Ҫак уйӑхӑн 2-6-мӗшӗсенче ҫӗршывӑн тӗп хулинче «Красная площадь» (чӑв. Хӗрлӗ тӳрем) кӗнеке фестивалӗ иртӗ. Ӑна Мускавра ҫулсерен йӗркелеҫҫӗ, кӑҫалхи шучӗпе — тӑххӑрмӗш.
Кӗнеке куравне хамӑр ҫӗршыври 400-е яхӑн издательство хутшӑнӗ, ҫав шутра Чӑваш кӗнеке издательстви те пулӗ. Чӑваш кӗнекисемпе «Раҫҫей регионӗсем» 16-мӗш чатӑрта паллашма май килӗ. Мускава пирӗн республикӑран 150 кӗнеке илсе кайма палӑртнӑ.
Фестиваль кашни кунах ирхи 10 сехетре уҫӑлӗ. Пӗрремӗш кунхне, ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, вӑл 22 сехетчен ӗҫлӗ; 3-4-мӗшӗсенче – 22 сехет те 30 минутчен, 5-6-мӗшӗсенче – 21 сехет те 30 минутчен.