Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Пурӑнакан пурнӑҫра этем темшӗн те тарӑхать-пӑшӑрханать. Регион управленийӗн центрӗ республикӑра пурӑнакансем тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче мӗншӗн пӑшӑрханнине тишкерет, ҫавна шута илсе пырать, евитленисене яваплисем патне ҫитерет.

Пӗтӗмпе 20 пин ытла ыйту-хурав хушшинче хӑйнеевӗрлӗхпе ыттисенчен уйрӑлсарах тӑракан ҫырусем те пулнӑ.

Пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче, ав, Шупашкар ҫынни Ӳнер аллейинче ула кураксем нумай тесе пӑлханса пӗлтернӗ. Канашра ҫав кайӑк Машина тӑвакансен урамӗнче пурӑнакансене канӑҫсӑрлантарнӑ.

Авӑн уйӑхӗнче Йӗпреҫ хӗрарӑмӗ тилӗсем чӑх тытаҫҫӗ тесе хыпарланӑ. Чӳк уйӑхӗнче Сӗнтӗрвӑрри хӗрарӑмӗ вырӑнти парк мина уйне ҫаврӑннӑ тесе пӑшӑрханнӑ. Ӑна ӗне каяшӗ килӗшмен. Каяш спорт тата ача-пӑча лапамӗсенче, тротуар ҫинче те пулнӑ-мӗн.

 

Пӑтӑрмахсем

Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи Флорида штатӗнче тӗпленнӗ Никита Тӗнчесен велосипедне вӑрланӑ. Кун пирки кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Никита Ютубра пӗлтернӗ.

Икӗ урапаллӑ транспортпа Настя Тӗнче ӗҫе кайнӑ. Ӑна вӑл тимӗр решеткеллӗ картана питӗрсе хунӑ. Кайран пӑхать те — велосипед вырӑнта ҫук. Хӗрарӑм полицие пӗлтернӗ, йӗрке хуралҫисем ҫийӗнчех вырӑна пырса ҫитнӗ. Велосипеда вӑрланине куракан та пулнӑ.

Анчах веосипед вӑррисене Никита хӑй асӑрханӑ. Ҫулпа пынӑ чух вӑл велосипедпа (хӑйӗн велосипечӗпе!) пыракансене курах кайнӑ. Ҫийӗнчех вӑл Настя патне шӑнкӑравланӑ, йӗрке хуралҫисене тепре чӗнсе илме каланӑ. Ҫапла вара велосипеда 1 сехет хушшинче тупма май килнӗ.

 

Республикӑра

Ҫӗнӗ ҫул умӗн «Елка желаний» (чӑв. Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ) пӗтӗм ҫӗршыври акци кӑҫал та иртрӗ. Унта хутшӑнса тӗрлӗ шайри тӳре-шара, депутатсем ачасен ӗмӗтне пурнӑҫлама пулӑшаҫҫӗ.

Вӑрнарти хутӑш препаратсен завочӗн директорӗ Владимир Свешников Шупашкарта пурӑнакан 17 ҫулти Мария Самыковӑна савӑнтарас тенӗ.

Пике сӑвӑсем ҫырать, живопись историйӗпе кӑсӑкланать. Мария 13 ҫулта чухне Мускавра пулса курнӑ-ха. Ун чухне вӑл бочче енӗпе ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Халӗ вӑл Мускаври Третьяков галерейинче пулса курма ӗмӗтленнӗ.

Владимир Васильевич пикепе амӑшне ҫула пуйӑсри ятарлӑ купепе тухма, Мускаври паллӑ вырӑнсемпе паллашма билет туянса панӑ.

 

Вӗренӳ

Паян, кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшнче, Муркаш районенчи Кашмаш шкулне уҫӗҫ. 108 вырӑнлӑх вӗренӳ заведенине пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче туса пӗтернӗ.

Аса илтерер: шкула ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ вӑхӑта туса пӗтермелле пулнӑ. Кун пирки район администрацийӗнче пӗлтернӗччӗ. Анчах ҫав вӑхӑта ӗлкӗреймен. Авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче Муркаш районӗнчи Кашмашри шкула хӑпартакансене Чӑваш Ен Элтеперӗнчен Олег Николаевран сӑмах та лекнӗччӗ. Ун чухне республика ертӳҫи ӗнер асӑннӑ ялти вӗренӳ учрежденине тӑвас ыйтӑва ӗҫ тӑвакан влаҫра ӗҫлекенсемпе тата подряд организацийӗн пайташӗсемпе сӳтсе явнӑччӗ.

Халӗ шкулта ачасем вӗренеҫҫӗ. Вӗренӳ заведенине официаллӑ майпа паян 11 сехетре уҫӗҫ.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ чакса пырать пулин те вилекенсен хисепӗ пысӑк-ха. Иртнӗ талӑкра ав 18 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку таранччен кӑшӑлвирус республикӑри 4067 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ.

Паянхи кун тӗлне 47012 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 40928-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 44 ҫын чирленине палӑртнӑ, 29 ҫын сывалнӑ.

Хальхи вӑхӑтра республикӑра 2017 ҫын стационарта е килте амбулатори мелӗпе кӑшӑлвирусран сипленет.

 

Республикӑра
 publicdomainpictures.net сайтри сӑн
publicdomainpictures.net сайтри сӑн

2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Тӑвай районӗнчи Вӑрманхӗрри ялӗ ҫывӑхӗнче полицейскисем ӗне виллине тупнӑ. Пакунлисем кун пирки Россельхознадзора пӗлтернӗ.

Ҫакӑ палӑрнӑ: вилнӗ ӗне «Дружба» ЯХПКн пулнӑ. Вӑл Вӑрманхӗрринчен инҫех мар вырнаҫнӑ.

Россельхознадзор ял-хуҫалӑх производство кооперативӗн должноҫри ҫынни тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Суд айӑплӑ ҫынна 20 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.

 

Статистика
tver.mk.ru сайтри сӑн
tver.mk.ru сайтри сӑн

Республикӑра Ҫӗнӗ ҫулхи канмалли кунсенче 4 ҫын ҫул-йӗр ҫинчи аварире вилнӗ, 46 ҫын аманнӑ. Аварие лекнисен йышӗнче ачасем те пулнӑ.

Кӑҫалхи 10 кунра Чӑваш Енре ҫул-йӗр ҫинче 30 авари пулнӑ. Вӗсем – машинӑсем ҫапӑнни, ҫуран ҫӳрекенсем ҫине кӗрсе кайни… Шар курнисен йышӗнче 16 ҫул тултарман 5 ача пулнӑ. 10 кунра ҫуран утакан 6 ҫын ҫине машина пырса кӗнӗ.

Канмалли кунсенче ҫул-йӗр инспекторӗсем ӳсӗр водительсене тытнӑ. 9 кунра руль умне ӳсӗрле ларнӑ 121 ҫынна чарнӑ. Ҫав йышран 13 ҫын руль умне иккӗмӗш хут ӳсӗрле ларнӑ. Вӗсене уголовлӑ майпа явап тыттарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/76681
 

Раҫҫейре

НТВ телеканалпа Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм пирки сюжет кӑтратнӑ. Вӑл тӗрӗслӗх шырать.

Нумай ачаллӑ хӗрарӑма аваришӗн айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Халӗ вӑл приговора улӑштарассишӗн тӑрӑшать.

Аэлита Софронова каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ҫав кун вӑл хӗрне шкула илсе кайнӑ. Поселокран хулана кайнӑ чухне вӗсем аварие лекнӗ. Тепӗр машинӑри 37 ҫулти хӗрарӑм ҫавӑнтах вилнӗ. Аэлита вара суранланнӑ, иккӗмӗш ушкӑн сусӑрӗ пулса юлнӑ, ҫӗнӗрен утма вӗреннӗ. 8-ти хӗрӗ та аманнӑ.

Суд хӗрарӑма колони-поселение икӗ ҫуллӑха яма йышӑннӑ. Анчах Аэлита ку тӗрӗс мар, аваришӗн айӑплӑ чӑн ҫынна тупман тесе шутлать. Унӑн шухӑшӗпе, ҫакна видеорегистратор ҫирӗплетет. Унта акӑ мӗн курӑнать: ӑнсӑртран Аэлитӑна хирӗҫ машина сиксе тухать, ҫавна май вӑл руле итлеттереймесӗр транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса каять. Никама пӑхӑнман экпертиза Аэлитӑн ҫапӑнмасӑр май пулманнине ҫирӗплетнӗ. Видеорегистратор ҫинче вара тепӗр машинӑн марки те, номерӗ те лайӑх курӑнмасть, ҫавӑнпа водителе тупма ҫӑмӑл мар.

Суд Алитӑна хӗрӗ 14 ҫул тултариччен отсрочка панӑ. Унччен хӗрарӑм Аслӑ суда тӗрӗслӗх шыраса ҫитесшӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/76688
 

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш ҫыравҫи, поэт-прозаик, журналист-публицист Лидия Филиппова пӗтӗм Раҫҫейри общество наградине — «Василий Шукшин» ылтӑн медале — тивӗҫнӗ. Лидия Ивановна пултарулӑхне 2021 ҫулшӑн ҫавӑн пек хаклама Раҫҫей ҫыравҫисен союзӗ йышӑннӑ.

Лидия Филиппова 2003 ҫултанпа — Раҫҫей ҫыравҫисен союзӗн пайташӗ. Вӑл — 18 кӗнеке авторӗ. Лидия Ивановна 100 ытла публикаци ҫырнӑ, ҫав шутра — 4 вӗренӳпе методика тата 11 ӑслӑлӑх ӗҫӗ.

Лидия Михайлован литературӑри псевдонимӗсем — Лидия Филиппова, Амина Турхан, Алла Давыдова.

 

Раҫҫейре
cheboksari.bezformata.com сайтран илнӗ сӑн
cheboksari.bezformata.com сайтран илнӗ сӑн

Чӑваш Енре 5-9-мӗш класс ачисем валли ҫӗнӗ туризм программи пурнӑҫланма тытӑнӗ. Пирӗн республика ҫак сӑнава хутшӑнакан 18 регионтан пӗри.

Раҫҫей Правительстви уйӑрнӑ 500 миллион тенке сӑнав проектне хутшӑнакан регионсене пайласа парӗҫ. Чӑваш Ене 15889600 тенкӗ лекӗ.

Программӑна 5-9-мӗш классем ҫеҫ хутшӑнаҫҫӗ. Ачасем 24 сехетрен кая мар тӑсӑлакан ҫулҫӳреве кайӗҫ. Хакӑн 7 пин тенкине патшалӑх тӳлӗ. Ҫулҫӳрев хаклӑрах ларӗ тӗк ыттине ашшӗ-амӑшӗ тӳлӗ.

Проект тӗллевӗ – ачасене пӗчӗк ҫулҫӳрев урлӑ тӑван ен культурипе паллаштарасси. Кӑҫал субсиди пулӑшнипе 100 пин ытла шкул ачи ҫак мелпе усӑ курайӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 951, 952, 953, 954, 955, 956, 957, 958, 959, 960, [961], 962, 963, 964, 965, 966, 967, 968, 969, 970, 971, ... 3882
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ака, 28

1946
79
Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1966
59
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ.
1966
59
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...