалӑх ҫапла хисеп тунӑшӑн, кӗнеке кӑларӑшне, хӑтавсене пухса кӑларакансене тата Олег Николаев элтепер ертӳлӗхне тав тунӑ.

 

Сывлӑх
mybryansk.ru сайтри сӑн
mybryansk.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлесе вилнисен йышӗ 1700 ҫынна ҫитнӗ. Кун пирки федераци информаци центрӗ хыпарлать.

Юлашки талӑкра 6 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Юлашки 5 кунра талӑкра 6-7 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Сывалакансем нумаййӑн пулнӑ: 106 ҫын. Пӗр талӑкра 75 ҫын чирленине палӑртнӑ. Ку таранччен 29066 ҫын кӑшӑлвируспа аптӑранӑ. Вӗсенчен 26476-шӗ сывалнӑ.

Паянхи кун тӗлне республикӑри стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 888 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет.

 

Страницӑсем: 1 ... 950, 951, 952, 953, 954, 955, 956, 957, 958, 959, [960], 961, 962, 963, 964, 965, 966, 967, 968, 969, 970, ... 3742
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.10.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.